Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

14 сыпăкран тăракан поэмăра вирьял чăвашӗсен туйӗ çинчен çырса кăтартнă

Чăваш туйӗ – халăхăн пурнăçӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăмсенчен пӗри. Унăн йăли-йӗрки, илемӗ, пуянлăхӗ ăруран ăрăва куçса пынă. Тӗрлӗ вырăнти чăвашсен – вирьялпа анат енче пурăнакансен – туй йӗрки кăшт уйрăлса тăнă. Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Сăкăт Ваньккин «Кукаç туйӗ» поэми кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Дарья Степанова.

 

 

Автор çинчен

Сăкăт Ванькки (Иван Петрович Ефимов) – çыравçă, таврапӗлӳçӗ. Вăл 1955 çулхи çу уйăхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Етӗрне районӗнчи Орапакасси ялӗнче çуралнă. Ача чухнех сăвăсем çырнă. Ялти пуçламăш, Палтайри вăтам шкулсенче вӗреннӗ, унтан Чулхулари автозаводра наладчикра ӗçленӗ. Салтакран таврăнсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вӗренме кӗнӗ. 1983 – 2004 çулсенче Чулхула облаçӗнче пурăннă, 2005 çулта Чăваш Ене таврăннă. Вăл М.Лермонтовăн «Мцыри», С.Есенинăн «Анна Снегина» поэмисене чăвашла куçарнă.

Сăкăт Ванькки чăваш халăхӗн йăли-йӗркине пысăк тимлӗх уйăрать.

Хайлавра автор вирьял чăвашӗсен туй йăли-йӗркине çырса кăтартнă, вирьял чăвашӗсен калаçăвӗпе усă курнă, чылай сăмах çаврăнăшӗн пӗлтерӗшне уçса панă. Тӗпре – кукашшӗ авланни. «...Манăн Çемен кукаç (Семен Николаевич Мидаков, 1880 – 1961) Уйкасси ялӗнчен пулнă. Кукамай Турхла ялӗнче çуралса ӳснӗ. Вӗсем Мăн Шемертен чиркӗвӗнче паллашнă (халӗ вăл чиркӳ çук ӗнтӗ)... Ку кӗнекере эпӗ вӗсен туйне тӗпе хурса хамăр тăрăхри йăла-йӗркене çырса парас терӗм. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗçӗнче пӗрлешнӗ», – каласа парать автор кӗнеке пуçламăшӗнче.

Поэмăра пурӗ 14 сыпăк, вӗсене çак йӗркепе вырнаçтарнă: «Качча кайиччен», «Евчӗ яни», «Качча пăсма пыни», «Çураçни», «Хӗре киле леçни», «Туй шилӗк карти туни», «Туй пуçӗ. Туй умӗн хӗрсен килне çитсе туй килесси çинчен пӗлтерни», «Хӗр илме кайни», «Чышкă туйӗ», «Туй хӗрпе çитни», «Тепӗр кунне ирхине», «Çӗнӗ хăта халăхӗ килни», «Таврăна» тата «Пурнăç малалла пырать».

Туя çывăх тăвансем, паллах, парнесӗр кайман. Ун чухне мăшăра пурнăçа пуçласа яма, хальхи пек, укçа мар, выльăх-чӗрлӗх е япала панă. Анчах парнисене те суйлама пӗлмелле иккен. Тăванӗсем мăшăр сурăх, мăшăр хур, хӗр амăшӗ пăру парнеленӗ, выльăх-чӗрлӗх пурнăçа сыпăнтарать тенӗ. Пурнăçа каялла яракан «парнесем» мӗнсем шутланнă-ши? Кăна кӗнекепе паллашсан пӗлме пулать.

Чышкă туйӗ пирки вара автор çапларах çырать: 

Чышкă туйӗ – юнлă туй,

Пурнăç çулӗ çуккă ун.

Хирӗç икӗ туй пулни

Нихăçан ырă пулман.

Пӗр-пӗрне ирттерменни

Çӗн çынсене кун паман.

Чышкăпа харкашу туй илемне ан пăсчăр тесе вӗсенчен епле хăтăлнине те вулакансем кăларăмра вуласа пӗлӗç. Унсăр пуçне ар туйӗ епле иртнине, корна мӗнлерех йăла пулнине, сурпан сăри хăçан ӗçнине тата ыттине те ăша хывма пултарӗç.

 

Дарья МОРОЗОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев