Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Чăваш халăх поэчӗн Шелепин шереписем

Кашни халăхăнах хăйӗн чаплă çыннисем, наукăпа культурăра, литературăпа ӳнер ăсталăхӗнче çутă йӗр хăварнă ăсчахӗсемпе çыравçисем, композиторӗсемпе художникӗсем пур. Раççейри пӗрремӗш революци (1905-1907) вăхăтӗнче социаллă та нациллӗ пусмăра хирӗç тăнă халăх кăштах ирӗклӗхпе çăмăллăх илет, культурăна аталантарма та хăшпӗр таран лайăхрах майсем пулса тăраççӗ. Н.В.Никольский чăваш профессорӗ пуçарнипе чăваш халăхӗн пӗрремӗш...

Кашни халăхăнах хăйӗн чаплă çыннисем, наукăпа культурăра, литературăпа ӳнер ăсталăхӗнче çутă йӗр хăварнă ăсчахӗсемпе çыравçисем, композиторӗсемпе художникӗсем пур.

Раççейри пӗрремӗш революци (1905-1907) вăхăтӗнче социаллă

та нациллӗ пусмăра хирӗç тăнă халăх кăштах ирӗклӗхпе çăмăллăх илет, культурăна аталантарма та хăшпӗр таран лайăхрах майсем пулса тăраççӗ. Н.В.Никольский чăваш профессорӗ пуçарнипе чăваш халăхӗн пӗрремӗш хаçачӗ «Хыпар» Хусанта тухма тытăнать. Революци тапхăрӗнче обществăпа культура çыннисен йышлă ушкăнӗ ырă ӗçе пуçăнать. Çав ушкăнра эпир чăваш литературине чапа кăларнă К.В.Иванов, Ф.П.Павлов, Т.С.Семенов (Тайăр Тимкки), М.Ф.Акимов, Н.В. Шупуççынни, И.Е.Тăхти, Г.Т.Тимофеев тата ытти çыравçăсен ячӗсене куратпăр. Вӗсенпе юнашар пӗр ретре Н.И.Полоруссов-Шелепи ячӗ те тăрать.

Хальхи Тутарстанри, Аксу районӗнчи Çӗнӗ Эсел ялӗнче 1881 çулхи çу уйăхӗн 14-мӗшӗнче çуралнăскер, поэт хăйӗн мăн несӗлӗсем çинчен 1925 çулта çапла каланă: «Ялак мăн асаттепе Шелепи мăн асанне сăмахӗсемпе эпӗ «Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калаçни» хамăн пӗчӗк кӗнекене çыртăм. Ăна Ялак ывăлӗсем Шур Хумукпа Макçăм, ман атте ашшӗпе ун пиччӗшӗ, калаçнинчен çырнă…». Ку аса илӗрен Николай Ивановичăн аслашшӗ те нумай ачаллă чăваш çемйинче çуралса ӳсни палăрать.

«Çӗн Эселӗн варринче

Кукăр-макăр кукрăлса,

Юхать Сӗнче ыткăнса,

Çырансене чăп тулса.»

Ак, мӗнле кӗвӗлесе-сăвăласа çырать Аслă Сӗнче юхан шывӗ çинчен

ентешӗмӗр хăйӗн «Кӗпер хывни» сăввинче. Тăрна куçӗ пек тăп-тăрă Сӗнчере шыва кӗрсе, улăхри çерем çинче выляса, çуллахи хӗвелӗн хӗрӳ хӗмӗпе вăй-хал пухса çитӗннӗ пулас поэт. Поэт ашшӗ вăтам хресчен йышӗнче шутланнă. Вăл, тӗрлӗ халăх çыннисем хушшинче пулса курнăскер, мусульман тӗнне йышăнас мар тесе (Çӗнӗ Эселӗнче тутарсемпе пӗрле пурăннă) православи (вырăс) тӗнне йышăнать, Кивӗ Мăкшелӗнчи чиркӳре староста вырăнӗнче те ӗçлесе пăхать. Чăвашсен авалхи йăлине - эрнекун канмаллине (уявлассине пăрахăçласа) вырсарникун (тӗрӗсрех вырăс эрникун) канма (уявлама) тытăннă, çавăнпа ăна «Çурма вырăс» теме пуçланă. Çакăнтан вӗсен Полоруссов хушамат (хушма ят) тухса кайнă пулать. Çак пулăм çинчен Николай Ивановичăн мăнукӗ Георгий Александрович Полоруссов та тӗлпулура аса илчӗ. Вăл Хусанри коопераци техникумӗнче товаровед профессине вӗреннӗ, хула евӗрлӗ Аксу поселокӗнчи ОРС катурӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ.

Паянхи кун ыйтса пӗлнӗ тăрăх Николай Иванович Полоруссов-Шелепипе пӗр тăванӗсем: асли-Наталья (Натали) Ивановна (1878-

1944) кӳршӗ Меречен ялне Маловсен эртелӗнчи Иванюка качча тухнă, поэт вӗсем патне час-час пырса çӳренӗ, ял халăхне пусмăрлă пурнăç çӗннипе (пусмăрсăррипе) улăшăнасси çинчен каласа ăнлантарнă; йăмăкӗ- Евдокия Ивановна (1892-1971) Сергеевка паçулкинчи (Кивӗ Тимушкелӗнчи) маттур Ируськин Иванне качча тухнă; шăллӗ- Иван Иванович (1897-1943) иртнӗ вăрçăра Псков тăрăхӗнче хаяр çапăçура аманса вилнӗ. Вăл Ирина мăшăрӗпе виçӗ ача çуратса ӳстернӗ: асли -1925 çулхи Михаил Иванович, иккӗмӗш - 1928 çулхи Зинаида Ивановна, кӗçӗнни - 1934 çулхи Феодосия Ивановна. Шелепи шăллӗн хӗрӗсем тӗрлӗ хулара пурăннă.

Зинаида Ивановна - Зина аппа - кӗçӗн хӗрӗн Маринăн кил-йышӗнче хула евӗрлӗ Аксура пурăнать. Хисеплӗ ентешӗмрен аслă пиччӗшӗ Шелепи çинчен ыйтса пӗлетӗп. Хура-шурăна нумай курса тӳснӗскер ашшӗ çинчен сăмах пуçласанах, унăн, 89 çулхи чăваш хӗрарăмӗн куççулӗ пит çăмарти тăрăх йăрăлтатса анать. Пӗр тӗлпулура вăл ашшӗ вăрçăран çырса янă юлашки çырăвне вуллаттарса хурлантарчӗ.

Çирӗм пӗр тултарсан Николай Иванович Полоруссов авланнă, Кивӗ Мăкшел хӗрӗпе Меланьепе туслашса пӗрлешнӗ. Инçетри Çӗпӗре тухса кайиччен вӗсен 1903 çулта Энтри тата 1907 çулта Элексантр ывăлӗсем çуралнă. Хусанти «Хыпар» хаçатăн 12-мӗш номӗрӗнче Шелепин «Çӗлен» сăвви пичетленсе тухнă (унăн тӗп шухăшне цензура тӳрех тавçăрса илесрен, хаçат редакцийӗ ăна «Тав» ятпа çапса кăларнă). Паллах ӗнтӗ, патша йӗркине чун-чӗререн тарăхса ылханакан сăмах ăстине ун чухнехи тӳресем канлӗх пама пултарайман. Пачах урăхла, ăна тӗрлӗ майсемпе хӗсӗрлеме, ирӗн-каçăн йӗрлеме, сыхлама тытăннă. Çавăнпа ӗнтӗ, сӗмсӗр жандармсен аллине лекес мар тесе, унăн 1907 çулта ирӗксӗрех инçетри Çӗпӗре тухса каймаллах пулнă. Малтанхи вăхăтра вăл Красноярскпа Ачинск хушшинчи чугун çул çинче, Красноярскран 90 çухрăмри Кемчуг ятлă станцинче ӗçленӗ, тепӗр çулхине Красноярск облаçӗнче ылтăн кăларакан çӗрте вăй хунă. Николай Иванович Çӗпӗре хăйӗн кил-йышӗпе пӗрле йăмăкне те илсе кайнă. Те çамрăк ачисене пăхмашкăн, те ытла та хытă хӗсӗрленипе, кун çинчен уççăн каласа паракан çук. Çарăмсан юрăçин (чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай Шелепие çапла чысланă) хӗрӗ Ирина (Урине) Николаевна автобиографийӗнче хăй ăçта çуралнине ак çапла палăртса çырнă: «Эпӗ, Полоруссова Ирина Николаевна, 1909 çулта Кемерово облаçӗнчи Ленино-Кузнецки районне кӗрекен Кедровка ялӗнче çуралнă». Чăнахах та, поэта ялан пӗр вырăнта ӗçлеме тата тăнăç пурнăçпа пурăнма тӳресем май паман пулмалла. Аслă Çӗпӗр çӗрӗнчех Шелеписен Урине хыççăн 1912 çулта тепӗр хӗр ача çуралать, ăна Лукса (Александра) тесе чӗннӗ, анчах та ун кун-çулӗ калама çук ăраскалсăр килсе тухнă. Ку киревсӗр пулăм пысăк хулара пулса иртнӗ, çывăх тăванӗсем аса илӗвӗнчен: «Шелепи хăйӗнпе пӗрле хӗрачисене Уруккипе Луксине лав çине лартса кайнă, хӗрӗсене лав çинчех хăварса, хăйне кӗтсе тăма хушса, аслине хытарса, кантур çуртне кӗнӗ. Шăрăх çанталăкра хайхисен чăтма çук ӗçессисем килеççӗ, кӗçӗнни шăрăха чăтаймасăр йӗрмӗшсе макăрма пуçлать. Лукса аппăшӗ, Урукка шкулта вӗренме çулӗ çитнӗскер, ăна лăплантарса тата лав çинчех ларма хушса ашшӗне чӗнсе тухма пысăк çурта кӗрсе каять. Вăл вăрах вăхăт ирттернӗ пулмалла, ашшӗ хăш пӳлӗмне кӗнине пӗлменнипе кантурăн кашни алăкне уçса шыранă ашшӗне. Вӗсем урама тухнă çӗре лав çинче ларса юлнă хӗр-ача вырăнта пулман. Темӗн чухлӗ шырасан та хӗрачана ниçта та тупайман. Çӗр çăтнă тейӗн. Çапла ӗмӗрлӗхех куç умӗнчен çухалнă Николай Ивановичăн кӗçӗн хӗрӗ».

«Хыпар» хаçата 1907 çулхи çуркунне хупсан, чăвашла сăвăсем пичетлеме май пулман пирки Н.И.Шелепи çав вăхăтра тутарла та çырма тытăннă. Вăл тӗрлӗ майсем тупса тутарсен Хусанти «Мухбир», Эренпурти «Вакыт» хаçачӗсенче пӗрер сăвă пичетлеттерейнӗ. Хумма Çеменӗ 1925 çулта çырнă тăрăх, сăвăç «çул çинче полицисем епле çынсене хӗсӗрленисене, хӗненисене курать, çавсем çинчен шухăша кайса çырнăскерсем». Ку сăввисене паянхи кун чăвашла куçарнине эпӗ хам вулайман-ха.

Çӗпӗрте пурăннă вăхăтра Шелепи тăван ялӗпе çыхăну тытма чарăнман, çырусем çырмасăрах тăман пулас. Ирина Николаевна, Шелепин Çӗпӗрте çуралнă хӗрӗ, автобиографийӗнче çырнă: «1914 çулта атте-аннепе Тутар Республикине, Аксу районӗнчи Çӗнӗ Эселне килтӗм. 1922 çулта Шупашкарти Коммуна шкулӗнче вӗренме тытăнтăм…». Ашшӗ ӗçленӗ ялти шкула пуçласа вӗренме кайнă пулмалла.

Поэтăн аслă ывăлӗ Андрей Николаевич Полоруссов 1925 çулта Укахви ятлă хӗре качча илсе пӗрлешет, вӗсен çулталăкран хӗрача çуралать. Нина Андреевна ашшӗпе амăшӗн пӗртен пӗр ачи. Беловкăра (Çӗнӗ Эселӗнчен куçса ларнă) пурăнатччӗ, ăш-чик чирӗпе аптраканскере Маруçа ятлă хӗрӗ пăхса пурăнчӗ.

Çемьере вӗсен пилӗк ача ӳснӗ: 1) 1952 çулхи Ирина, Ирина Петровна халӗ КАМАЗсем туса кăларакансен хулинче Çырчаллинче пурăнать, унăн Наташăпа Катюша хӗрӗсем çитӗннӗ, Наталья Петровна икӗ ывăл Павликпа Максима ӳстерет, Катюша та икӗ ача çуратнă: Сергей салтакран таврăннă, институтра вӗренет, Оля иккӗмӗш класа вӗренме çӳрет; 2) 1954 çулхи Николай, Николай Степановичăн Катюша ятлă хӗр çуралнă, Екатерина Николаевна хăй ывăлпа хӗр ӳстерет, ывăлӗ Сергей ятлă, хӗрачине Оля тесе чӗнеççӗ; 3) 1957 çулхи Василий, унăн çемйинче Димăпа Инна çуралнă, Инна Васильевнăн хăйӗн те икӗ ывăл çуралнă, асли - Стасик, кӗçӗнни - Кирил ятлă; 4) 1961 çулхи Мария, Мария Степановна ывăлпа хӗр çуратса ӳстернӗ, ывăлӗ Игорь ятлă Самар облаçӗнчи Отраднăй хулинче пурăнать, унăн çемйинче икӗ хӗрача çитӗннӗ, асли - Эмиля (Милана), вăл икӗ ывăл Игорьпе Матвей ӳстерет; иккӗмӗш Наташа ятлăскер, мăшăрланнă: вăл та икӗ ывăл ӳстерет: Руслан тăватă çулта, Роберт кăкăр ачи;

5) 1964 çулхи Саша, унăн Адель ятлă ывăлӗ 25-ре çӗре кӗнӗ, Александр Степанович хăй те вилнӗ.

Андрей Николаевич Полоруссов хăйӗн ӗмӗрне тăван ялӗнче пурăнса ирттернӗ, фронтра пулнă, Тăван çӗршыва хӳтӗленӗ, колхозра ырми-канми ӗçленӗ, 74 тултарсан чӗри тапма чарăннă, ăна ялти масара пытарнă.

Александр Николаевич Полоруссовăн арăмӗ Февроня ятлă пулнă.

Вăл 1950 çулта кӗтмен çӗртен чирлет, сывалаймасть, вилсе каять. Унран чи кӗçӗн ачи Василий иккӗре юлать. Вӗсен çемйинче тăхăр пӗртăван, виçӗ хӗрпе ултă ывăл çуралнă.

Чи асли - Аркадий 1929 çулта çут тӗнчене килнӗ. Вăл Тăван çӗршывра Аслă вăрçă пуçланиччен Шупашкарта аслашшӗ (Н.И. Полоруссов) патӗнче пурăннă, вăрçă тытăнсан ялне таврăннă. Аркадий Александрович мăшăрӗпе Мария Васильевнăпа виçӗ хӗр çуратса çитӗнтернӗ. Елена 1956 çулта, Нина 1958 çулта, Валентина 1960 çулта çуралнă. Поэтăн иккӗмӗш мăнукӗ суту-илӳре, Аксу районри тӗп базинче ертӳçӗре ӗçлерӗ. 1997 çулта 68 тултараймасăрах чирлесе вилнӗ.

Иккӗмӗш- ачи Ира ятлăскер 1931 çулта çуралнă, вăл Уланов Микулайне качча тухнă, вӗсем ывăлпа икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Ывăлӗ Никанор 1948 çулта, Раиса -1950 çулта, Вера - 1956 çулта çуралнă. Никанор Николаевич Аксу районӗнче Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнать, вăл мăшăрӗпе виçӗ ача ӳстернӗ: Надя 1967 çулхи, Дима 1971 çулхи, Алеша 1973 çулхи. Раиса Николаевна Çӗнӗ Аксăва Явгаев Петра качча тухнă, вӗсен те виçӗ ача çемьере: Вера 1971 çулхи, Алеша 1973 çулхи, Андрей 1977 çулхи. Рая халӗ Самар облаçӗнче, Больше-Глушицки районӗнчи Александровка ялӗнче пурăнать. Ирина Александровна тăван ялӗнчех пурăннă, 78 тултарсан çӗрӗ кӗнӗ, Беловка масарне пытарнă.

Виççӗмӗш - ачи Петр 1932 çулхи, Пермь хулинче пурăннă. Мăшăрӗпе Аннăпа пилӗк хӗр çуратса ӳстернӗ: Валентина, Вера, Таня, Зина, Наташа.

Тăваттăмӗш - ачи Николай 1935 çулта çуралнăскер, Агрызра пӗр вырăнта 30 çул ытла ертӳçӗре ӗçленӗ, юлашки çулсенче Сочи хулинче пурăннă, 2010 çулта çут тӗнчерен уйрăлнă, ăна унтах пытарнă.

Пиллӗкмӗш - ачи Саша 1936 е 1937 çулта çуралнă, анчах та нӳхрепри сивӗ сӗт ӗçтернӗ хыççăн сывалайми чирленӗ, ача çулӗнчех вилнӗ.

