News by date 1 November 2017
-
Кивмăкшелте кăмпа вăрмансăр та ӳсет
Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи Анатолий Самаренкинăн хресченпе фермер хуçалăхӗ ыттисем пек выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе мар, кăмпа (вешанка) ӳстерессипе ӗçлет. Çакăн валли кунта ятарлă цех уçнă, кăмпа типӗтмелли кăмакасем вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхӗнче пурӗ те тăватă çын кăна ӗçлет иккен. Апла пулин те уйăхсерен икшер тонна кăмпа татаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял...
-
Бондарчук пирӗнпе ӗçлеме килӗшнӗ
(Ирина Гордеева).Ноябрӗн 1-мӗшӗнче «Татар-информ» ИАра Сочире иртнӗ XIX Пӗтӗм тӗнчери çамрăксемпе студентсен фестивальне хутшăннă Тутарстан Республикин делегачӗсемпе пресс-конференци пулчӗ. Тахçанах кӗтеттӗмӗр ăна. Пирӗн çамрăксемпе волонтерсем унтан еплерех туйăмсемпе, малашнехи плансемпе таврăннине пӗлес килетчӗ. Спикерсен шутӗнче РФ Федераллă пухăвӗн Патшалăх Думин депутачӗ Марат Бариев, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир...
-
Налогсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемеллине манман-и?
Аса илтеретпӗр, çурт-йӗр, çӗр тата транспорт налогӗсен уведомленине «Харпăр кабинет» интернет-сервиспа усă куракансем кăна почтăпа илмеççӗ. Налог çăмăллăхӗсем, тытса юлнă налог (налоговый вычет) е налогран хăтаракан ытти сăлтавсем пулсан та налог хучӗсем почтăпа килмеççӗ. Енчен те нолог тӳлемелли çинчен уведомлени килмерӗ пулсан, вырăнти налог инспекцине каймалла. Ан манăр, налогсене декабрӗн...
-
Хусан чемпионата хатӗр
2018 çулта футболпа иртекен тӗнче чемпионатне пилӗк хула - Хусан, Мускав, Санкт-Петербург, Екатеринбург тата Сочи 100 проценчӗпех хатӗррине каланă «Россия-2018» йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи, РФ Правительство пуçлăхӗн çумӗ Виталий Мутко чемпионат иртекен хуласен представителӗсемпе пулнă лару хыççăн. Ытти хуласем те хатӗрлев ӗçӗсене вӗçлесе пыраççӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн юлашки срок - апрелӗн 1-мӗшӗ....
-
Ку робототехниксем – акрельсем
(Константин Малышев). Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнчи робототехника кружокне Игорь Еферов ертсе пырать. Физика учителӗ вӗренекенсемпе 2014 çулта ӗçлеме тытăннă. Лего пуçтарса курнă ачасемшӗн технологие алла илме йывăр мар. Тӗрлӗрен датчиксемпе, электромторсемпе, компьютер платисемпе усă курса вӗсем экскаватор, бульдозер, комбайн евӗр техникăна пуçтарса программăлаççӗ, унтан хута яраççӗ. Техникăпа блютуз урлă çыхăнса...
-
Çарăмсансем тӗлпулура
( Константин Малышев). Çарăмсан ентешлӗхӗ 25 çул тултарнине иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти Карим Тинчурин ячӗллӗ театрта паллă турӗç. Унта Çарăмсан районӗнчи культура тата вӗрентӳ тытăмӗнче, спорткомитетра, мемориал центрӗнче, историпе таврапӗлӳ музейӗнче ӗçлекенсенчен тăракан пысăк делегаци килнӗччӗ. Ăна район пуçлăхӗн çумӗ Миляуша Батыршина ертсе пычӗ. Уяв фойерех пуçланчӗ. Кунта тӗрлӗрен куравсем,...