Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Пĕкĕлме (Бугульминский)

Кӗтӳç çине вăкăр тапăннă

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче каçхине Пӗкӗлме районӗнчи Кивӗ Сумарково ялӗ çывăхӗнче 57-ри арçын виллине тупнă. Çумӗнче ӗне-выльăх йӗрӗсем тата çуркаланнă тумӗсем пулнипе ăна вăкăр сӗксе вӗлернӗ текен верси пур. Çак факта хальхи вăхăтра следовательсем тӗрӗслеççӗ. Инкек пулас умӗн кăна арçын вырăнти фермер хуçалăхӗсенчен пӗрне кӗтӳç пулса ӗçе вырнаçнă иккен. Çав кун ӗне...

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче каçхине Пӗкӗлме районӗнчи Кивӗ Сумарково ялӗ çывăхӗнче 57-ри арçын виллине тупнă. Çумӗнче ӗне-выльăх йӗрӗсем тата çуркаланнă тумӗсем пулнипе ăна вăкăр сӗксе вӗлернӗ текен верси пур. Çак факта хальхи вăхăтра следовательсем тӗрӗслеççӗ.

Инкек пулас умӗн кăна арçын вырăнти фермер хуçалăхӗсенчен пӗрне кӗтӳç пулса ӗçе вырнаçнă иккен. Çав кун ӗне кӗтӗвне (унта виçӗ вăкăр та пулнă) кӗтме хире кайнă. Анчах палăртнă вăхăта кӗтӳ таврăнманнине кура хуçалăх ертӳçи шырама кайнă та хир варринче кӗтӳç виллине тупнă...

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев