100 çул каялла: Чăваш пӗтессине кăтартакан хăрушă паллăсем
1. Хастар ашшӗ-амăшӗ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни. Эпӗ чăваша хам пурăнăçра нумай енчен сăнаса пăхнă, чăваш çинчен шухăшласа нумай хурланнă. Мана нумай чăваш çынни аса килет. Акă чăваш пурăнать: ӗçчен, ăслă, тырă та вырса илет, укçа та тыткалать, кил-çурчӗ те хăйӗн сала пек; ӗçкӗ тăвать - пӗтӗм ял унăн патӗнче...
1. Хастар ашшӗ-амăшӗ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни. Эпӗ чăваша хам пурăнăçра нумай енчен сăнаса пăхнă, чăваш çинчен шухăшласа нумай хурланнă. Мана нумай чăваш çынни аса килет. Акă чăваш пурăнать: ӗçчен, ăслă, тырă та вырса илет, укçа та тыткалать, кил-çурчӗ те хăйӗн сала пек; ӗçкӗ тăвать - пӗтӗм ял унăн патӗнче кӗрлет; халăх пуххине тухать - ăслă сăмах калать, унăн сăмахӗнчен халăх тухмасть; пур халăх чыслать çак чăваша. Анчах çак чăвашăнах ывăлӗ ниме те пымасть: çамрăклах ӗçме вӗреннӗ, купăс каласа ялти çынсемпе вăрçса, çапăçса, улахран улаха, пасартан пасара, ӗçкӗрен ӗçке çапкаланса çӳрет. Хӗнеççӗ те ăна, суда та сӗтӗреççӗ. Çапах чарăнни çук. Ашшӗ те хӗнесе пăхнă ăна. Чарăнмасть, ăса кӗмест. Ашшӗне хирӗç тăрать, ăна хăй хӗнет. Авлантараççӗ айвана. Анчах килте ӗçлени çук. Ашшӗ хуйхăпах вилсе каять. Хайхи ывăлӗн аллине ашшӗн пӗтӗм пурлăхӗ кӗрет. Пăхатăн - вунă çул та иртмест, ашшӗн пурлăхне шывпа юхтарнă пек юхтарса ярать. Вара çиме те çитми пулать. Ят çӗрне ик-виç çул малтан тара парса пӗтерет тата ултавпа ик-виç çынна харăсах парать хăй çӗрне. Укçине эрех ӗçсех пӗтерет. Килте ачисем выçă лараççӗ: эрни-эрнипе çӗр улми анчах çиеççӗ, ыраш çăкри татăкне кураймаççӗ. Çапла выçăллă-тутăллă пурăнса çав çын ачисем вăйлă пулаймаççӗ, ӗçлеме пултараймаççӗ, хăшӗ-хăшӗ выçăпах чирлесе вилет. Çакăн пек çын чăвашра нумай. Шухăшлатăн. «Çапла пурăнса пирӗн чăваш ăçтан малалла кайӗ? Унăн пӗтесси анчах юлать пулӗ», - тетӗн.
2. Эрех-сăра ӗçме, чӗлӗм туртма юратни. Чăваш авалтанпах сăра ӗçме юратать. Килте тунă сăра, лайăх салатран, лайăх вӗретсе тунă сăра, хăмла ытлашши ямасан, спирт е урăх хаяр япала хутăштармасан усал япала мар. Анчах пирӗн чăваш сăрана ӳсӗр пулас тесех ӗçет, хăйӗн хăнисене те епле те пулин ӳсӗр тăвас тесе пусахлать. Вара ӗçеççӗ çав сăрана кунӗ-кунӗпех, ниçта шăнăçаймасть хайхи сăра. Ирсӗрленсе пӗтеççӗ чăвашсем: пӗтӗм ăш-чик тапранса каять, вар пăсăлса каять, пуç та ыратать, чӗре вăйсăрланать, пурăнăç кӗскелет. Сăрана спирт, кикен е тапак ярсан пит усал япала пулса тăрать. Хăмла нумай ярсан та сăра сывлăха сиен тăвать, кӗлеткене хавшаклантарать. Чăвашсем пурăннăçемӗн сăрана юратарах параççӗ, ачисене те ӗçме вӗрентеççӗ. Çапах та сăра анчах ӗçес пулсан татах пырӗччӗ. Спиртпа эрехре пуçа аташтаракан, ăш-чике çунтаракан япала пит нумай. Çавăнпа ӗçекен хăй ăсне те пăсать, пурăнăçне те çунтарса ярать, ачи-пăчи те чирлӗ çуралать, кӗске ӗмӗрлӗ, тăнсăр пулать. Çавăн пек çыннăн ăрăвӗ (йăхӗ) тăват сыпăка анчах çитет, малалла каяймасть, пӗтсе ларать. Чăваш хушшинче ӳсӗр, çапкаланса çӳрекен нумайланнăçемӗн нумайланса пырать. Хăш çӗрте ялӗ-ялӗпе ӳсӗр, килте спирт (кумăшкă, самогон) юхтарса ӗçеççӗ. Çакна кура каллех шухăшлатăн: çав тӗрлӗ ӗçке ернӗ халăх ăçтан малалла кайтăр ӗнтӗ! Вăл хăйне хăйех наркăмăшпа пӗтерсе пымасть-и вара?
3. Начар кӗлетке. Акă тата чăваш пасарне тухатăн е çăва тухсассăн Шупашкар пристанӗнче, Атăл хӗрринче, чăвашсем пуçтарăнса пăрахутсем çине пăхса тăнине куратăн. Ах, Турă, Турă! Епле имшер, типшӗнкӗ-çке пирӗн чăваш! Улăм пӗрчипе çапсассăн ӳкессӗн туйăнать. Ӳчӗ çук, шăмми анчах; сăнӗ тутăр пек шурса кайнă; çилпе, хӗвелпе куштăркаса сарăхнă. Пит çăмартисем путса кайнă, янах шăммисем курăнса тăраççӗ, çурăмне курпун тухнă, урисем çинçе, чалăш-тӗлӗш пускалаççӗ. Ăçтан вăй пулас çав кӗлеткере? Ăçтан ӗçлес çав çын? Ăçтан нумай пурăнас унăн? Ачи-пăчи епле пулӗ çав çыннăн? Ăçтан нумая пырас унăн йăхӗ? Шухăшлатăн: «Ку чăвашăн йăхӗ пӗтӗ, тепӗр чăвашăн йăхӗ пӗтӗ, ăçтан вара чăваш ӗрчесе кайӗ? Ăçтан чăваш халăхӗ нумая пырӗ?» - тетӗн.
4. Сывлăх чакни. Чăваш ялне пыратăн. Епле пурăнать вăл? Вите пек пӗчӗк пӳртре вун-вун ик çын хӗсӗнсе пурăнать. Çав пӳртре сӳс те шăртлаççӗ, пир те тӗртеççӗ, пăру-путек те усраççӗ; тумтирӗсене те çав пӳртрех çакса тултарнă, вырăнӗсене те çывăрса тăрсан саккисем çинех пуçтара-пуçтара хунă, пӗчӗк ачасен кипкисем те çав пӳртрех типеççӗ, кăмака çинче тăла-çăпати выртать, кăмакинче тырă е салат типӗтеççӗ. Пӳртӗнче пылчăк (лапра), тусан, лӗкӗ вӗçет, сывламалла мар шăршă тăрать. Ваттисем ӳпкепе аптраса ӳсӗреççӗ, ачисем чирлӗ, кӗсен-çăпанпа асапланса пурăнаççӗ. Çак пӳрт-таврашӗ таса мар, сывлăш усал тата апат-çимӗç начар пирки пирӗн чăваш час чирлет. Чăваш хушшинче чирлесе пурăнакан нумай. Чаххуткăпа (ӳпке çӗрнипе) вилекен ытла та нумай. Сикекен (ерекен) чир чăваш ялне пырса çыхлансан пит час сарăлса каять: пӗр киле кӗрсен пурне те çыпçăнать, мӗншӗн тесен пурте чирлӗ çынпа пӗрлех пурăнаççӗ. Пӗчӗк ача нумай вилет: çуралаканӗнчен çурри те пурăнмасть. Тата куçне пăх-ха чăвашăнне? Вăйлă куçлă чăваш сахал, сӗм суккăрри пайтах. Сайра килте трахома текен куç чирӗ çук. Çапла ӗнтӗ пирӗн чăваш хăйӗн сывлăхӗпе мухтанма пултараймасть. Хальхи чăваш хăйех калать: «Çук, хавшак эпир, ват аслаттесем пек çирӗп мар; вӗсем çӗр çула çитиччен пурăннă, пире вӗсен çур ӗмӗрне çитсен те пырӗччӗ», - теççӗ. Апла чăваш халăхӗн сывлăхӗ пӗтсех пырать пулсан вăл халăх нумаях пырӗ-ши? Акă епле шухăш кӗрет манăн пуçа.
5. Ухмах çурални. Тата чăваш хушшинче ухмах çуралнисем, ухмаха ернисем пулаççӗ, тытамаклă, пир çапнă (шалкăм çапнă) чăвашсем те пур. Ку чирсем йăх пӗтессе пӗлтереççӗ.
6. Ача çуралманни (хунавсăр чăвашсем). Чăваш хушшинче тата ача тăвайман хӗрарăмсем, ача тутарайман арçынсем те пур. Çавăн пек чăвашсен пӗр ача та пулмасть те, вара вӗсем е чăвашранах, е хулари приютсенчен ача усрама илеççӗ. «Ача çуралманни те вăл чăваш йăхӗ пӗтме пуçланине пӗлтермест-и?» - тесе пăшăрханатăп эпӗ.
(Малалли пулать).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев