Кĕленчепе хута уйрăмшмар
Тӗрӗссипе, çӳп-çапа уйăрса пухас ыйту пирӗн республикăра та ӗнер-паян кăна тăмасть. Пысăк хуласем майпен ку ыйтăва татса парасси çине куçса пыраççӗ. Тӗрлӗ çӳп-çап (пластик, кӗленче, хут) валли уйрăм контейнерсем ларнине нумай çӗрте курма пулать. Енчен те çӳп-çапа уйăрса пухасси хальччен сӗнӳ пек кăна пулнă пулсан, 2018 çулта çак ӗçе хушса...
Тӗрӗссипе, çӳп-çапа уйăрса пухас ыйту пирӗн республикăра та ӗнер-паян кăна тăмасть. Пысăк хуласем майпен ку ыйтăва татса парасси çине куçса пыраççӗ. Тӗрлӗ çӳп-çап (пластик, кӗленче, хут) валли уйрăм контейнерсем ларнине нумай çӗрте курма пулать. Енчен те çӳп-çапа уйăрса пухасси хальччен сӗнӳ пек кăна пулнă пулсан, 2018 çулта çак ӗçе хушса тутарас шанăç пур. ТР Премьер-министрӗ И.Халиков мартăн 25-мӗшӗнче «Коммуналлă каяшсене (отходсене) пухмалли йӗрке (çав шутра уйрăмшар пухасси те) çинчен» постановление алă пусса çирӗплетнӗ. Постановлени 2018 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрет. Муниципаллă йӗркеленӳсем çав вăхăтчен право акчӗсене йӗркене кӗртмелле-мӗн.
Çитес çултан коммуналлă каяшсене пуçтармалли пӗрлехи йӗрке пулать. Вăл шăпах çӳп-çапа уйрăмшар пухса уйăрассине хавхалантармалла та. Çакă çӳп-çап куписен калăпăшне чакарма, утилизацие лайăхлатса сиенсӗртерех тума кирлӗ.
Çапла майпа ял-хула хăйтытăмлăх органӗсем çӳп-çап пуçтарма хутшăнмах тивӗ. Анчах çак йӗрке промышленность, строительство, радиоактивлă, медицина, биологи каяшӗсене, хура шыва пуçтарса тирпейленӗ чухнехи каяшсене, автомобильсемпе ун пайӗсене тата озон сийне пӗтерекен веществосене пырса тивмест.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев