Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Сиенлӗ йăласенчен хăтăлтăмах!

Тинех хамӑн пурнӑçпа киленсе, кашни кунпа савӑнса пурӑнатӑп. Ача чухне мӗншӗн çакна ăнланман-ши?

Эп нихӑçан та спортпа туслӑ пулман. Ялта çуралса ӳснӗ пулин те, 11 класс пӗтернӗ тӗле пӗр подтягивани те тӑваймастӑмччӗ. Пӗртӑван пиччесем иккӗн манăн, иккӗшӗ те спорт мастерӗсем. Вӗсемпе юнашар тӑратсан мана асси (айван) теме те пулатчӗ пуль.

 

Пиччесем питӗ тӑрӑшатчӗç ма­на сывӑ пурнӑç йӗркине хӑнӑхтарма. Анчах кашнинчех вӗсем тӑрӑшни харама каятчӗ. Мана кӑсӑклӑ марччӗ. Кӗнеке вулама вара юрататтӑмччӗ. Тӗпчеме те юрататтӑмччӗ. Мана пичче турник çинче туртӑнма хушса хӑваратчӗ, хӑй кӑкарнӑ лашана илме каятчӗ. Вӑл тухнӑ-тухманах турник çинчен анаттӑм та «Найди клад» журнал е пӗр-пӗр кӗнеке вулаттӑм. Хапха сасси илтӗнсен вара каллех турник патне кайса тӑраттӑм. Ирпе мана чупма кӑларса яратчӗç – вӑрман кӗтесӗ таран. Инçе мар ӗнтӗ, анчах вӑрман хӗррине çитсенех (çур çул) эп пӗлеттӗмччӗ: кунтан курӑнмасть. Çавӑнпа çуран утса вӑрман тӑрӑх уçӑлса çӳреттӗм. 

Шкулта кӑна физкультура уро­­­­­кӗсенче намӑсчӗ. Ним те тӑ­ваймастӑмччӗ. 7-мӗш класран вара эпӗ физкультура урокӗсене çӳремесӗр ирттерме те май пуррине ӑнлантӑм. Сывлӑх енчен йывӑрлӑхсем пуррипе сентябрӗн 2-мӗш кунӗнчех кайса занятисенчен хăтаракан хут илеттӗм. Мана физкультура кирлӗ пулмасть тесе шутлаттӑм. Никам та мана урӑхла шухӑшлаттарма пултараймарӗ.

Эп чиперех пурӑнтăм çапла. Хутран-ситрен чупаттăм, зала та кайкаланӑ. Анчах сайра-хутра кăна. Чун туртнипе мар. Хамӑн 28-мӗш çуралнӑ кун тӗлне ман çурӑмпа пилӗк, чӗркуççи хăрушла ыратма пуçларӗç. Сывлама йывӑр, ялан выртас килет, çитменнине ытлашши килограмсем те уççăнах курăнаççӗ. Мана халиччен нимӗн те пӑшӑрхантарман. Юлашки пунктсӑр пуçне. 28 çулта мӑнтӑр пулас килмест. Начар енӗ питӗ нумай: кӗлетке илемсӗр, шăрăх çанталăкра тарлаттарать, утма йывӑр, пӗрмай апат çиес килет тата ытти те.

Ывӑнтарчӗ. Вара пӗлтӗрхи август уйӑхӗнче эпӗ зала кайрӑм. Çавӑн пекех растяжкӑна та çырăнтӑм. Çурӑм ыратнине тӳсме çукчӗ. Пӗрремӗш тренировка. Алла 7 килограмм çурă таякан гантель тытрӑм. Кӑкӑр шӑнӑрӗсем çине витӗм кӳрекен хӑнӑхтару. Ултă хутчен йӑтрӑм та – тӑн çухат­рӑм. Нашатырь шӑршлаттарнипе кӑна тӑна кӗтӗм. 

Ун чухне эпӗ тинех ӑнлантӑм: капла тек юрамасть. Эпӗ çамрӑк, анчах çӗрӗк. Çавӑнтанпа эрнере пилӗк кун, пӗр сиктермесӗр, сыв­лӑха çирӗплетме пуçларӑм.

Паян эпӗ пачах урăх çын: ман кӗлеткемре пӗр пӗрчӗ ытлашши çу çук, вун икӗ хутчен туртӑнатӑп, хӑвӑрт чупатӑп, алӑ-ура çирӗп. Чи чапли вара – нимӗн те ыратмасть. Çурӑм юлашки хут хӑçан сурнине астумастӑп. Ман пурнӑçра халь сывлӑхлӑ йӗрке малти вырӑнта. Сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑлса пӗтнӗпе пӗрех, çутçанталӑка чатӑрсемпе тухса çӳретпӗр, уявсене ӗçмесӗр ирттеретпӗр... Тинех хамӑн пурнӑçпа киленсе, кашни кунпа савӑнса пурӑнатӑп. Ача чухне мӗншӗн çакна ӑнланман-ши?

Спорт е физкультура кашни çыннӑн пурнӑçӗн пайӗ пулса тӑмалла. Вӑл – сывлӑх никӗсӗ. Вӑл пирӗн халӑх çирӗплӗхӗн кӑтартӑвӗ. «Чӑваш Енре пурӑнакансен 85 проценчӗ 2030 çулччен ГТО нормисене парӑнтарма пултарӗ», – тесе палӑртать Чӑваш Ен Пуçлӑхӗ Олег Николаев. Эпӗ те çак йыша кӗресси мана иккӗлентермест. Мухтав Турра, рес­публикӑри спорт тата сывӑ пурнӑç йӗркин пропаганди ӑнӑçлӑ ӗçлет. Мана пырса тиврӗ ав. Эпӗ савӑнатӑп кӑна.

 

Элтияр АЛЕКСАНДРОВ.

Шупашкар. 

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев