Ку робототехниксем – акрельсем
(Константин Малышев). Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнчи робототехника кружокне Игорь Еферов ертсе пырать. Физика учителӗ вӗренекенсемпе 2014 çулта ӗçлеме тытăннă. Лего пуçтарса курнă ачасемшӗн технологие алла илме йывăр мар. Тӗрлӗрен датчиксемпе, электромторсемпе, компьютер платисемпе усă курса вӗсем экскаватор, бульдозер, комбайн евӗр техникăна пуçтарса программăлаççӗ, унтан хута яраççӗ. Техникăпа блютуз урлă çыхăнса...
(Константин Малышев). Çарăмсан районӗнчи Акрель шкулӗнчи робототехника кружокне Игорь Еферов ертсе пырать. Физика учителӗ вӗренекенсемпе 2014 çулта ӗçлеме тытăннă. Лего пуçтарса курнă ачасемшӗн технологие алла илме йывăр мар. Тӗрлӗрен датчиксемпе, электромторсемпе, компьютер платисемпе усă курса вӗсем экскаватор, бульдозер, комбайн евӗр техникăна пуçтарса программăлаççӗ, унтан хута яраççӗ. Техникăпа блютуз урлă çыхăнса ятарлă пультпа «хушусем» параççӗ. Пульт вырăнне смартфона та усă курма пулать, программи пулсан. Робототехника кружокӗ районта хальхи вăхăтра тата райцентрта кăна ӗçлет. Ытти ялсенче çук. Çавăнпа та тӗрлӗ ăмăртусенче район чысне акрельсен хӳтӗлеме тивет.
Учитель ытларах 6-мӗш класра вӗренекен Ефим Калмыковпа Артем Турлукова палăртрӗ. Вӗсем кăткăс техникăна çӗнӗ программăсем çыртарса ӗçлеттереççӗ иккен. Кăмăл пулсан ялта та çакна валли условисем тума пулнине ӗçпе кăтартаççӗ акрельсем.
(Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев