Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне кулăш кĕнеки тухнă
Кулăшсăр пурнăç тăварсăр яшка пекех. Унăн тути-техĕмĕ чĕре патне пымасть, ăшăтмасть, кичемлĕхе сирсе яраймасть. Ырă шÿт вара кăмăла çĕклет, самантлăха та пулин йывăрлăхсене манма хистет, шанăç парнелет. Унăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăккине ĕлĕкех чухланă. Ахальтен мар чăвашсем: «Кулма пĕлекен ватăлма пĕлмен», - тесе шахвăртнă. Чăваш кĕнеке издательстви пархатарлă çул-йĕртен пăрăнмасть, çамрăк...
Кулăшсăр пурнăç тăварсăр яшка пекех. Унăн тути-техĕмĕ чĕре патне пымасть, ăшăтмасть, кичемлĕхе сирсе яраймасть. Ырă шÿт вара кăмăла çĕклет, самантлăха та пулин йывăрлăхсене манма хистет, шанăç парнелет. Унăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăккине ĕлĕкех чухланă. Ахальтен мар чăвашсем: «Кулма пĕлекен ватăлма пĕлмен», - тесе шахвăртнă.
Чăваш кĕнеке издательстви пархатарлă çул-йĕртен пăрăнмасть, çамрăк вулакансене çĕнĕ кăларăмсемпе савăнтарсах тăрать. Нумай пулмасть, шăп та лăп Кулăш кунĕ умĕн, 500 экземплярлă тиражпа Николай Ишентейĕн «Ачаш кулăш вăрттăнлăхĕ» кĕнеки (редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Владимир Гончаров) пичетленсе тухрĕ. Сăмах май, унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2016 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.
Куласси кулянасси маар, кăмăла хуçмасть. Кăшт йĕплесе илни çитменлĕхсемпе кĕрешме пулăшать, чăнлăха суяран уйăрма вĕрентет. Çак шухăш кăшăлласа тăрать те кăларăмри калавсемпе юмахсене тата юптарусене. «...Айăпа кĕнисене нихăçан та пуçран çапнă пек тÿнккемелле маар, «ачаш» кулăш урлă тÿррĕн асăрхаттармалла...», - тесе палăртать Николай Петрович. Хăйне евĕрлĕ танлаштарусемпе юмах сăнарĕсем урлă пурнăç тÿнтерлĕхĕсене уççăнах кăтартса парать вăл.
XXI ĕмĕрте ачапча та самана улшăнăвĕсене çивĕч туять, кулленхи пулăмсене ăнланма тăрăшать. Çакна пĕрремĕш калаврах («Ачаш кулăш вăрттăнлăхĕ») асăрхатпăр. Шкулта вĕренекен Петя Лавочкин дневникри паллăсемшĕн, футболшăн, компьютер вăййишĕн мар, пачах урăххишĕн канăçне çухатнă. «Мĕншĕн ют çĕршывсем Раççейе хирĕçле санкци тăратаççĕ» - акă мĕн хумхантарать арçын ачана. «Çăлăнăç - ĕçре» фельетон хайланă май тĕрлĕ пĕтĕмлетÿ патне пырса тухать вăл.
Çитĕнекен ăрупа аслисем хушшинчи хутшăнусене аван çутатса панă çыравçă. «Пурнăç кĕнекинчи» Пракуша ав аслашшĕн калавĕ пурнăç çине урăх куçпа пăхма, хăй тавра пулса иртекен ĕçсене çĕнĕлле хаклама хистет.
Юмахсем вулакана асамлă тĕнче хутлăхне ертсе кĕреççĕ. Чăн паттăрлăх мĕнре, пурлăх-и е туслăх хаклăрах, сăмах чăннипех те хăватлă-и, мĕншĕн уйăп çуркунне çурçĕрелле вĕçет, йытăпа кушак мĕн çухатнă, çак тата ытти ыйтусен хуравĕсене кĕнеке страницисенче тупайăр.
Юптарусенче те шахвăртса, вăлтса калани пытарăннă. Чĕрчунсемпе япаласен сăнарĕсем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ урлă çынсен пурнăçнех кăтартса парать Николай Ишентей.
Кашни хайлав хăйне евĕрлĕ, интереслĕ. Сăнарсем пĕрре кулăшла лару-тăрăва çакланаççĕ, тепре кăткăс самантсемпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Пăтăрмахсенчен тивĕçлĕ хăтăлса тухасси, вĕсен тивĕçĕ. Мĕн пирки систерет-ха çыравçă. Тен, вăл çамрăк вулакансене самана сиплевçисем пулма тата телей çулне шырама чĕнсе калать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев