Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ветеран асаилӗвӗ

Эпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен...

Эпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен хăш-пӗрисемпе хаçат вулаканӗсене те паллаштарма шутларăмăр.

- Эпӗ Элшел ялӗнче çуралса ӳснӗ аттепе аннен Дмитрий Васильевичпа Наталья Захаровна Охотинсен саккăрмӗш ывăлӗ. Вӗсем колхозсем йӗркеленнӗ çулсенче Раккассинчи К.Маркс ячӗпе хисепленекен колхоза куçнă. Ӗç ударникӗ пулнă аттен республикăри колхозниксен II съездне хутшăнма та тӳр килнӗ. Ял хуçалăхне коллективизацилессинче активлă хутшăннăшăн пысăк наградăсене тивӗçнӗ.

Анчах та шăпа лăпкăн çеç ӗçлесе пурăнма пӳрмен. 1941 çулта Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вăл тата хăйпе пӗртăван Платонпа тата Петрпа çӗршывăмăра тăшмансенчен хӳтӗлеме фронта кайнă. Çапăçу хирӗнче паттăрла пуç хунă.

Икӗ аслă тете Александрпа Михаил пире, кӗçӗнреххисене, пăхассинче аннене питӗ пулăшрӗç. Анчах вӗсене те, 18-ти каччăсене, вăрçа илсе кайрӗç. Аслă тете - Александр 3-мӗш Белорусси фронтӗнчи П.К. Кошевой генерал корпусӗнче аслă телефонист пулнă, вăрçа Германире вӗçленӗ, тăван тăрăха 1947 çулта таврăнчӗ.

Иккӗмӗш тетене Михаила 1943 çулта фронта илчӗç. 3 уйăх вӗреннӗ хыççăн вăл сапер чаçӗсенче çапăçнă, пирӗн çарсем валли юханшывсем урлă каçма кӗперсем тунă. Вăл вăрçă çулӗсене 2-мӗш Белорусси фрончӗн составӗнче Польшăра вӗçленӗ. Çар хӗсмечӗ вăрçă вӗçленсен те малалла пынă, вăл Туркестанри çар округӗн составӗнче Вăтам Азире пулнă. Тăван тăрăха 1948 çул вӗçӗнче кăна таврăнчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те фронтри паттăрлăхшăн наградăсене тивӗçнӗ.

Александрпа Михаил тетесем маншăн атте вырăнӗнче пулчӗç. Пӗлӳ ил­ме пулăшрӗç. Вӗсене яланах чӗрере уп­ра­тăп, - тет вăл.

Пирӗн çӗршывра çакăн пек историсем миллионӗ-миллионӗпе. Эпир, çамрăк ăру çыннисем, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче кăтартнă паттăрлăхсене манма тивӗçлӗ мар. Пурне те Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев