Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Аксу (Аксубаевский)

Кивмăкшелте кăмпа вăрмансăр та ӳсет

Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи Анатолий Самаренкинăн хресченпе фермер хуçалăхӗ ыттисем пек выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе мар, кăмпа (вешанка) ӳстерессипе ӗçлет. Çакăн валли кунта ятарлă цех уçнă, кăмпа типӗтмелли кăмакасем вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхӗнче пурӗ те тăватă çын кăна ӗçлет иккен. Апла пулин те уйăхсерен икшер тонна кăмпа татаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял...

Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшел ялӗнчи Анатолий Самаренкинăн хресченпе фермер хуçалăхӗ ыттисем пек выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе мар, кăмпа (вешанка) ӳстерессипе ӗçлет. Çакăн валли кунта ятарлă цех уçнă, кăмпа типӗтмелли кăмакасем вырнаçтарнă. Фермер хуçалăхӗнче пурӗ те тăватă çын кăна ӗçлет иккен. Апла пулин те уйăхсерен икшер тонна кăмпа татаççӗ, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Кăмпа ӳстерекен оператор Татьяна Жукова каланă тăрăх, ку кăмпа яланах пӗр пек ӳсмест-мӗн. Ăнса çитӗннӗ вăхăтсенче кăмпана кашни кунах татма тивет, ытти чухне вара кун урлă.

Хуçалăх кăмпана капла та, типӗтсе те сутать. Асăнтăм ӗнтӗ, типӗтмешкӗн ятарлă кăмакасем вырнаçтарнă. Кăмпана типӗтсен ваклаççӗ те виçшер килограмм кӗрекен пакетсене тултараççӗ. Сăмах май, продукцие хуçалăх республикăри апат-çимӗç предприятийӗсене сутать. Тутлă çак кăмпана вара соуссем, специсем апат валли ытти техӗмлӗ япаласем тума усă кураççӗ.

Хресченпе фермер хуçалăхӗ ку ӗç тупăшлине кура хальхи вăхăтра производствăна анлăлатма шутлать, çак тӗлӗшпе унчченхи корпус çумне хушма пӳлӗмсен строительствине пуçланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев