Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Вăт сана пултран

Мӗн авалтан яшка пӗçерме усă курнă техӗмлӗ пултранăн ячӗ çакăн пек хăрушă илтӗнессе эпир шутламан та. Анчах та юлашки çулсенче ун çинчен темӗн те калаççӗ: çын сывлăхӗшӗн хăрушă, экологишӗн сиенлӗ тата ытти те. Телее, сăмах кунта яшка пӗçермелли техӗмлӗ пултран çинчен мар, унăн пӗр тӗсӗ - Сосновский пултранӗ çинчен. Ăна...

Мӗн авалтан яшка пӗçерме усă курнă техӗмлӗ пултранăн ячӗ çакăн пек хăрушă илтӗнессе эпир шутламан та. Анчах та юлашки çулсенче ун çинчен темӗн те калаççӗ: çын сывлăхӗшӗн хăрушă, экологишӗн сиенлӗ тата ытти те. Телее, сăмах кунта яшка пӗçермелли техӗмлӗ пултран çинчен мар, унăн пӗр тӗсӗ - Сосновский пултранӗ çинчен. Ăна чăнах та сиенлӗ ӳсен-тăрансен хура списокне кӗртнӗ иккен. Чи малтан выльăх апачӗ пек усă курма лартнăскер, хăвăрт ӗрчесе кайнă та паян çын питех çӳремен вырăнсенче, çул, çырма-çатра хӗррисенче ӳсет. Вăл чăнах та çын сывлăхӗшӗн хăрушă иккен, çулçине çара ӳтпе перӗнсен темӗнччен тӳрленмест тата наркăмăшӗ нерв системин, чӗре мыщцин ӗçне сиенлетет. Çак çумкурăк Раççей варринчи регионсенче анлă сарăлнă, калăпăр, Киров облаçӗнче çулсем хӗрринче вăрман пекех ашкăрса ларать. Пирӗн республикăра та 84 гектар лаптăкра тупнă ăна, 2015 çулта кăна-ха 69,5 гектарта пулнă.

Çакăн пек хăвăртлăхпа сарăлакан сиенлӗ ӳсен-тăрана хирӗç кӗрешес ыйтăва çак кунсенче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем парламент ларăвӗнче пăхса тухнине хыпарлать «Татар-информ» ИА.

Экспертсен шучӗпе, Сосновский пултранӗ ытти регионсенчи пек лаппăшпех сарăличчен унпа халех кӗрешме тытăнмалла, эппин республика шайӗнчех ятарлă программа йышăнмалла, муниципаллă районсене çак тӗлӗшпе укçа-тенкӗ уйăрмалла. Тымартан мар, вăрлăхран ӗрченипе, ăна чечеке ларма памалла мар, çулсах тăмалла. Пӗр-икӗ çул кăна ӳсекенскер вара нимӗнле химикат сапмасăрах пӗтет. Сăмах май, çакăн пек программăна Ленинград облаçӗ йышăннă. Вăл пулăшнипе пултранпа унта тухăçлă кӗрешеççӗ-мӗн. Тутарстан депутачӗсем те акă, ыйту çивӗччине кура çак программăна йышăнас шухăша ырланă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев