News by date 12 May 2017
-
Çӗнтерӳ кунӗ – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче
Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç. Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ...
-
Банксенчен шар курнисене пулăшӗç
Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ. Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç,...
-
Футбол курма çуран каятпăр
Хусанта майăн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче иртекен матча килнӗ хăнасене хăйсен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн УГИБДД официаллă сайчӗ. Командăсем хушшинчи вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине те палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче çулсене хупаççӗ. Водительсен...
-
100 çул каялла: Чăваш пӗтессине кăтартакан хăрушă паллăсем
1. Хастар ашшӗ-амăшӗ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни. Эпӗ чăваша хам пурăнăçра нумай енчен сăнаса пăхнă, чăваш çинчен шухăшласа нумай хурланнă. Мана нумай чăваш çынни аса килет. Акă чăваш пурăнать: ӗçчен, ăслă, тырă та вырса илет, укçа та тыткалать, кил-çурчӗ те хăйӗн сала пек; ӗçкӗ тăвать - пӗтӗм ял унăн патӗнче...
-
Ветеран асаилӗвӗ
Эпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен...
-
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ
Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем... ЮЛАШКИ...
-
Бензин вăрланă...тонни-тоннипе
Тутарстан следователӗсем çак кунсенче Элметри васкавлă пулăшу станцийӗн тӗп врачӗн çумӗ, 54-ри Фания Фаттахова енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Вăл экстреннăй лару-тăрура усă курмалли дежурнăй машинăсем валли пăхăннă резерври çунтармалли-сӗрмелли материалсен 4 карточкине сутнă. Çапла майпа станцин 1,3 тонна бензинне тата 1,8 тонна дизель топливине (пӗтӗмпе 114 пин тенкӗлӗх) çук тунă....
-
Çӗнтерӳ ялавне ентеш йăтрӗ
Майăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ парадра Çӗнтерӳ ялавне йăтса пыма хисеплӗ караул ротин уйрăмӗн командирӗ, 22 çулти Анат Кама каччи Алексей Фокеев тивӗçрӗ. «Парад пуçланас умӗн, пуçламăш позицисене тăрсанах, хумханма пуçларăм. Пирӗн çине пӗтӗм çӗршыв пăхать-çке. Кăшт та йăнăшма юрамасть, утăмсем пӗр пек, синхронлă пулмалла. Çапах та пӗрремӗш утăмсене...