Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Банксенчен шар курнисене пулăшӗç

Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ. Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç,...

Республикăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ.

Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç, тесе палăртнă ТР çӗр тата пурлăх хутшăнăвӗсен министрӗ Азат Хамаев.

Депутатсем ТР Çӗр кодексне виçӗ вулавра тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Патшалăх Канашӗн спикерӗ Фарид Мухаметшин правительствăна законпа çыхăннă актсене кӗске вăхăтра хатӗрлеме ыйтнă.

Аса илтеретпӗр, ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Раççей Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулнă чух республикăра ятарлă фонд йӗркелени çинчен пӗлтернӗ. Çав фонд хăйне уйăрса панă çӗрпе усă курса «çунса кайнă» банксемпе улталаннă дольщиксем валли укçа ӗçлесе илме тытăнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев