Канма чӗнекенсем пулсан – кайăр...
ТАКА 21.III - 20.IV Эрне пулăмсемпе пуян пулӗ. Отпуска кайма шухăшланисем килтен аякра пулӗç, вак-тӗвек проблемăсем те айккинче юлӗç. Ӗçлесе илмелли çӗнӗ мелсем шырамалла, пур майсемпе усă курмалла. Хăвăр çине кăна шанăр, тӗрев паракансем пулмӗç, партнерсем улталама пултараççӗ. Харпăр пурнăç кичеммипе тунсăхлатăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем канăç памаççӗ,...
ТАКА 21.III - 20.IV
Эрне пулăмсемпе пуян пулӗ. Отпуска кайма шухăшланисем килтен аякра пулӗç, вак-тӗвек проблемăсем те айккинче юлӗç. Ӗçлесе илмелли çӗнӗ мелсем шырамалла, пур майсемпе усă курмалла. Хăвăр çине кăна шанăр, тӗрев паракансем пулмӗç, партнерсем улталама пултараççӗ. Харпăр пурнăç кичеммипе тунсăхлатăр.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсем канăç памаççӗ, вӗçрен вӗçе мӗнле çитерес тесе шутлатăр. Пур пек укçана пайласа хăш-тăр пайне малашнехи тупăш валли инвестицилеме тăрăшăр. Ӗçре те проблемăсем пур, пуçлăхпа ан тавлашăр. Юратнă çынпа хутшăнусенче эсир çухалса кайнă: те уйрăлмалла, те пӗрле юлмалла. Тӗлпулу татса парӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Сӳрӗк кăмăл нумая пымӗ, çăмăл характерлăскерсен вăл часах иртӗ. Спортпа активлă туслашас шухăш çуралать, ытлашши килограммсенчен хăтăлма лайăх вăхăт. Пӗчченнисем хăйсен çумӗнче тин çеç паллашнă çынна хăварассишӗн кӗрешӗç, пуçаруллăрах пулăр.
Рак 22.VI - 22.VII
Лăпкă тапхăр пуçланать. Пӗр енчен, ытлашши эмоцисенчен хăтăлатăр, тепӗр енчен, пурнăç кичемленсе пыни те тивӗçтермӗ, килпе ӗçсӗр пуçне пушă вăхăта тултармалли мел пулмӗ. Юлташсен шутне ӳстересси пирки шутлăр. Канма чӗнекенсем пулсан - кайăр. Эрне шутланинчен те лайăхрах вӗçленме пултарать.
АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнери пулăмсем тӗлӗнмелле майпа савăнтарӗç, вӗсем нумайлăха асра юлӗç. Куçман пурлăхпа çыхăннă ыйту тинех пурнăçланать. Кӗтмен тупăш илетӗр. Çемье пурнăçӗнче те, юратура та ырри самай пулӗ. Пӗчченнисен паллашнă çынпа асăрхануллăрах пулмалла.
ХӖР 24.VIII - 23. IX
Хăвăр çине ытлашши яваплăх илсе ывăнатăр, пăшăрханатăр. Çынна çук теме сире йывăр, уйрăмах тăвансене. Вăйăра кура пулăшăр, укçа-тенкӗпе пит ан сапаланăр. Ӗçри лару-тăру çивӗч мар, çавăнпа енчӗкӗре хупă тытăр. Харпăр пурнăç вара савăнăç кӳрӗ. Хăшӗсем мăшăрланасси пирки шутлӗç.
ТАРАСА 24.IX - 23.X
Яланхинчен ытларах иккӗленетӗр, ку пуçарусемпе плансене тытса тăрӗ. Нумайăшӗ çӗнӗ ӗçе тухмасăр вăхăта тăсӗ, килӗшӗр, сӗнӳ ăнăçлă пулӗ. Çутçанталăк парнеленӗ илӗртӳлӗх ӳсет. Кӗтмен çӗртен интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр. Мăшăрлисене те ку усса кайӗ, çемьене ытларах хаклама пуçланипе.
СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Ку эрнере активлă ӗçсене хатӗр мар, ытларах сăнатăр. Кӗркуннерен хӗле куçасси витӗм кӳрет. Вӗçлемен ӗçсем хумхантараççӗ, çавăнпа малашнехи стратегие палăртмалла. Ытлă-çитлӗ пурнăç шайне упраса хăварас тесен мӗн-тӗр улăштарма тивӗ. Кăмăла юратнă çын çӗклеме пултарӗччӗ те, анчах унпа кӗске вăхăта уйрăлма тивӗ.
УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Яланхи пек активлă пулмастăр, сăлтавӗ - вăраха кайнă чирсем вăраннинче. Ӗçри нагрузкăна чакарăр, канма кайсан та аван пулӗ. Пуçлăхсем хирӗç пулмӗç. Килти ӗçсемпе аппаланни те лăпкăлăх кӳрӗ. Тӗлпулусене, ӗçлӗ калаçусене урăх вăхăта куçарăр.
ТК КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Тулли кăмăлпа хӗллене кӗтетӗр. Пуçра канăва епле ирттересси пирки плансем çуралаççӗ. Позитивлă пулнине кура, вырăнтан тапранман проекта кӗтмен çӗртен вӗçлесе хупатăр. Çакна курса пуçлăхсем должноçпа ӳстерме пултараççӗ. Харпăр хутшăнусенче чăтăмлă пулнине тусăр тинех хакласа йышăнӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Ку эрнере хăвăра ытлашши критиклетӗр. Ялан шутланă пек пулса пымасть, çавăнпа çăмăл ăнăçăва шанасси çук. Малашлăхшăн перспективлă майсем уçăлаççӗ, эсир тӗрӗс çул çинче. Партнерсем шырăр, эрне ăнăçу кӳме пултарать. Укçа çитменни кăна тарăхтарать. Юратнă çын сире савăнтарсах тăрӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Ку эрнере ӗçсем е ăнаççӗ е ăнмаççӗ, кунта хăвăрăн айăп та пур. Йывăр пулсан та наянланса ан тăрăр, лару-тăрăва хăвăршăн усăллă енне çавăрма тăрăшăр. Ӗçлӗ сӗнӳпе тӳрех ан килӗшӗр, вăл малтанласа çеç тупăшлă пулас пек туйăнӗ. Сирӗн вăрттăн савни тупăнӗ, ăна çынсенчен пытарăр, ăмсанакансем куç ӳкерме пултарӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев