Капла Хуралтура чиркӳ пулатех
Иртнӗ канмалли кунсенче Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнче пысăк ыркăмăллăх концерчӗ пулнине хыпарлать район сайчӗ. Унта Районти ача-пăча искусство шкулӗн, «Калейдоскоп» ача-пăча студийӗн çамрăк артисчӗсем, «Çăлкуç» ансамбль, районти паллă юрăçсем тата паллах, вырăнти шкул ачисемпе «Палан» ансамбль хутшăннă. Хаваслă каçăн тӗллевӗ- Хуралти чиркӗве туса пӗтерме пулăшасси. Çак ырă ӗçе хутшăннисене концерт...