Мамă е анне?
Эпир хăш чух сăмахсем ниме те пӗлтермеççӗ тетпӗр. Пӗлтереççӗ çав... Мамăпа эпир час-час тавлашаттăмăр, аннепе вара вăрçăнас килмест. «Анне» тени хăйех пирӗн чи çывăх çыннăмăр еплерех çепӗç те аманчăк чунлă пулни пирки калать.
Анне хăйне çапла чăвашлах чӗнме пуçласан тахçанччен хăнăхаймарӗ-ха. Вăл вӗт çак сăмахпа асаннене, хăйӗн хунямăшне, чӗнет. Вӗсем вара пит килӗштерсех каймаççӗ. Пӗрре пахчара сухан кăларнă чух аннене хампа пулса иртнӗ истори пирки каласа патăм.
Эпӗ хуларан яла кайма тухнă, автобусра ларса пыратăп. Хăлха çаккисене хывма маннă, кӗпе çаннисем кӗске пирки ӳт çине тунă татусем уççăнах курăнаççӗ. Мана хирӗç икӗ кинеми ларнă та калаçса пыраççӗ, мана «кăшлаççӗ»