News by date 27 November 2017
-
Паян Тутарстанра WorldSkills Russia пуçланчӗ
WorldSkills Russia регионти чемпионачӗ ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 8-мӗшӗччен республикăн Хусан, Çырчалли, Чистай, Лениногорскпа Теччӗ хулисенче пурӗ 35 площадкăра пулать. Унта 16-22-ри çамрăксем ӗç профессийӗн ăсталăхне 91 компетенцире, 14-16 çултисем 23 компетенцире кăтартаççӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Тимерхан Алишер паян Хусанти информаци технологийӗсен техникумӗнче ăмăртăва уçнă чухне WorldSkills Russia...
-
Форум. Ӗненӳсӗр пурнăç çук.
(Ирина Трифонова. Автор сăнӳкерчӗкӗ). Кулленхи кун хӗвӗшӗвӗнче çын нумай япалана тимлемесӗр, асăрхамасăр иртсе каять. Ялан ăçта-тăр васканипе, ытларах хамăра мӗн кирлине тивӗçтерме тăрăшнипе сисместпӗр те пурнăç тăвăрланса, пушанса юлать. Чиркӳсем умӗнчен иртсе çӳретпӗр пулин те ялан кӗрсе тухма вăхăт тупаймастпăр. Кӗрсен те çурта лартнă хыççăн васкаса тухса каятпăр. Пиртен сахалăшӗ...
-
Хит çыртармалăх композитор çук
Чăваш эстрадинче тарăн кризис. Çакна сцена çине тухакан паллă артистсем хăйсем те çирӗплетеççӗ. Вӗсем вăтанмасăр вырăс е ытти халăх юррисен кӗввисемпе халăх умне тухнине час-часах курма пулать. Юрать-ха сăмахӗсем чăвашла. Ак нумай пулмасть, пӗр юрăç хăй шухăшӗсене пирӗн хаçата пӗлтерчӗ. Унăн сăмахӗсемпе, хальхи куракан-итлекене тивӗçтермелӗх хит çыртарма - композитор çук...
-
Кӗтӳç çине вăкăр тапăннă
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче каçхине Пӗкӗлме районӗнчи Кивӗ Сумарково ялӗ çывăхӗнче 57-ри арçын виллине тупнă. Çумӗнче ӗне-выльăх йӗрӗсем тата çуркаланнă тумӗсем пулнипе ăна вăкăр сӗксе вӗлернӗ текен верси пур. Çак факта хальхи вăхăтра следовательсем тӗрӗслеççӗ. Инкек пулас умӗн кăна арçын вырăнти фермер хуçалăхӗсенчен пӗрне кӗтӳç пулса ӗçе вырнаçнă иккен. Çав кун ӗне...
-
Эрнекун каçхине е Хусан чăвашӗсем ташлама юратаççӗ
Тутарстанăн тӗп хулинчи «Корстон» кану центрӗнче чăваш дискотеки пулнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, Хусан çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ тепӗр ташă каçӗ пуласси çинчен хыпарлать. Декабрӗн 8-мӗшӗнче эрнекун чăваш çамрăкӗсем «Империал» кану центрӗнче пухăнӗç. Çак кун каччăсемпе хӗрсене савăнтарма Алексей Московский хăй килсе çитӗ Хусана. Тӗлпулăвăн партнерӗсем питӗ нумай пулнипе вăл çав...
-
Канма чӗнекенсем пулсан – кайăр...
ТАКА 21.III - 20.IV Эрне пулăмсемпе пуян пулӗ. Отпуска кайма шухăшланисем килтен аякра пулӗç, вак-тӗвек проблемăсем те айккинче юлӗç. Ӗçлесе илмелли çӗнӗ мелсем шырамалла, пур майсемпе усă курмалла. Хăвăр çине кăна шанăр, тӗрев паракансем пулмӗç, партнерсем улталама пултараççӗ. Харпăр пурнăç кичеммипе тунсăхлатăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем канăç памаççӗ,...
-
Тăван чӗлхемӗр миçе уран уксахлать-ши?
Хальхи ял шкулӗнче вӗренекен нумай чăваш ачи хăй тăван чӗлхепе мӗн вуланине ăнланмасть. Пачах та пурте мар ӗнтӗ, анчах та вулав текстӗнче ăнланман сăмахсене 50 процент таранччен тӗлпулакансем сахалăн мар. Çакăн пек пӗтӗмлетӳ тума мана, шел пулин те, нумай пулмасть Хусанта иртнӗ наукăпа практика конференцийӗ хистерӗ. Унта вӗнерекенсем тăван чӗлхесемпе...