Улттăмӗш - ачи Георгий 1938 çулта çуралнă, унăн ятне калаçу пуçламӗшӗнче асăннăччӗ. Вăл мăшăрӗпе Нина Алексеевнăпа икӗ хӗр ӳстернӗ: Людмила 1963 çулта, Галина 1965 çулта çуралнă. Вӗсен хăйсен çемйисем пур. Людмила Георгиевна, акăлчан чӗлхине вӗрентекенскер, Аксури виççӗмӗш номӗрлӗ шкулта ӗçлет, хăйӗн мăшăрӗпе ывăлпа хӗр ӳстерет: асли - Артем 1986 çулхи, кӗçӗнни - Лена 1989 çулхи. Галина Георгиевна хӗр çуратса ӳстернӗ, Регина тесе чӗнеççӗ.

Çиччӗмӗш - ачи Люба 1941 çулта çурла уйăхӗн 16-мӗшӗнче çуралнă. Любовь Александровна хăйӗн упăшкипе виçӗ ача çитӗнтернӗ: Володя, Нина, Лида. Пурте çемьеленнӗ, ачаллă-пăчаллă. Нинăн Алина ятлă хӗр çитӗннӗ. Лидия та икӗ ывăл çуратнă: Саша Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ университетра вӗренсе аслă пӗлӳ илнӗ, Сергей вăтам шкултан вӗренсе тухнă. Поэтăн саккăрмӗш мăнукӗ Любовь Александровна Нăрлат районне кӗрекен Пухтелне качча тухнă, пӗччен юлнипе хӗл каçма Нăрлатри хӗрӗ патне каять, халӗ унтах пурăнать.

Саккăрмӗш - ачи Рая 1945 çулта çуралнă, Аксу каччине Петр Павлович Петрова качча тухнă. Вӗсен çемйинче икӗ ача çуралнă: асли - Алексей 1966 çулта çуралнăскер, вуннă тултарсан кӗтмен çӗртен пӗвере путса вилнӗ. Татьяна 1968 çулхи, Аксури поликлиникăра физиотерапи уйрăмӗнче чирлисене сиплет. Вăл мăшăрӗпе Николай Федоровичпа хӗрпе ывăл çуратнă: Анна 1994 çулта, Роман 1999 çулта çуралнă, шкулта вӗренеççӗ. Хула евӗр Аксу поселкинче пурăнаççӗ.

Тăххăрмӗш - ачи Василий 1948 çулта Беловкăра çуралнă. Çар çынни пулнă, Ленинградра службăра тăнă. Василий Александровичăн та çемьере икӗ ача ӳснӗ: Людăпа Юркка.

Александр Николаевич Полоруссов Беловкăри пуçламăш шкул заведующийӗ пулнă, хăй ӗмӗрне шкулта ачасене вӗрентсе ирттернӗ,

Энтри пиччӗшӗ пекех вăрçăра çапăçнă. Поэтăн иккӗмӗш ывăлӗ те Беловка масарӗнче канăç тупнă.

Ирина (Урука) Николаевна Полоруссова Пăва уесӗнчи Таккавар

ялӗнче çуралса ӳснӗ Алексей Васильевич Кузьмина качча тухнă. Вӗсен аслă хӗрӗ Тамара Алексеевна калаçăвӗнчен:«аттепе анне Хусанта вӗреннӗ чухне курăшса палашнă пулмалла, атте учительсем хатӗрлекен аслă шкулта, анне педагогика техникумӗнче вӗреннӗ».

Шелепи хӗрӗ хăйӗн автобиографийӗнче çапла кăтартса çырать: «1932 çулта Хусанти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухсан мана Аксу районне ӗçлеме ячӗç, унта 1938 çулхи октябрь уйăхӗчен ӗçлерӗм. 1938 çулта мăшăрпа пӗрле Тельман районне кӗрекен Кивӗ Мăкшелӗнчи çичӗ çуллă шкулта ӗçлеме пуçларăм». Ирина Николаевна автобиографийӗнчеАксу районӗнче хăш ялти шкулта вӗрентнине мӗншӗн-тӗр палăртман. Апла пулин те хăш ялта ӗçленине пӗлме пултартăм. Çӗнӗ Аксура çуралса ӳснӗ ватă журналист тата ăста тăлмач Кузьма Николаевич Николаев (Пикмеев) аса илӗвӗнчен: «Чистайри педтехникумри чăваш уйрăмне вӗренсе пӗтерсен мана Аксу районнӗнчи Кивӗ Ильтрекел шкулне пуçламӗш класри ачасене вӗрентме ячӗç. Шкулта Алексей Васильевич Кузьмин директор пулса ӗçлетчӗ. Эпӗ Ирина Николаевнăпа, Шелепи хӗрӗпе пӗрле ӗçлерӗм, килӗштерсе, пӗрне-пӗри пулăшса тăраттăмăр. Икӗ вӗренӳ çӳлӗ иртсен мана район хаçат редакцине ӗçлеме куçарчӗç».

Ирина Николаевнăпа Алексей Васильевичăн 1934çулта январь уйăхӗн пуçламӗшӗнче ывăл ача çуралать, ăна Толя ятлă хураççӗ. Вăл ӳссе çитӗнсен çар çынни пулать. Унăн çемйинче Сергей ятлă ывăл тата Лариса ятлă хӗр çуралса ӳснӗ. Лариса Анатольевна учительница. Мăшăрӗпе ывăл çитӗнтерет, Елец хулинче пурăнаççӗ. 1936 çул пуçламӗшӗнче вӗрентекенсен çемйинче иккӗмӗш ачи çуралать. Маттур та чипер хӗрачана Тамара тесе чӗнеççӗ. Тамара Алексеевна мăшăрӗпе Василийпе икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Асли - Татьяна, вăл Алексей ятлă ывăл ӳстерет. Иккӗмӗш - Ирина, унăн та Ярослав ятлă ывăл ӳсет.

Вăхăт малалла шăвать, Кивӗ Мăкшелӗнче ӗçлеме тытăннă çулхине кӗркунне Тамарăн йăмăкӗ çуралать. Ашшӗпе амăшӗ Клара Цеткина революционеркăна чысласа хӗрачине Клара ятлă хураççӗ. Аслă вăрçă пуçланиччен шăп та лăп пӗр çулталăк малтан Ирина Николаевна тепӗр хӗрача çуратать. Ун ятне те упăшки Алексей Васильевич хистенипе Роза Люксембургăн ятне параççӗ. Роза Алексеевнăн Андрей ятлă ывăл çитӗннӗ. Андрей Михайлович Шелепин ытти мăнмăнукӗсем пекех Аксупа Эсел тăрăхне килсе курать. Вӗсем Атăл хӗрринчи Самара хулинче тӗпленсе пурнаççӗ.

Ирина Николаевна Полоруссова мăшăрне вăрçа ăсатсан, малтан

1941 çулта сентябрьтен тытăнса 1943 çулхи вӗренӳ çулӗ вӗçлениччен Кивӗ Эсел шкулӗнче вӗрентнӗ. Тӗрлӗ сăлтавсене пула вăл Кивӗ

Эсел шкулӗнчен Чăваш Республикинчи Йӗпреç районӗнчи Чăваш Тимеш шкулне вӗрентме каять. Унта тата виçӗ çул ӗçлет, ялтан чирлӗ ашшӗ патне Шупашкара кашни эрнере çӳрет. Тепӗр чух ачисене ашшӗ килӗнче хăварать. Поэта вăл вăхăтра Анюта ятлă хӗрарăм, чиркӳре ӗçлекенскер, пăхса тăнă, ытларах Анютăн племяници Николай Ивановичпа пӗрле пулнă. 1947 çулта Шелепи хӗрӗ Чăваш Тимешӗнчен Аксу районӗнчи Сергеевка шкулне вӗрентме çемйипех куçса килет, вара унта 1959 çулхи вӗренӳ çулӗ пуçланичченех ӗçлет.

Ирина Николаевна Полоруссова çут тӗнчерен 1983 çулта уйрăлса кайнă, Самар масарне пытарнă.

Ирина Николаевнăн хӗрӗпе Тамара Алексеевнăпа 2011 çулта çу уйăхӗн 2-мӗшӗнче Лениногорск хулинче тӗл пулса нумай-нумай пӗлменни çинчен ыйтса калаçрăм. Чăвашла пит илемлӗ калаçать. Кукашшӗн пичетленсе тухнă кӗнекисене пурне те хăйӗн килӗнчи библиотеки валли шыраса тупас тесе ӗмӗтленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев