Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ
Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем... ЮЛАШКИ...
Миçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем...
ЮЛАШКИ МОГИКАНСЕМ
Эпир хамăр айăплă мар пек. Пӗр-пӗринпе вырăсла калаçма тытăнман, çаплипех чăвашлах пуплетпӗр. Ачасем чăвашла хамăр пек лайăх пӗлмесӗр ӳсни çеç пире канăçсăрлантарать. Мӗн тумалла ăна упраса хăварас тесен? Тен, индеецсенни пек резервацисене пурăнма куçмалла? Пӗтнине куратпăр, анчах та нимӗн те тăваймастпăр.
Чӗлхене улăштаракан процессем пӗр кунра пулса иртмеççӗ. Вӗсене директор хушăвӗпе е министр йышăнăвӗпе тӳрех улăштараймастăн - ни начар енне, ни лайăх енне. Вăхăт иртмелле. Хăш чухне ăрусем улшăничченех, сахалтан та 10 çул. Лару-тăру малашне те кун пек тăрсан мӗн кӗтет-ха чăваш чӗлхине? Чаршава кăштах сирсе пăхар мар-и?
СĂНАНИНЧЕН
Ман шутпа, тепӗр 10 çултан чăвашла калаçакансен йышӗ чӗрӗке яхăн чакать. Паян унашкаллисем (вăтамран илсен) 1 миллион пулсан, 2027 çул тӗлне чăвашла калаçакансем пӗр 750 пин пулӗç. Тата 10 çултан вăл йыш тепӗр 20 процента чакӗ. Тӗрлӗ факторсене пула, ватăлса вилсе пӗтнипе кăна сăлтавламалла мар кунта, чӗлхерен писекенсем те, хулана тарса вырăса тухакансем те çителӗклӗ. Çакăн пек лару-тăру улшăнмасан, эпӗ палăртнă тăрăх, 2037 çул тӗлне чăвашла калаçма (вулама-çырма) пултаракансем 500 пине яхăн пулӗç. Паянхи мари халăхӗ чухлӗ. Мӗншӗн çакна хăюллăн çирӗплетсе калатăп тетӗр-и? Вулакансене пăхса. Паянхи кун пирӗн «Сувар» хаçата çырăнса илекенсенчен 80 проценчӗ - пенсионерсем. Пӗтӗмӗшле чăваш тӗнчине илсен акă мӗнле курăну: 1 хаçата вăтамран 3 çын вулать. Тутарстанри районсеннипе пӗрле хушсан чăвашла хаçатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 5 пине çывхарать. Апла-тăк, Тутарстанра тăтăшах чăвашла вулакансем 15 пине яхăн. Ульяновск облаçӗнчи «Канаш» тиражӗ 1,5 пин экземпляр, унта тăтăшах чăвашла вулакансен шучӗ 4,5 пин. Пушкăртстанри «Урал сассипе» «Çутă çул» хаçатсен пӗрлехи тиражӗ 2 пин экземпляр пулсан, унта чăвашла вулавпа 6 пин çын кăсăкланать. Самар облаçӗнчи «Самар енӗн» тиражӗ 500 экземпляр тенӗ, унта 1,5 пин чăваш вулаканӗ пултăр. Чăваш Республикинче чăвашла хаçатсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 90 пине яхăн. Çак хисепе 3 хутласан 270 пин вулакан пулать. Ун çумне регионсенчи 27 пин вулакана хушсан, хальхи вăхăтра пӗтӗм тӗнчере чăвашла (пӗлекенсен шучӗ 1 миллион çынна яхăн пулсан) тăтăшах вулакансен шучӗ 300 пине яхăн çеç пухăнать. Ку пирӗн халăхăн чӗлхе улшăнăвӗсене хаçат-журнал урлă сăнаса тăракан активлă пайӗ. Унăн вăтам çулӗ миçере пулнине тӗпчесе хамăра хамăр хурлантарса тăрар мар хальлӗхе, урăххи çинчен калаçар.
ÇУХАТУ СĂЛТАВӖСЕМ
Çав вăхăтрах чăвашла пӗлмен чăвашсем те малашлăхра, хальхи пек 400 пин мар, пӗр 500-600 пин çынна çитме пултараççӗ. Ни чăваш, ни вырăс пеккисем ӗнтӗ. Вӗсем çыравра чăваш тесе çырăннă, анчах та тăван чӗлхине чăваш чӗлхи тесе çыртарман. Çаксем ытларах Чăваш Республикин хулисенче пурăнакансем-тӗр. Ашшӗ-амăшӗ чăваш пулнă, хулана куçса килнӗ те вырăсла калаçакан ачасем çуратма тытăннă. Хальхи вăхăтра ялтан хулана куçса килесси питӗ вăйланнине пăхсан, çакнашкал çынсем питӗ хăвăрт нумайланса каймалла пек. Мӗншӗн вăл йыш ытла хăвăрт ӳсмест-ха? Мӗншӗн тесен вӗсенчен нумайăшӗ хăй чăвашне питӗ вăйлă пытарма тытăнать. Чăвашран вырăс чӗлхиллӗ чăваша мар, тӳрех вырăса куçать. Ортодокс таранчченех. Нурлат районӗнчи хăш-пӗр чăваш ялӗсенче пурăнакансем 2002 çулхи çыравра хăйсене мӗнле тытнине ун чухнехи район пуçлăхӗ Фатих Сибагатуллин питӗ курăмлăн каласа кăтартнăччӗ: ялӗ-ялӗпе вырăс тесе çыртарнă хăйсене...
Вырăсланнă чăвашсем вӗсем начар çынсем мар, вӗсем те хамăр çынсемех. Вӗсем (Юхман вырăсла кӗнекисене вуласа, эпир хамăр халăх, истори çинчен мăнаçланса каланисене итлесе ӳснӗ, анчах та тăван чӗлхене вӗренеймен) пирӗн ачасем. Чӗлхине çухатнă чăвашсем - обществăн çӗнӗ сийӗ. Пуласлăхра хăйсен валли вырăн тупайӗç-ши? Хăйсем пекех тăван халăх патриочӗсене çуратайӗç-ши вӗсем е вăхăт иртнӗçемӗн мультикультурализм авăрӗнче путӗç? Çакна социологсем калаччăр, мана йывăртарах. Тем тесен те, регионсенче ӗçлекен наципе культура пӗрлӗхӗсем çакнашкал йыш хунани çине усăллă витӗм кӳреççӗ. Вӗсем чӗлхене вӗрентмех пултараймаççӗ, анчах та халăх хастарӗсене хатӗрлесе кăларасси вӗсен лайăх пулать.
ЧӖЛХЕ ШАЙӖ
Чӗлхепе туллин усă курасси майӗпен çука тухса пырать. Калăпăр, эпир (30-40-рисем) ӳснӗ чухне лашана кӳлессипе çыхăннă «чӗлпер», «йӗнер», «урхалăх», «нăхта»,«тилхепе», «çăварлăх», «такан» сăмахсен пӗлтерӗшне аван пӗлеттӗмӗр. Пирӗн ачасемшӗн, ялта пурăнаканнисемшӗн те, ку сăмахсем - çӗнӗлӗх. Тӗрӗсрех каласан, кивелнӗ сăмахсем, архаизмсем. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсемпе хальхи вăхăтра усă курманнипе, иккӗмӗшӗнчен, лаша вырăнне халӗ - мотоблок. «Мотоблок» пирӗн сăмах мар. Çав вăхăтра хисеплӗ Станьял пек «вулавăшпа» «сыватмăш», «инçесас» евӗр сăмахсем сӗнни (шутласа кăларни) те пуплеве сиен кӳме пултарать пек туйăнать. Чӗрӗ чӗлхе эсперанто мар, унăн аудиторийӗ, халăхӗ пур. Вăл ансат ăнлавсемпе шухăшлама хăнăхнă, ун пек экспериментсене йышăнмасть. «Андроид», «планшет», «ноутбук», «айфон», «плеймаркет» евӗр сăмахсем вара пурнăçа питӗ хăвăрт кӗрсе пыраççӗ. Вӗсен чăвашла аналогне шыраса та тупаймастăн, мӗншӗн тесен вăл япаласене чăвашсем шутласа кăларса ят паман. Çапла эпир, технологи прогресӗ хыççăн лӗпӗстетсе пыракансем, хальлӗхе пурнăçа малалла аталантаракан ют япаласене йышăнатпăр. Хамăр - янравлăрах намăссăр сăмах та шутласа кăларнине илтмен юлашки вăхăтра ял тӗрӗшӗнче. Ку вара çивӗч сигнал. Филологсем мана ăнланаççӗ пуль тесе шутлатăп.
АТАЛАНУ ЧАРĂННĂ
Мӗнле улшăнӗ-ха малашне пирӗн чӗлхе? Лексика тытăмне илес пулсан, япала ячӗсем сахал пулмӗç-ха, анчах та паллă ячӗсем ӗнтӗ халех ачасен пуплевӗнче питӗ хăвăрт чакса пыраççӗ. Вӗсем паллă ячӗсене вырăсла сăмахсемпе улăштараççӗ, шел пулин те. Çакăнтан урокрах чăвашларан вырăсла шухăшлав çине куçни те çуралать. Чăваш чӗлхине кӗнӗ юлашки çӗнӗ паллă ячӗ - «чăнкă» (крутой, важный пӗлтерӗшлӗ). Вырăссем хăйсен куштанӗсене «новый русский» тее пуçларӗç пулсан, эпир хамăрăннисене «чăнкă чăваш» теме тытăнтăмăр. Сотовый телефона - «кӗсье телефонӗ» текелеççӗ-ха хăшӗсем, анчах, шел пулин те, унтан ытла иртмен.
Кулленхи глаголсем вара нумайччен пурăнӗç. Вӗсене, каçарăр та, килти выльăхсем те ăнланакан пулаççӗ: «кил», «кай», «лар», «çи», «вырт», «тăр» тата ытти те. Илеме сăнарлакан эпитетсемпе сăмах çаврăнăшӗсем пирки каламалли те çук, вӗсем чӗлхерен питӗ хăвăрт çухалаççӗ. Çавăнпа та эпӗ мӗнле майпа чăваш çыравçисен йышӗ ӳссе пынине ниепле те ăнланмастăп! Вӗсем курса тăруçăн пӗтсе пыракан япалапа пикенсех аппаланаççӗ... Ахăртнех чӗлхене упраса хăварас тесе те мар (редакцие килекен хайлавсен шайне пӗлсе тăрса калатăп çакна), хăйсене хисеплӗ ят-сум илсе юлас тесе çунаççӗ пулмалла. Пăхăпăр, 20 çултан миçе Чăваш писателӗсен союзӗ пулать Шупашкарта?
КОММУНИКАЦИ ХАТӖРӖСЕМ
Пурнăç пӗр вырăнта тăмасть. Енчен те пире (чăвашла çырма, вулама, лайăх калаçма пултаракансене) ӳссе аталанма чăвашла хаçат-журналсенче, кӗнекесенче çырни тата хушăран чăвашрадио калаçни çителӗклӗ пулнă пулсан, паянхи ялти ачасене ку кăна тивӗçтермест. Мӗншӗн тесен ун чухнехи ялта вырăсла шкулти уроксенче кăна калаçнă. Пур çӗрте те тăван чӗлхе илтӗннӗ, çавна май унăн аталанма, пӗлтерӗшне сарма май пулнă. Тата ан манăр, эрнери чăваш чӗлхин 4 тата литературăн 2 урокӗ пулни пирки.
Цивилизаци çитӗнӗвӗсем паянхи яла улăштарчӗç. Информаци пирӗн пата спутник тарелкинчен те, интернет кабелӗнчен те, кӗсьери телефонран та килет. Анчах та çӗнӗ йышши коммуникаци хатӗрӗсенче пирӗн тăван чӗлхе çукпа пӗрех. Ун вырăнне йăлтах вырăсла, тутарла та сахал мар. Юрать-ха, Наци телевиденийӗ «Триколора» тухма пултарчӗ. Танлаштарма, ТНВ канал спутника 10 çул каяллах тухрӗ. Шутласа пăхăр халӗ, эпир миçе çул çухатнă?..
Паянхи шкул харпăр этем аталанăвӗшӗн тăрăшать, вырăсла каласан, конкуренцие çӗнеекен личность хатӗрлет. Анчах чăваш чӗлхине пӗлни ачасен конкурентлăхне миçе процента ӳстерет? Экзамен тытмалла мар унпа. Хусан патшалăх педагогика институтне пӗтернӗ пӗр ăслăлăх тухтăрӗ Тутарстанра пурăннă чухне шкул ачисемпе йӗркеленӗ тӗлпулусенче яланах (мотивацилесе-ши ӗнтӗ) çапла калатчӗ: «Вăт вилсен, ачасем, леш тӗнчере тӗл пулатăр, калăпăр, хăвăрăн несӗлӗрсемпе. Вӗсем вӗт 200-300 çул каялла пурăннисем, вырăсла пӗлмеççӗ. Сирӗнпе калаçасшăн пулӗç. Мӗнле чӗлхепе калаçатăр эсир вӗсемпе? Çавăнпа та пӗлмелле хамăр несӗлсен чӗлхине...» Кулас та килет, макăрас та. Мӗн пулнă-тăр ӗнтӗ унăн пуçӗнче? Анчах та чăнлăх инçе мар. Çакăн пек ӳкӗтлекен пултăмăр-тăк, çутçанталăк музейӗ валли «могикансене» хатӗрлеме пуçламалла-тăр.
МӖН КАНСӖРЛЕТ?
Яланхи ыйту. Ку чухне эпӗ ялан тутарсене тӗслӗхе илетӗп. Вӗсенчен вӗренместпӗр. Çӗнӗлӗхсене хамăра кирлӗ пек чăвашлатмастпăр. 2012 çултанпа Тутарстанри кашни ача садӗнче ФГОСпа килӗшӳллӗн, патшалăх чӗлхисене вӗрентме билингвизм программине кӗртнӗ. 3-ри ачасене вăйă мелӗпе вырăсла тата, паллах, тутарла вӗрентме тытăнаççӗ. Питӗ лайăх, ансат программа! Манăн пӗчӗк хӗрӗм те тутарла «сӗт», «кишӗр», «хăяр», «атте» сăмахсем чăвашли пекех илтӗннине асăрхакан пулчӗ. Анчах та ку концепци тăрăх хатӗрленӗ программăпа пирӗн республикăри чăваш ялӗсенче пӗр улшăнусăр ӗçлеççӗ. Ачасене тутарла тата вырăсла вӗрентӗ пек хальхи вăхăтра чăваш чӗлхине садиксенче никам та вӗрентмест. Калаçу (воспитани) чӗлхи, тен, чăвашла пулма пултарать пулӗ, анчах та пире пӗртанлăх кирлӗ - вӗрентӳ чӗлхисен шайне ачан тăван чӗлхи кӗмелле.
Пире ача садӗнченех билингвизм мар, полилингвизм кирлӗ. Унсăрăн тăван чӗлхепе мӗн тумалла?! Чăваш чӗлхин никӗсне садикра илеймен чăваш ачисем, паллах, 1-мӗш класа кайсан вырăсла та, тутарла та аван вӗренме тытăнаççӗ. Ӳсӗм сисӗнет. Вӗсене чăваш чӗлхине вӗрентесси - чăхăмлать. Акă сире тепӗр алтса хунă шăтăк.
Ачапа пӗрле урок тăвакан амăшӗшӗн те ку проблема. Пепки 2-мӗш класа çитсен вӗсем чăркăшма тытăнаççӗ: «ачасене капла та йывăр», «иккӗмӗш класра акăлчан чӗлхи тата», «чăваш чӗлхипе ăçта каян?», «пурпӗр экзамен тытмаççӗ...» тата ытти те. Ыйтусем нумай, хуравлаканӗ чăваш чӗлхи учителӗ тата шкул директорӗ (ун майлă пулсан-ха). Чăваш наципе культура центрӗсем нумай районта çак ыйтуран ытла та инçе тăраççӗ. Вӗсен черетлӗ карчăк праçникне хатӗрленмелле. (Аслă çулти кинемисем, инкесем, аппасем, каçарăр, тархасшăн, çакăн пек çырнăшăн. Эпӗ ăна сире кӳрентерес тесе мар, проблемăна çивӗчрех кăтартас тесе юри çапла тăватăп.) Карчăкăрсем пӗтсен мӗн кăтартатăр?
ЭС КАМ МАЙЛĂ?
Чăваш е акăлчан чӗлхине суйлас ыйту тăрсан, ӗненсемӗр, нумай-нумай ашшӗ-амăшӗсем пире хирӗç тăракан (тăшманлă теме те хăрамастăп) НАТОна кӗрекен ют çӗршыв чӗлхи майлă пулса ăна суйласа илет. Мӗншӗн тесен унра перспектива курать.
Телейӗ пулсан, ял ачи акăлчанла калаçакан пӗр-пӗр ют çӗршыва çитейсен, паллах, ăна çак чӗлхе кирлӗ пулать. Анчах та чикӗ леш енче пурăнатăп тесе кафесенче урай, савăт-сапа çăвакан чăваш ачисене эпӗ пӗлкелетӗп. Халӗ çак ӗç вырăнӗсене те Африкăран таракан арабсем йышăнаççӗ. Çамрăксем ют чӗлхе хутлăхне кӗрсе ӳксен, вӗсем ăна 2 уйăхран ăнланма, 3 уйăхран калаçма тытăнаççӗ. Средовая практика теççӗ кăна вырăссем. Унсăрăн (средасăр) акăлчан е нимӗç, е француз чӗлхине кирлӗ чухлӗ вӗренеймеççӗ. Çавăнпа та 11 класс хыççăн тӳрех Лондона куçса каймастăр пулсан, репетиторсем çине усăсăр укçа ан тăкăр. Кăлăхах пулать. Мана акăлчан чӗлхине ăса илни тарăхтармасть, чăваш чӗлхине ют чӗлхене вӗреннӗ пек вӗренни канăçсăрлантарать. Тӗрӗс мар-им, педагогсем?
Кунта тата çакна каласа хăварас килет. Тăван чӗлхе аннепе пӗр тан. Кама вăл кирлӗ мар, çавна амăшӗ те кирлӗ мар. Кама амăшӗ кирлӗ мар, çавна Тăван çӗршывӗ те кирлӗ мар. Кама Тăван çӗршыв кирлӗ мар, çав ăна урăххипе улăштарать. Çил ăçталла вӗрнине туя пуçларăр-и? Тăван чӗлхе - çӗршыв тыткăчи. Ан манăр çакна.
КИРЛӖ ХАТӖРСЕМ
Акăлчан е ытти чӗлхе хутлăхне кӗрсе ӳкес тесе эпир хамăр чӗлхене аркатса пыратпăр. Акă тӗслӗх. Интернетра, «Одноклассникире» е «ВКонтактере», е «Фейсбукра» чăваш саспаллисемпе çырнине курсан, тӗрлӗ çӗрте пурăнакан чăвашла çырас текенсем тытăнаççӗ ыйту пама: «ăçтан илтӗр?», «тупма пулăшăр-ха?» тата ытти те. Е тата: «Манăн компьютерта чăваш шрифчӗ çук, çавăнпа та вырăсла çыратăп». Вырăсла каласан, ку вара чи çăмăл отмазка. (Ак сире чӗлхе аталанманнин тепӗр çирӗплетӗвӗ: «отмазка» - вырăс пуплевӗнче çӗнӗ сăмах, пирӗн вара ун пекки çук.) Чăнах та «Виндоусăн» компьютер программисенче хатӗр чăваш шрифчӗ лартса ямаççӗ. Промышленность шайӗнче клавиатурăсем те туса хатӗрлемеççӗ. Ку вăл Чăваш Республикин питӗ пысăк çитменлӗхӗ. Çавăнпа интернетра чăвашла çыракан сахал та.
Мӗншӗн апла калатăп? Шутласа пăхăр-ха. Ну юрӗ, тулашра пурăнакан 800 пин чăваша илмӗпӗр, пире асăрхасшăнах мар Шупашкарта. Чăваш Республикин хăйӗн 800 пин чăвашӗ валли кирлӗ мар тетӗр-и çакă? Калăпăр, тутарсен пур шрифчӗ, чăвашсен - çук. Тутарсем компьютерпа хăйсен чӗлхипе тӗнчере пур çӗрте те çыраяççӗ, чăвашсен вара мӗн, ăçта-тăр чашăк-тирӗк çумалла е раствор кăна пăлхатмалла-и? Кунпа килӗшсе çырлахма ниепле те юрамасть. Халăхăн çӗнӗлле аталану меслечӗсем, механизмӗсем ăçта? Кам шутламалла вӗсем çинчен?
Ку чухне кăштах йӗри-тавра пăхкалани те усăллă пулӗччӗ. Пӳлер çывăхӗнче 15 çул тăтăш кашни çул пултаруллă тутар çамрăкӗсене пуçтарса «Сэлет» çуллахи аталану лагерьне йӗркелеççӗ тутарсем. Виççӗршер-тăватçӗршер тутар ачине пуçтараççӗ унта. Президент тимлӗхӗнче çак процесс. Вӗсем халăх элитине вӗлле хурчӗ пек пăхса, чи вăйлă педагогсене явăçтарса çитӗнтереççӗ. Паллах, Тутарстан Правительствинчи хуть те мӗнле министр та (е унăн çумӗ-и) тутарла шакăртаттарса калаçса ыттисене чӗрӗ тӗслӗх панинчен тӗлӗнмелле мар.
КАЯ ЮЛСАН
Ăçта шупашкарсен çакăн пек тӗслӗхӗ? Налог тӳлетпӗр пулсан, ыйтма та ирӗк пур мар-и-ха? Çамрăксем ыттисенчен юласшăн мар, анчах та хамăр чӗлхепе усă курса кăна çакна хальлӗхе тăваймаççӗ-ха пирӗннисем. Пирӗн валли аслă ăрусем туса пӗтермен ӗçсем нумай юлчӗç, чăрмавсем пысăк, вӗсем урлă тӳрех каçаймастăн. Вӗсен йăнăшӗсенчен пӗри - интернетăн чăвашла сегментне, унпа çыхăннă механизмсене аталантарас вырăнне эпир кӗнекесем çыртăмăр, уявсем уявларăмăр. Питӗ нумай çухатнă эпир, паян та кая юлса пыратпăр-ха. Çӗнӗлле шухăшлама пуçламалла ӗнтӗ. Пурте юрлар мар, артистсем валли те хăварар.
Пӗлместӗп, хальхи вăхăтра «Плеймаркетра» пур-ши чăвашла софтпа çырса хатӗрленӗ (раскладкăсемсӗр пуçне) пӗр-пӗр тӳлевсӗр приложени? Аслă çултисем, тен, ăнлансах каймаççӗ-тӗр кунта мӗн çырнине, çапах та çамрăксемшӗн ку ансат ыйту. Ав ăçта çитнӗ аталану. Вăл вырăнта тăмасть, малалла чӗнет. Малашлăха эпир хамăрпа пӗрле хамăрăн чӗлхене те илсе каймалла. Ун чух тин çителӗклӗ те конкуренцие чăтаякан халăх пулаятпăр.
Чăвашла шрифтсем. Вӗсене шкулти учительсем, патшалăх тытăмӗнче ӗçлекенсем ăçтан килнӗ унтан, тӗрлӗрен програмистсем пулăшнипе тупкалаççӗ компьютерӗсем валли. Ларткалаççӗ. Анчах та патшалăх стандарчӗпе мар-çке! «Ă» саспалли ăçта пулмалла? Клавиатурăри «Ç» вырăнне калăр, тархасшăн, чиновниксем? Эсир вӗт тӗрлӗрен отписка çырнă чухне мӗн кăна шутласа кăлармастăр. Çакна тума ерçӳ çитереймен... Хушу пулман-тăр ӗнтӗ.
Телее, хальхи вăхăтра чăвашла шрифта компьютер валли те, смартфон валли те интернетран уçласа илсе электронлă коммуникаци хатӗрӗсем çине лартма пулать. Анчах та вӗсене энтузиастсем тунă. Чăваш Правительстви мар. Хамăр чӗлхепе хыпарсене пӗлтерекен Чăваш халăх сайтне те уйрăм çын тунă вӗт. Ăçталла каятпăр эпир, тата мӗн тума пире çавăн чухлӗ писательсен союзӗ? Никама та кирлӗ мар-им? Шупашкарта чăваш е вырăс чӗлхи çаврăнура пулни те çителӗклӗ-и? Миçе çул иртсе кайрӗ. Малашлăх çинчен шухăшламасăр ылтăн вăхăта çухатса пытăмăр.
ЫЛТĂН ВĂХĂТ
Эпир - Чăваш Енре, ун тулашӗнче пурăнакан чăвашсем чӗлхе ыйтăвӗпе пухăнса канашлаймастпăр. Уява-мӗне, Акатуя, Хула кунне - тархасшăн, пурте персе çитеççӗ. Кун пек сăлтавпа тем, килесшӗнех мар. Сайра-хутра пухăнсан та, вырăнтисем пуçлаççӗ пӗр-пӗрне мухтама, регионсенчен килнисем тытăнаççӗ хăйсем мухтанма... Шел пулин те, ЧНК канашӗн юлашки пухăвӗ çавнашкалтарах иртрӗ те. Чӗлхе ыйтăвӗ мӗнлерех пулни, шкулсенчи лару-тăру - нумайăшне «по-барабану». Мӗншӗн тесен хитре наци кӗписем тăхăнса юрласа-ташласа вăхăта ирттерни - культурăна упрас тивӗçе туллин пурнăçлани тесе шутлаççӗ вӗсем. Çӳреççӗ вара тӗрленӗ аркăллă карчăксем уявран уява наци чысне хӳтӗлесе. Çамрăксем вара? Çамрăксем - ташлаççӗ. Ташлама ăна, чăвашла тумлантарсан, афроамериканеца та ташлаттарма пулать. Шурă ӳтлӗ çынна тумлантарсан, куракан вăл чăвашах тесе шутлама тытăнать. Курмăшлăха чарма та кирлӗ мар - илемлӗ вӗт! Çапла «Чăвашлăха аталантаратпăр! Медаль парăр!» тесе ним мар 50 çул сиккелесе çӳреме пулать. Вăхăт урхамахне кăна чараймастăн.
ЛИТЕРАТУРĂСĂР ФИЛОЛОГ
Класри ачисене чăвашла калаçтарайман чылай учитель уçă уроксене çапла ирттерет - ташлаттарать! Вырăсла çакна «подмена понятий» теççӗ. Хăшӗсем пенсие тухиччен çак «маскарада» тытса пыраççӗ. Шкулта урай çăвакансем те Шупашкара кайса филолог дипломне илсе килекен пулсан халăхшăн хăрама тытăнтăм. Хăть мӗн те пулин пӗлинччӗ! Эсир Чăваш патшалăх университечӗ юлашки 2-3 çул хушшинче вӗрентсе кăларнă чăваш чӗлхипе литература специалисчӗсене сочинени çыртарса курнă-и? Эпӗ куртăм... Ман шутпа, Сервантес, Гюго, Голсуорси е Дюма мӗн çырнине пӗлмен студента филолог дипломне пама юрамасть, вăл кашни лекцире малти парттăра итлесе ларнă пулсан та. Мӗншӗн тесен тӗнче литературине пӗлмен филологсем вӗрентме, укол тăва пӗлмен тухтăрсем сиплеме, çулпа çӳрес правилăсене пӗлмен шоферсем руль умне ларма, йӗрке мӗнне пӗлмен çынсем тăнăçлăха сыхлама тытăнсан - эсир хăвăр кăравул кăшкăрма тытăнатăр. Туятăр-и, ӗç-пуç кун пек каяс пулсан, патшалăх арканăвӗ патне çитесси те инçе мар. Çавăнпа та пӗлӳсӗр çынна «вӗреннӗ» теме асăрханмалла.
ХĂВАТ ПӖТМЕН-ХА
Статистика тăрăх, Тутарстанра паян 98 шкулта чăвашла вӗрентеççӗ. Ульяновск, Самар, Оренбург, Чулхула облаçӗсенче миçе? Пушкăртстанра? Ку сферăра пирӗн проблемăсем - мăй таран, тен, нумайрах та. Эпир шав юрлатпăр. Йывăрлăхсене уйрăмшарăн татса парас хăватсене çухатрăмăр ӗнтӗ, пӗрле кăна татса пама пултаратпăр.
Тата чӗлхе проблеми çинчен калаçнă чухне Тутарстан, Пушкăртстан, Чăваш республикисен, Ульяновск облаçӗн чӗлхепе ӗçлекен представителӗсене уйрăм пуçтармалла. Мӗншӗн тесен ку регионсенче предмет пек вӗрентеççӗ-ха чăваш чӗлхипе литературине. Çак ылтăн тупрана çухатас марччӗ. Самар, Оренбург, Тюмень, Чулхула, Саратов, Мускав, Санкт-Петербург, Челябинск, Севастополь тата ытти регионсемпе хуласенче тăван чӗлхене факультатив тата вырсарни шкулӗ шайӗнче вӗрентекенсене уйрăм пухмалла. Вӗсен методикисем расна. Тен, çавăн чух кăна пăтранчăк шывран çăрăлса тухма пултарăпăр эпир.
Анчах та Тутарстанри чăваш педагогӗсене квалификацине ӳстерме Шупашкара кайма та хальхи вăхăтра çăмăл мар. Республикăри Вӗрентӳ министерствинчен патшалăх заказне илсе учительсене хушма пӗлӳ паракан Вӗрентӳ институчӗ курссене Хусанта çеç ирттересшӗн. Виç-тăватă çул çапла турӗ те. Укçа уйăрас ыйту та юлашки вырăн йышăнмасть-тӗр кунта тесе шутлатăп. Анчах тепӗр çул урăхларах пуласса шанас килет. Мӗншӗн тесен чăваш учителӗсен конференцийӗнче ку ыйтăва тӳре-шара умӗнче çивӗч тăратрăмăр.
МӖН ТĂВАЯТПĂР?
Мӗн тăваятпăр эпир ку чухне? Тăван республика пулăшаймасть пире, пуçлăхсене ик айкки те тăвайкки пула пуçларӗ. Тӗрӗссипе вӗт, кун пек лару-тăру пирӗн кăна мар, çармăссем те, удмуртсем те, тутарсем те ют чӗлхесен витӗмӗпе пăтрашăннине сисетпӗр. Самани çапла, глобализаци теççӗ. Çапах та ăна хирӗç тăмалли е хамăр майлă çавăрмалли мелсем пурах. Чӗлхепе усă курмалли çӗнӗ меслетсем кăна тумалла. Чи кирли - аталану урăх чӗлхепе çеç пулса иртнипе çырлахмалла мар.
Ӗçсем йывăр мар, хушма укçа та ыйтмаççӗ. Ак, калăпăр, андроид смартфонсем çине чăваш шрифтне лартасси. «Плеймаркетран» Anysoftkeyboard приложение уçласа (скачать туса) илӗр, ăна телефонăрти раскладка вырăнне лартăр, унтан çавăнтах Chuvash Android Keyboard приложение скачать туса лартăр.
Питӗ ансат çак процедура. Анчах та пуçламăш класс вӗрентекенӗ те, ачасене вăтам класра чăваш чӗлхине вӗрентекен те çак ӗçе тумасть, ун çинчен пӗлекен педагогсем те сайра. Мӗншӗн тесен вăл хăнăхтару-вӗрентӳ программинче çук. Ан пултăр. Переменăра тăвăр! Министерство çакна тума ерçӳ çитериччен тата пӗр пилӗкçуллăх иртсе каять-ха, эпир вара лару-тăрăва улăштарса ӗлкӗреетпӗр.
Телефонсемпе усă курса ачасем чăвашла СМС çырма вӗренччӗр, социаллă сетьсенче пӗр-пӗрин хушшинче чăвашла çырма тытăнччăр. Çак хатӗрсемпе усă курса шкулта конкурссем, викторинăсем, вăйăсем ирттерӗр. «Ватсапра» чăвашла калаçакан ушкăнсем тăвăр. Чăваш центрӗсен активӗсене, ертӳçисене явăçтарăр çак ӗçе. Шаккаса, тӗрӗслесе тăччăр. Ачасен телефонӗсене чăвашла шрифт кӗртесси уйрăм ялта е районта наци идейине çаврăнсан çитӗнӳсем те хăйсене нумай кӗттермӗç. Эпир куратпăр вӗт паян ачасем телефон ăшӗнче «пурăннине». Апла пулсан вӗсене тăван чӗлхе кӗрсе шăнăçмаллах. Вăл çӗнӗ ăрăвăн пурнăçне кӗрекен кашни çӗнӗ гаджет (электронлă хатӗр) ăшӗнче пулмалла, ун чухне чӗлхе çухалмасть, пурăнаять. Атьăр, туса пăхар?
ЧӖЛХЕ ТУРРИ
Пӗлтӗр кӗркунне Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче командировкăра пултăмăр. Аван ял, аталанать, çыннисем тăрăшуллă, 100 проценчӗпех чăвашсем темелле. Унта Чăваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов çуралнă. Мăнаçланаççӗ ентешӗсем унпа. Чей ӗçме вырăнти ача садне илсе кӗчӗç. Хайхи лараççӗ шăпăрлансем выляса, 30-ăн та пур-тăр. Эпир кӗнине курчӗç те воспитательсем: «Ачасем, мӗн темелле-ха?» - тесе ыйтрӗç. Лешсем садиксенче калама хăнăхтарнă пек харăссăн, хăпартланса: «Иссенмэсэз!» тесе хучӗç. Чӗре лăс кайрӗ...
Нумайччен шухăшласа çӳрерӗм çакăн хыççăн. Çырмалла-и, тен, çырмалла та мар çак статьяна? Пӗлекен çын пӗлет ӗнтӗ вăл ку йывăрлăхсем çинчен эп каламасăрах, пӗлес теменнишӗн - ик айкки те тăвайкки. Мӗн тепӗр хут çынсен чӗрисене ыраттармалла? Хăш-пӗри кун çинчен шутламасть те вӗт. Пурăнать мӗнле пурăннă (пултарнă) пек. Тен, чăваш çӗршывӗ умӗнче паян урăхларах çивӗч ыйтусем тăраççӗ?..
Чăвашсен христианство йышăниччен туррисем нумай пулнă, 77 теççӗ: шыв турри, вăрман турри, хир турри, çумăрăн, çилӗн, вутăн тата ытти те. Пире пăрахса кайса хурлăх ан кӳччӗр тесе вӗсене йывăçран е тăмран ăсталанă чухне - кутамас кӗлеткеллӗ, кӗске ураллă тунă. Калаçăвăн пуçламăшӗ патне таврăнса çирӗплететӗп: ак ӗнтӗ миçе çул чăваш чӗлхине çăлса хăварассинче ӳсӗм çук пирӗн, хальлӗхе утăм хыççăн утăм каялла кăна чакса пыратпăр. Калăн, авалхи турăсем пăрахса кайнă пире...
Тăван чӗлхе турри пулнă тесе çирӗплетейместӗп (ун чухне унăн кирлӗлӗхӗ пулнă-ши?), анчах та ăна ăсталас пулсан, урасăр тунă пулăттăм. Пиртен ниçта та ан каяйтăр, хурлăх ан кăтарттăр. Шуса тараканнине эпир хăваласа çитеетпӗр-ха тесе шутлатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев