Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Çӗнтерӳ кунӗ – Çӗнӗ Йӗлмелӗнче

Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç. Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ...

Аслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç.

Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ Александр Шадриков ятӗнчен районти финанспа-бюджет палатин председателӗ Равия Рахимзянова саламларӗ. Митингра çаплах Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Наиль Шихранов, шкул директорӗ Александр Мискин тата Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Вăрçăпа ӗç ветеранӗсен канашӗн председателӗ Геннадий Карсаков та сăмах тухса каларӗç.

Кун хыççăн тыл ӗçченӗсем вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса лартнă обелиск патне чечек кăшăлӗ хучӗç, унтан пурте «Вилӗмсӗр полк» акцие хутшăнса вăрçă ветеранӗсен сăнӳкерчӗкӗсем йăтса ялти Советская урамӗпе утрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев