News by date 28 December 2025
-
Асăрханăр: транспортра кӗсье вăррисем пур
Хусанти «Савиново» полици уйрăмне те хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Кошелекне автобусра вăрланă унăнне.
-
Уява кӗтсе
Çинук ирпе пилӗк сехетрех вӑранчӗ. Çемçе диван çинчен тӑчӗ те чӳрече патнелле майӗпен утса кайрӗ. Яланхиллех урама тинкерчӗ. Ак тамаша! Пӗр каçра юр çуса лартнӑ, картише те хӳсе кайнӑ. Шалт тӗлӗнчӗ.
-
14 сыпăкран тăракан поэмăра вирьял чăвашӗсен туйӗ çинчен çырса кăтартнă
Чăваш туйӗ – халăхăн пурнăçӗнчи чи пӗлтерӗшлӗ пулăмсенчен пӗри. Унăн йăли-йӗрки, илемӗ, пуянлăхӗ ăруран ăрăва куçса пынă. Тӗрлӗ вырăнти чăвашсен – вирьялпа анат енче пурăнакансен – туй йӗрки кăшт уйрăлса тăнă. Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче Сăкăт Ваньккин «Кукаç туйӗ» поэми кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Дарья Степанова.