33 çул штурман пулса самолетпа вӗçнӗ
Çулла. Урамра хӗвеллӗ кун. Эпӗ тăван ялти хам çуралса ӳснӗ çурта пырса кӗтӗм. Стена çинчи аттепе анне сăнӳкерчӗкӗсем çине пăхса йӗнӗ хыççăн килти ӗçсене пурнăçлама тытăнтăм. Çурта тасатса тухсан, урайсене çуса, картишне шăлса майланă хыççăн пахчана йӗркене кӗртме тухрăм. Çуркунне лартса хăварнă пахча çимӗçе çумламалла, шыв сапмалла. Вăхăт питӗ хăвăрт иртсе кайрӗ. Сиссе те юлаймарăм – каç та пулма тытăнчӗ.
Кивӗ альбомри сăнӳкерчӗк
Яла килсен хама пурнăç панă çынсем пухнă альбома уçса пăхмасăр, сархайнă шурă-хура сăнӳкерчӗксене курмасăр нихăçан та кайман эпӗ. Çемье альбомӗнче упранаканскерсем вăй хушаççӗ мана.
Акă алла илтӗм кăна – сасартăк пӗр сăнӳкерчӗкӗ сӗтел çине тухса ӳкрӗ. Ман çине яштака пӳ-силлӗ, илемлӗ каччă пăхать. Летчик формипе хăй. Хыçала мӗн çырнине çавăрса пăхрăм та кам иккенне пӗлме – чӗрене канлӗ, ырă пулса кайрӗ. Илемлӗ почеркпа: «На долгую память дорогому учителю Михаилу Никифоровичу от Сергея Бахтина», – тесе çырнă.
Эпӗ шухăша кайрăм. Сергей ман аслă аппапа 10 çул пӗрле вӗреннӗ. Кивӗ Улхашра 10 класс пӗтернӗ. Пирӗн ялта, Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче, тулли мар вăтам шкул кăна пулнă та-ха. Эпӗ хам та икӗ çул Кивӗ Улхаша çӳренӗ.
«Эх, шухăшăм, епле те шухă эс,
Каллех чӗнен таçта инçе, инçе...»
– Николай Карлин çырнă юрă аса килчӗ. Шухăшсене тытса чарма çук. Сергее юлашки хут аппа туйӗнче курнăччӗ. Урăх пӗрре те куçа-куçăн тӗл пулма пӳрмен.
Ун чухне ача кăна пулнă-ха эпӗ. Вăл каччă енчен туя килнӗ. Эпир, çап-çамрăкскерсем, тӗпелтен туй курса тăратпăр. Акă пӗр йӗкӗт, хура костюмпа, яштака, кӗрнеклӗ, пирӗн пата пырса тăчӗ те:
– Хӗрсем, мӗншӗн ташламастăр? – терӗ.
Эпир вăтанса, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӗпелелле кӗрсе кайрăмăр, пăшăл пăтти пӗçертӗмӗр.
– Мӗнле хитре каччă – Сергей Бахтин! – терӗмӗр пӗр саслăн пулса.
Хамăр куç илмесӗр чаршав хыçӗнчен ун çине пăхса тăтăмăр.
Ашшӗ те, амăшӗ те вырăсчӗ
Ялта унăн ашшӗ те, амăшӗ те вырăсла калаçатчӗç. Вӗçкӗнленсе мар паллах. Мăшăр Çӗнӗ Йӗлмеле урăх çӗртен куçса килнӗ. Иккӗшӗ те вырăс çыннисем. Пурăннă май чăвашла та чиперех сăмахсемпе перкелешетчӗç вӗсем. Пирӗн анне Анисия Петровна патне Нюра аппа (Сергей амăшӗ) килсе калаçса ларма юрататчӗ. Хăй кил хуçисене хисеплесе чăвашлах пуплетчӗ. Хăш-пӗр сăмахсене тӗрӗсех калаймастчӗ. Ăна итлесе ларма килӗшетчӗ пире, сак тулли ача-пăчана. Тирпейлӗ, питӗ сăпайлă вырăс хӗрарăмӗччӗ Анна Николаевна. Халӗ те куç умӗнчех тăрать. Кӳрши-арши Нюра аппа тесе чӗнетчӗ.
Сергейăн ашшӗ те вырăсчӗ. Тимӗрçӗре вăй хуратчӗ. Иван пичче тесе чӗнетчӗç. Иван Федорович финн вăрçинче пулнă, Аслă вăрçăран тем пек йывăр аманса килнӗ. Иван Бахтин кавалерист пулнă иккен. Ултă çул пулнă теççӗ фронтра. Пирӗн пата килсен аттепе, Михаил Никифорович Егоровпа, хаяр вăрçă çулӗсем çинчен калаçатчӗç. Урисем ыратнипе вăйлах нушаланнă ахăр. Ӗмӗрӗ кӗске пулчӗ вăрçă ветеранӗн. 1960 çулта çӗре кӗчӗ те юратакан çемйи тăлăха юлчӗ. Савнă мăшăрӗ, икӗ ачи, амăшӗ (Сергей асламăшӗ) чăваш ялӗнчен ниçта та куçса каяс темен урăх.
Иван Федоровичăн амăшӗ Евдокия ятлă илемлӗ, çӳллӗ хӗрарăмччӗ. Çулне кура мар çамрăк та вăр-вар курăнатчӗ. Чăвашла пӗлместчӗ. Вырăсла кăна таса та илемлӗ калаçатчӗ.
Йăх-несӗлӗ Марий Элтан
Сăнӳкерчӗксене пăхса ларнă май ман ума кăсăк ыйту тухса тăчӗ. Ăçтан килсе лекнӗ-ха çак вырăс çыннисем пирӗн яла? Кун пирки эпӗ хулара пурăнакан тăванӗсене шыраса тупса калаçма шухăшларăм. Телефонне тупса ывăлӗ Сергей патне шăнкăравларăм.
Сергей Бахтин хальхи вăхăтра Хусанта пурăнать иккен. Тӗлӗнмелле интереслӗ япаласем каласа пачӗ арçын хăйӗн йăх-ăрăвӗ çинчен. Ыйтăвӗ те, паллах, чи малтан сумлă çынсен йăх-несӗлӗ çинчен пулчӗ.
Бахтинсен çемйи Çӗнӗ Йӗлмелне Марий Эл Республикинчен, тӗрӗсрех каласан Козьмодемьянск хулинчен, куçса килнӗ иккен. Сергей Ивановичăн аслашшӗпе асламăшне, Федор Герасимовичпа мăшăрне тата арçыннăн икӗ пӗртăванне, Дмитрий Герасимовичпа Михаил Герасимовича, патша самани вăхăтӗнче социал-демократсемпе çыхăну йӗркеленӗшӗн чăваш ялӗсене ссылкăна янă иккен. Дмитрий Герасимович хамăр тăрăхри Кивӗ Улхаш ялне (халӗ Ульяновск облаçне кӗрекен Чăнлă районӗнчи пысăк сала) лекет, Михаил Герасимович – Пашьелне (халӗ Чăваш Республикине кӗрет). Федор Герасимовича – пирӗн яла яраççӗ.
Иван Федоровичăн ашшӗ, Федор Герасимович, хыснаран кивçен укçа (ссуда) илсе Çӗнӗ Йӗлмелӗнче тимӗрçӗ лаççи уçать. Вăл çӗнӗ çӗре, пысăк чăваш ялне, мăшăрӗпе килет. Пирӗн тăрăхри чаплă тимӗрçӗсен йышне кӗрет. Кил-йыш хушăнать: ывăлпа хӗр, Иванпа Мария, çуралаççӗ. Вара колхозсем тунă вăхăтра тӗреклӗ кил пуçӗ тимӗрçӗ лаççине коллективлă хуçалăха парать те çемйине Çӗпӗре ярасран сыхласа хăварать.
Ӳссе çитсен Мария тӗнчене тухса кайнă, Иван Çӗнӗ Йӗлмелнех пурăнма юлнă. Ашшӗ, Федор Герасимович, 1953 çулта Сталинпа пӗр кун вилнӗ тет. Çапла аса илет аслашшӗне мăнукӗ – Сергей Иванович Бахтин. Вăл ун чухне 5 çулхи арçын ача кăна пулнă-ха.
– Асаттене пытарнине эпӗ астăватăп, – тет 1948 çулта çуралнă хисеплӗ ентешӗмӗр.
Министрта ӗçленӗ Дементьев – Бахтинсен тăванӗ
Анна Николаевнăпа Иван Федоровичăн çемйинче икӗ ача çут тӗнчене килнӗ: Виктор тата Сергей. Сергей Бахтин Çӗнӗ Йӗлмелти сакăр çул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыççăн Кивӗ Улхашра вăтам пӗлӳ илет. Пысăк та çутă ӗмӗтпе пурăнаканскер малалла аслă пӗлӳ илме Ульяновск хулине кайнă. Ял ачи вӗçме хатӗрлекен аслă шкула (ШВЛП) кӗрет. 1969 çулта унтан ăнăçлăнах вӗренсе тухать. Йӗкӗт направленипе Хусан хулине лекет. Сывлăшри çул-йӗре йӗркелекенте вăй хурать вăл. Икӗ çултан штурмана вӗренме Сергей Ивановича Украинăри Кировоград хулине яраççӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел ачи хăй вăхăтӗнче ИЛ-14, ТУ-124, АН-8, АН-12, АН-26, ИЛ-76, ИЛ-62 самолетсемпе вӗçнӗ. 33 çул штурман пулса малтан – 2, унтан 3 класлă категорисемпе пӗлӗте кăйкăрла çӗкленнӗ. Вӗçме пăрахсан Сергей Бахтин 16 çул (2003 – 2019 çулсенче) Хусанти авиаци заводӗнче вӗçевсене йӗркелекенте, ертӳçӗре тăрăшнă.
Сергей Иванович аса илсе калаçнă май тата тепӗр тӗлӗнмелле япала çинче чарăнса тăчӗ. Хăй вăхăтӗнче авиаци промышленноçӗн министрӗнче ӗçленӗ Петр Дементьевăн амăшӗ С.И.Бахтинăн аслашшӗпе, Федор Герасимовичпа, пӗртăван пулнă иккен.
– Петр Васильевич ача чухне пирӗн яла Алешкин Саплăкран пырса çӳренӗ пулать. Çурла, çава, çӗçӗ туптама инçе çула пăхса тăман. Тимӗрçӗ лаççинче Федор кукка патӗнче кӗтнӗ хăна пулнă, – аса илет Сергей. – Унăн ашшӗ учительте вăй хунă. Выçлăх вăхăчӗ пулнă. «Петр пиртен çӗленӗ кутамккапа пырса кӗретчӗ», – çапла каласа паратчӗ асанне Евдокия. Вăл ăна тетя Дуня тесе чӗннӗ. Кайран пысăка кайсан Мускавран та час-часах çырусем çырнă вăл.
Тăванӗн хăш-пӗр çырăвӗсем Сергей Ивановичăн харпăр архивӗнче сыхланса юлнă. Летчик та ӗçленӗ чухне Петр Дементьев патӗнче хăнара пӗрре мар пулнă çӗршывăн тӗп хулинче. «Питӗ те тарават, сăпайлă çынччӗ», – тесе аса илет.
Халӗ Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралса ӳснӗ Сергей Бахтин тивӗçлӗ канура, çемйипе Хусан хулинче пурăнать. Мăшăрӗпе пӗрле икӗ ача çуратса ӳстернӗ, икӗ мăнук Бахтинсен. Пурте Тутарстан Республикинче пурăнаççӗ. Хăйӗнпе пӗртăванӗ Виктор Иванович Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă поселокӗнче тӗпленнӗ.
Хамăн асаилӳсемпе пуян материала Николай Карлин сăввинчи йӗркесемпе вӗçлес килет:
Иртрӗ те кайрӗ пирӗн ачалăх,
Ирӗк ыйтмарӗ темшӗн манран.
Çутă хӗвел те, ăшă тӗпел те...
Эсӗ те, аннеçӗм, ачалăхран.
Роза ЕГОРОВА.
Ульяновск хули.
С.Бахтин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев