News by date 1 April 2017
-
Грипп иртмен-ха
Раççейре март уйăхӗн 20-мӗшӗнчен пуçласа кăна гриппа тата ОРВИпе чирленисен шучӗ 14 процента ӳснӗ, тесе пӗлтерет РИА Новости Роспотребнадзор ертӳçин Анна Попован сăмахӗсем çине таянса. Çакăн пек лару-тăру сахалтан та тата икӗ эрнене тăсăлать иккен-ха. Çаплах В вируслă гриппа чирлекенсем те нумайланнă, вӗсем уйрăмах Калмăк Республикипе Кемерово облаçӗнчи шкул ачисен...
-
Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне кулăш кĕнеки тухнă
Кулăшсăр пурнăç тăварсăр яшка пекех. Унăн тути-техĕмĕ чĕре патне пымасть, ăшăтмасть, кичемлĕхе сирсе яраймасть. Ырă шÿт вара кăмăла çĕклет, самантлăха та пулин йывăрлăхсене манма хистет, шанăç парнелет. Унăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăккине ĕлĕкех чухланă. Ахальтен мар чăвашсем: «Кулма пĕлекен ватăлма пĕлмен», - тесе шахвăртнă. Чăваш кĕнеке издательстви пархатарлă çул-йĕртен пăрăнмасть, çамрăк...
-
Кулăш
- Кĕркури, эсĕ хăвăн арăмна хĕр чухне вăрласа килнĕ теççĕ. Суяççĕ пулĕ, - теççĕ Кукша Кĕркурине пасарта тĕл пулсан Ахманейпе ытти куштансем. - Чăнах. Вăрласа килнĕччĕ, - тунмасть Кукша. - Кам та пулин пулăшрĕ ахăр сана? - Ашшĕ-амашĕ пулăшнăччĕ çав. *** - Çуралнă кунсене ăçта паллă тăватăр? - Арăмăн çуралнă...
-
Алексеевскисен çĕнĕ председатель
Тутарстан Республикин Алексеевски районӗнче пӗр чăваш ялӗ кăна - Чăваш Майни. Ытти ялсенче ытларах вырăссемпе тутарсем пурăнаççӗ, чăвашсем пур пулсан та вӗсенчен нумайăшӗ вырăсланнă. Ваттисем тăван чӗлхепе калаçсан, çамрăксем пӗлмеççӗ тесен те юрать. Пысăк хăвăртлăхпа вырăсланса пыракан халăхăмăрпа мӗн пулатчӗ-ши, енчен те çак районта хăй вăхăтӗнче Чăваш наципе культура центрне...
-
Кĕленчепе хута уйрăмшмар
Тӗрӗссипе, çӳп-çапа уйăрса пухас ыйту пирӗн республикăра та ӗнер-паян кăна тăмасть. Пысăк хуласем майпен ку ыйтăва татса парасси çине куçса пыраççӗ. Тӗрлӗ çӳп-çап (пластик, кӗленче, хут) валли уйрăм контейнерсем ларнине нумай çӗрте курма пулать. Енчен те çӳп-çапа уйăрса пухасси хальччен сӗнӳ пек кăна пулнă пулсан, 2018 çулта çак ӗçе хушса...