Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Уява кӗтсе

Çинук ирпе пилӗк сехетрех вӑранчӗ. Çемçе диван çинчен тӑчӗ те чӳрече патнелле майӗпен утса кайрӗ. Яланхиллех урама тинкерчӗ. Ак тамаша! Пӗр каçра юр çуса лартнӑ, картише те хӳсе кайнӑ. Шалт тӗлӗнчӗ.

– Ӗнер çеç çӗр хуралса выртатчӗ, паяна кӗтмен çӗртен юр çунӑ, – хăйпе хăй калаçса кухньӑна утрӗ хӗрарăм. – Хӗл хӑйӗннех тӑвать çав. Юрӗ те çăвӗ, çил-тăманӗ те алхасӗ...

Çак хушӑра кил-çуртри тӗрлӗ ӗçсене пурнӑçлама ӗлкӗрчӗ. Упӑшкине вӑратма тесе пӳлӗме кӗчӗ.

– Микулай, тӑр атя. Кӳршӗсем тухиччен хапха умӗсене юртан тасат. Çулсене уçса тух. Тӗлӗнччӗр мӗнле ӗçчен кусем тесе, – мӑкӑртатрӗ пӳлӗме кӗрсен. – Мӗнле кахал эсӗ çав териех? Ир пулнӑ, вӑранас теместӗн. Ыйхӑ чӑпти. Çывӑрма ӗлкӗрен кайран та. Çӗрӗпе кино курса выртсан тӑрас килмест пуль çав…

– Чан сасси пек хытӑ ан янӑра-ха. Вӑраннӑ паçӑрах. Кӑшт выртас терӗм. Çутӑларах патӑр терӗм. Сан сассуна та илт­рӗм. Çиçӗм пек хӑвӑрт утса çитрӗн, – хуравларӗ Микулай.

– Тӑрӑлтаттармасӑр вырӑнтан та хус­калмастӑн. Вунӑ минут хушшинче мӗн чухлӗ ӗç пурнӑçлама пулать. Ӳркенмелле мар çеç. Эпӗ вӑраннӑранпа пукан çине те ларман. Чейнике шыв ярса вӗретрӗм, яшка пӗçерме  çӗрулми шуратса хутӑм. Кукӑль валли чуста çӑртӑм, ӑшлăх валли купӑста тураса хатӗрлерӗм, çӑмарта лартса ятăм.

– Ытла та нумай ӗçленӗ. Эс маттур вӗт. Сана мухтаса пӗтереес те çук. «Ир тăракан тутă пулнă», – тетчӗç ваттисем. Сан пирки каланӑ пекех илтӗнет. Эс ялта та пӗрре пуль? Сан пек ӗçчен çынна ялта мар, хулара та тупма йывӑр, – йӗкӗлтесе илчӗ арӑмне Микулай.

– Эс мӗн, манран ирех куласшӑн-и?! Тупнӑ ирех ман кӑмӑла пӑсмалли!  Тухса тасат хӑвӑртрах! Атту йӗтӗрпе тӗл персе лектереп ак! – çиллессӗн пӑс­кӑртрӗ Микулая.

– Снайперша тупӑннӑ. Хӑрушӑ пулса кайрӗ, – терӗ те Микулай вӑшӑл-вашӑл тумланса картишне тухрӗ. Кӗреçе илсе юр хырма пуçларӗ. Çав самантра сӑнчӑрти Шарик йытти хăйӗн хӳшшинчен тухса вӗрсе илчӗ.

– Эх, Шарик, сана аван. Вӑрçакан та, ӗç хушакан та çук, – тесе йыттине çурӑмӗнчен сӑтӑркаласа, ачашласа илчӗ. – Мана ав ирех урама хӑваласа кӑларчӗ арăм.

Йытти хуçине ӑнланнӑ пек вӗрсе илчӗ, йӗри-тавра сиккелесе çаврӑнчӗ, хӳрипе пӑлтӑртаттарчӗ. Картишне тасатсан урама тухрӗ, кунта ӗçӗ тата пайтахрах курӑнчӗ.

– Çул патне çитиччен хырмалӑх пур-ха, – калаçрӗ Микулай хăйпе хăй.

Пăртак ӗçлесен канса илчӗ. Кайран юра вӑшӑл-вашӑл ывӑтса пӗтерчӗ те пӳрте кӗчӗ.

– Саша та ӗç хыççӑн çемйипе Çӗнӗ çула яла килетпӗр тесе шӑнкӑравларӗ, çулсене тасатса пӗтертӗн-и?! – ыйтрӗ Çинук кӗнӗ-кӗменех.

– Пӗтертӗм, халтан кайрӑм. Пӗр каçра юрӗ çумаллипех çунӑ, – хаш сывларӗ упӑшки.

– Мунча хутса ярсан та юрать ачасем килнӗ çӗре. Кукӑль пӗçерсе пӗтересчӗ мӑнукӑмсем çитиччен, – калаçрӗ Çинук.

– Юрать. Шыв йӑтса хурсан кӑмакине хутса ямалли çеç юлать, ачасем çитнӗ çӗре хатӗр пултӑр, – терӗ упӑшки.

Кӑнтӑрлаччен канса илчӗç арăмӗпе упăшки. Çинук пуçланӑ мӑшӑр нускине çыхса пӗтерме ларчӗ. Микулай телевизор ярса çӗнӗ хыпарсемпе  паллашрӗ, унтан мунча хутса ячӗ. Çенӗкрен хурӑн милӗкӗсем йӑтса тухрӗ, мунча пӑлтӑрне кайса хучӗ. Картишне кӗрсен кукӑль шӑрши сӑмсана кӑтӑкларӗ. Чӳречерен Çинук тӗпелте ӑшталанса апат-çимӗç хатӗрлени курӑнчӗ...

Ӗç кунӗ вӗçленчӗ. Хуларан яла кайма тухнă машинăсем пробкăра тăраççӗ, темиçе çухрӑма çитиех тӑсӑлать вăл. Пурте яла васкаççӗ пулас Çӗнӗ çул кӗтме. Хула шӑв-шавӗнчен канас тесе тӑванӗсем патне кайма тухнă нумайăшӗ. Саша та çемйипе яла кайма тухнӑ, çул çинче нумай вӑхӑт ирттерчӗç. Çакă кӑмӑлне кӑшт пӑсрӗ пулин те, тӑван яла, ашшӗ-амӑшне курас килни ырă туйăм парнелерӗ ăна. Ачисем те ывӑнчӗç ӗнтӗ час çитейменнипе, тӗк лараймарӗç. Шав хӑçан çитессине тӗпчерӗç. Ӗçесси, çиесси килчӗ вӗсен.

Каçхи тӑхӑр сехете çеç тăван килӗ умне çитсе чарӑнчӗ çамрăк çемье. 

– Епле çитрӗр? – пӑшӑрханса ыйтрӗ ывăлӗн çемйине кӗтме тухнă Микулай. – Чиперех-и?

– Паянхи пек нумай вӑхӑт хушши ча­рӑнса ларни пулманччӗ, питӗ чӑрмавлӑ пулчӗ, – терӗ ывӑлӗ. – Айлӑмрах вырӑнсенчи çулсене вырӑн-вырӑнпа юр хӳсе кайнӑ. Икӗ çухрӑма та тӑсӑлать пуль пробка. Тасатса тухнӑ çӗре каллех юр шӑлса антарать.

– Çил-тӑман татах тухасшӑн пуль, çил те вӑйланчӗ, юрӗ те вӗçтеркелет, – терӗ ашшӗ.

Сашăпа ашшӗ сумкисене йӑта-йӑта кӗчӗç, ачисем те амӑшӗпе пӗрле пӳртелле васкарӗç.

– Эй, маттурккасем, манӑн пӗчӗкскерсем! Иртӗр, салтӑнӑр, – савăнӑçлӑн ытамларӗ Çинук мăнукӗсене.

– Мунча хӗрӳ чух кайса çӑвӑнса тухӑр, – терӗ ашшӗ.

Кивӗ çул вӗçленсе те килет. Кинӗ Натали мунчаран тухсанах сӗтел çине апат-çимӗç лартма пуçларӗ. Асламӑшӗ мăнукӗсене, Алешăпа Мирослава, пылак кучченеçсем пачӗ. Ачасене çакă çеç кирлӗ тейӗн – вӗсем тӳрех коробкăна уçса пылак çимесене тутанма пуçларӗç.

Юманкассинчи Сидоровсен ытти чух шăплăх хуçаланнă пӳрчӗ паян хаваслӑ йӑл-кулӑпа, ачасен сассипе тулчӗ. Пурте пӗрле тулӑх сӗтел хушшине ларчӗç. Пӗр-пӗрне ырӑ сунӑмсем каларӗç. Сехет йӗпписем çур çӗр çитнине пӗлтерсе сас парсан:

– Ырӑ-сывӑ, тӑнӑç пурнӑçпа пурӑнмалла пултӑр пурин те! – терӗ те Микулай шампански уçса фужерсене тултарчӗ, аслисене тыттарчӗ.

– Мӗн ӗмӗтленни пурнӑçа кӗтӗр! – терӗ Çинук савăнăçлăн.

– Çӗнӗ çулта лайӑххи кӑна пултӑр, начарри вара хыçа юлтӑр, – терӗ Саша.

– Çӗнӗ çулпа! – терӗ Натали те хавассӑн.

Тулли фужерсене шаккаса шампан­ски тутанчӗç. Тахçанччен шӑкӑлтатса ка­лаç­са ларчӗç. Çывӑрма васкакан пулмарӗ. Эх, аван-çке пурте пӗрле пухӑнсан! 

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ, 

Çӗнӗ Упи.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев