Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
ЧНКА хыпарӗсем

Ӳркене пӗлмен çыравçă

Пирӗн ентешӗн Анатолий Сафронович Чебановăн профессийӗ литературăпа та, чӗлхепе те çыхăнман. Вăл - ял хуçалăх специалисчӗ. 40 çул зоотехник пулса ӗçленӗ, çав шутран 12 çулне Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри А.Калинин ячӗллӗ хуçалăхра. Ыттине Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче. Анатолий Сафронович литература ӗçне Хурăнвар Шăхалӗнчи шкулта чухнех пуçăннă тесен те юрать. Çапах...

Пирӗн ентешӗн Анатолий Сафронович Чебановăн профессийӗ литературăпа та, чӗлхепе те çыхăнман. Вăл - ял хуçалăх специалисчӗ. 40 çул зоотехник пулса ӗçленӗ, çав шутран 12 çулне Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри А.Калинин ячӗллӗ хуçалăхра. Ыттине Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнче.

Анатолий Сафронович литература ӗçне Хурăнвар Шăхалӗнчи шкулта чухнех пуçăннă тесен те юрать. Çапах та ку ӗç Алешкин Саплăкра ӗçленӗ чух ăнăçлă пынă, мӗншӗн тесен хăйӗн камичӗсене, пьесисене шăпах кунта ӗçленӗ чух çырнă. Пьесисене кунти сцена çинчех пуçласа лартнă. Премьерăн «артисчӗсем» вара ял çамрăкӗсем, ял хуçалăх ӗçченӗсем, вырăнти шкул учителӗсемччӗ. Кашни постановкăна халăх пит çивӗч сӳтсе яватчӗ, критиклетчӗ те, мухтатчӗ те, сӗнӳсем те паратчӗ. Пьесăсен авторӗ, спектакльсен режиссерӗ Анатолий Сафронович вара тимлӗн итленӗ хыççăн пурне те тав туса, вӗсен сӗнӗвӗсене малашне шута илме шантаратчӗ. Вăл çак йӗркесен авторӗпе те нумай канашлатчӗ.
А.Чебановăн пӗрремӗш «Нянька» комедийӗ 1967 çулта «Тăван Атăлта» пичетленнӗ. Анчах та Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗн сцени çине «Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мăнукне авлантарать», «Мыскаран мăйраки кукăр», «Чӗнмен хăнасем» комедийӗсем тухсан кăна драматург пек палăрчӗ.
«Праски инке хӗр парать» комедийӗ чăваш халăхӗшӗн чăн-чăн парне пулчӗ. Ăна театрта пӗр чарăнмасăр 17 çул лартрӗç. «Праски кинеми мăнукне авлантарать» спектакль те 15 çул репертуарта пулчӗ. Театр çак постановкăпа Мускавра, Санкт-Петербург­ра, Хусанта, Ульяновскра, Ярославльте, Самарта, Анат Камăра, Стерлитамакра, Йошкар-Олара, Çырчаллинче тата ытти чылай хулара гастрольпе пулчӗ.
Мари чӗлхине куçарнă «Прас­ки инке хӗр парать» камите Йошкар-Олари М. Шкетан драма театрӗнче 10 çула яхăн лартрӗç. Ăна кунти халăх хăйсен пьеси пекех йышăнчӗ.
Писатель, поэт, драматург А.Чебанов хăйӗн вăрăм мар ӗмӗрӗнче 300 яхăн пьесăпа инсценировка, пиншер сăвă, пӗр роман, вуншар калавпа очерк çырма ӗлкӗрчӗ. «Просватанная девушка» кӗнеки, Н.С.Чебановпа, В.М.Клементьевпа пӗрле çырнă «Родимый край» истори очеркӗ, «Родные просторы» кӗнекисем, икӗ томран тăракан «Грустно колышется ковыль белоснежный» романӗ, «Чуваши-дрожжановцы Республики Татарстан» историпе этнографи очеркӗ тата ытти кӗнекисем тухрӗç.
Анатолий Сафроновичăн пер­­сонажӗсем пурте пурнăçран ил­нисем. Вӗсен характерӗсене питӗ те тӗрӗс кăтартма ăстаччӗ, мӗншӗн тесен халăхăн йăли-йӗркине, кулленхи пурнăçне лайăх пӗлетчӗ. Персонажсен диалогне юрăпа, ташăпа пуянлатни те вырăнлăччӗ. Сюжет­ри конфликтсем урлă вӗсен психологине уçатчӗ, куракана шухăшлаттаратчӗ.
А.С.Чебанов Раççей Писательсен союзӗн, Чăваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, ЧР культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Тăрăшуллă ӗçшӗн Культура министерствин, Писательсен союзӗн, Ульяновск облаçӗн нумай Хисеп хутне тивӗçнӗ. Унăн ячӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн Хисеп кӗнекине те кӗнӗ.
Анатолий Сафронович çап­лах лайăх мăшăрпа аттеччӗ те. Мăшăрӗпе Авдотья Ивановнăпа хӗрпе ывăл ӳстерсе пурнăç çулне кăларчӗç. Вӗсен халӗ икӗ мăнук ӳсет. Пурнăçра вăл питӗ сăпайлă, тарават, ырă çынччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев