Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Асăрханăр: транспортра кӗсье вăррисем пур

Хусанти «Савиново» полици уйрăмне те хӗрарăм пулăшу ыйтса килнӗ. Кошелекне автобусра вăрланă унăнне.

Йӗрке хуралӗ çийӗнчех оперативлă шырав йӗркелесе вăрра тытса чарнă. Кун йышши преступленисемшӗн маларах судпа айăпланнă 53-ри Хусан çынниех вăл. Ун енӗпе те уголовнăй ӗç пуçарнă. Паллă ӗнтӗ, закона пăснăшăн суд сакки çине каллех ларма тивет унăн. Хальлӗхе вара хуларан тухса кайма юраманни çинчен алă пустарнă. Полици вăл çакнашкал ытти преступленисене тума пултарнине тӗрӗслет. 

Куратпăр ӗнтӗ, кӗсье вăррисем çинчен пӗр хушă илтӗнмерӗ пулсан та ниçта та кайман, юнашарах вӗсем. Çавăнпа полици граждансене çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче тата обществăлла транспортра тимлӗрех пулма, документсене, укçапа телефона шанчăклă вырăнта тытма сӗнет. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев