Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне кулăш кĕнеки тухнă
Кулăшсăр пурнăç тăварсăр яшка пекех. Унăн тути-техĕмĕ чĕре патне пымасть, ăшăтмасть, кичемлĕхе сирсе яраймасть. Ырă шÿт вара кăмăла çĕклет, самантлăха та пулин йывăрлăхсене манма хистет, шанăç парнелет. Унăн витĕмĕпе пĕлтерĕшĕ пысăккине ĕлĕкех чухланă. Ахальтен мар чăвашсем: «Кулма пĕлекен ватăлма пĕлмен», - тесе шахвăртнă.
Чăваш кĕнеке издательстви пархатарлă çул-йĕртен пăрăнмасть, çамрăк...