News by date 20 January 2025
-
Галиаскар Камал театрăн çӗнӗ çуртне уçнă çӗре Раççейӗн паллă кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ
«Золотая маска» театрăн 31-мӗш фестивалӗ кăçал çулла Хусанта иртессине Раççейӗн халăх артисчӗ Владимир Машков театра уçнă чух пӗлтерчӗ.
-
Республикăра тăман тухать, çил вăйланать
Тутарстанра тата Хусанта паян, январӗн 20-мӗшӗнче каçпа тата ыран, январӗн 21-мӗшӗнче кăнтăрла çанталăк пăсăласса пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ.
-
Паян, кăрлачăн 20-мӗшӗнче Тутарстанăн пӗрремӗш Президенчӗ, ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев 88 çул тултарчӗ
Минтимер Шариповича Тутарстанра пурăнакан пӗтӗм чăвашсен ятӗнчен çуралнă кун ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вăрăм ӗмӗр, телей, мӗн шутланине пурнăçлама вăй-хал, çирӗп сывлăх тата çемьепе çывăх çынсен чун ăшшине сунатпăр.
-
Сăнӳкерчӗке пăхас тесе укçасăр тăрса юлнă
Раççей ШӖМӗн Хусанти управленине ултавçăсем серепине лекнӗ 58 çулти арçын килнӗ.
-
33 çул штурман пулса самолетпа вӗçнӗ
Çулла. Урамра хӗвеллӗ кун. Эпӗ тăван ялти хам çуралса ӳснӗ çурта пырса кӗтӗм. Стена çинчи аттепе анне сăнӳкерчӗкӗсем çине пăхса йӗнӗ хыççăн килти ӗçсене пурнăçлама тытăнтăм. Çурта тасатса тухсан, урайсене çуса, картишне шăлса майланă хыççăн пахчана йӗркене кӗртме тухрăм. Çуркунне лартса хăварнă пахча çимӗçе çумламалла, шыв сапмалла. Вăхăт питӗ хăвăрт иртсе кайрӗ. Сиссе те юлаймарăм – каç та пулма тытăнчӗ.
-
ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем çулталăкри марала инкекрен çăлса хăварнă
Тури Услонри Чангар юханшывӗнче чӗрчун выртни çинчен ведомствăна районта пурăнакансем пӗлтернӗ. Вăл çырантан çырана каçма шутланă пулас, анчах вăйӗ çитейменнипе пăр çине ӳкнӗ, чӗрнисем шунипе ура çине çӗкленеймен.
-
Халăх календарӗ
Кăрлач уйăхӗн 20-мӗшӗ – Иоанн Креститель. Кăнтăртан вăйлă çил вӗрет – çулла çумăрлă, аслатиллӗ пулать. Ир çинчен кайăксем юрланине илтни – çуркунне ир пуласса. Ку кун тăман тухсан Çăварнире те çил-тăманлă пулать, юр нумай çăвать. Çак кун мăшăрланма калаçса татăлакансем телейлӗ пулаççӗ.
-
Развиваются дружеские связи с чувашским храмом Санкт-Петербурга
Храм Рождества Христова на Песках был построен 1781-1789 годах по проекту Петра Егоровича Егорова в стиле строгого классицизма. В 1934 году был закрыт, затем взорван. На его месте разбили сквер. Последнего настоятеля, священномученика Григория Сербаринова, расстреляли в 1938 году.
-
Таврари çынсемпе хутшăнусем лайăх
Ку эрнере юратакансен хутшăнăвӗсем тикӗс аталанмаççӗ: сăлтавсăрах хирӗçӳсем тухаççӗ, пӗр-пӗрне кӗвӗçесси те пулать. Ӗçсем шутланă пек пулмаççӗ. Çав вăхăтрах таврари çынсемпе хутшăнусем лайăх.