Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăвашсен кӗвӗ инструменчӗ мӗн?

Авалхи чăвашсен мӗнле кӗвӗ инструменчӗ пулнă-ши? Шăпах çакна кăтартмашкăн меллӗ самант, юлташсем! Хусанта кӗçех «Нумай нациллӗ Хусан кӗвви» ятпа наци кӗвӗ инструменчӗсен пӗрремӗш фестивалӗ пулать. Унта хутшăнас текенсем заявкăна ноябрӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Фестивале Хусан хулин Ӗçтăвкомӗ, Хусанти халăхсен Туслăх çурчӗ тата ТР халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи ирттерет. Фестивале Республикăри тата...

Авалхи чăвашсен мӗнле кӗвӗ инструменчӗ пулнă-ши? Шăпах çакна кăтартмашкăн меллӗ самант, юлташсем! Хусанта кӗçех «Нумай нациллӗ Хусан кӗвви» ятпа наци кӗвӗ инструменчӗсен пӗрремӗш фестивалӗ пулать. Унта хутшăнас текенсем заявкăна ноябрӗн 1-мӗшӗччен ярса памалла. Фестивале Хусан хулин Ӗçтăвкомӗ, Хусанти халăхсен Туслăх çурчӗ тата ТР халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи ирттерет.

Фестивале Республикăри тата Хусанти наци пӗрлешӗвӗсем, культурăпа наци центрӗсем, обществăлла организацисем, фольклор ушкăнӗсем, культурăпа вӗрентӳ учрежденийӗсен пултарулăх ушкăнӗсем хутшăнма пултараççӗ.

Фестивальте наци тумне тăхăнса наци инструменчӗпе выляса кăтартмалла.

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефонсем: 8 (843) 299-15-93, 8 (843) 299-15-90

( Майя Ингнатьева сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев