Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Хит çыртармалăх композитор çук

Чăваш эстрадинче тарăн кризис. Çакна сцена çине тухакан паллă артистсем хăйсем те çирӗплетеççӗ. Вӗсем вăтанмасăр вырăс е ытти халăх юррисен кӗввисемпе халăх умне тухнине час-часах курма пулать. Юрать-ха сăмахӗсем чăвашла. Ак нумай пулмасть, пӗр юрăç хăй шухăшӗсене пирӗн хаçата пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе, хальхи куракан-итлекене тивӗçтермелӗх хит çыртарма - композитор çук...


Чăваш эстрадинче тарăн кризис. Çакна сцена çине тухакан паллă артистсем хăйсем те çирӗплетеççӗ. Вӗсем вăтанмасăр вырăс е ытти халăх юррисен кӗввисемпе халăх умне тухнине час-часах курма пулать. Юрать-ха сăмахӗсем чăвашла.
Ак нумай пулмасть, пӗр юрăç хăй шухăшӗсене пирӗн хаçата пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе, хальхи куракан-итлекене тивӗçтермелӗх хит çыртарма - композитор çук Шупашкарта. Николай Карлин вилчӗ. Юрий Кудаковăн кӗввисем аслă çултисем валли, Анатолий Никитинăн юлашки паллă хичӗсем - «Урхамахсем тăраç тапăртатса» тата «Тăван яла таврăнсан» - тухнăранпа 20 çул ытла иртрӗ. Ыттисем е ытла хаклă ыйтаççӗ, е пултарулăх кризисӗнче. Çавăнпа урăх халăхсен кӗввисене илме тивет те юрăçсен. Плагиат, автор прави текен ăнлавсем вӗсемшӗн чăнахах та иккӗмӗш вырăнта ахăр. Çапах хальхи вăхăтра РАО-та çывăрмасть...
Эстрадăра хитпа палăрмасан, çынсем сана часах манаççӗ. Ялан мӗн-тӗр çӗнни кирлӗ. Ăна шутласа кăларма вара ай-уй йывăр нота пӗлмен çынна...

(Ютубри «Чувашская песня» каналран илнӗ видео) Çавна кура хальхи вăхăтра эстрада юрăçӗсем пурте тенӗ пекех концертра такмаксем юрлаççӗ. Кӗвви халăхăн, сăмахӗсем - халăхăн. Никама та автор гонорарӗ тӳлемелле мар. Çавăрттараççӗ вара тӗрлӗрен çав такмака. «Атя, кайрăмăр! Яра пар! Хоп-хоп, - тесе ташлаттараççӗ вӗсем клуба пухăннă халăха, - «Московски» сиктерет!».

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев