Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Галиаскар Камал театрăн çӗнӗ çуртне уçнă çӗре Раççейӗн паллă кино тата театр актерӗ Владимир Машков килчӗ

«Золотая маска» театрăн 31-мӗш фестивалӗ кăçал çулла Хусанта иртессине Раççейӗн халăх артисчӗ Владимир Машков театра уçнă чух пӗлтерчӗ.

Паян, январӗн 20-мӗшӗнче Хусанта Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн çӗнӗ çурчӗ уçăлчӗ. Раççей шайӗнчи пулăм тесе палăртрӗç çак событие РФ культура министрӗ Ольга Любимова, РФ халăх артисчӗ, Раççейӗн театр ӗçченӗсен союзӗн председателӗ Владимир Машков. Çакăн пек пысăк çынсем хутшăннипе уçăлчӗ хусансем тахçанах кӗтекен çӗнӗ культура объекчӗ.

Театрăн çӗнӗ çуртне уçнă çӗре тата ТР Культура министерствин коллегине Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов, РФ строительствăпа кил-çурт хуçалăхӗн министрӗ Ирек Файзуллин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, Хусан мэрӗ Ильсур Метшин, министерствосемпе ведомствăсен ертӳçисем, муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем, культура учрежденийӗсен, тӗн конфессийӗсен, МХХ представителӗсем, культура ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Коллеги ӗçне ТР культура министрӗ Ирада Аюпова йӗркелесе ертсе пычӗ.

Театрăн çӗнӗ çурчӗн архитектури хăйне евӗр, çӗнӗлле, геометри  формисемпе вăл киввине те çывăх. Нурсултан Назарбаевпа Хади Такташ хӗресленнӗ урамсенчи совет тапхăрӗнчи çуртсенчен вăл пач улшăнса тăрать. Кабан кӳлли хӗрринче вырнаçнăскере калăн çав кӳллӗн пăр катăкӗсенчен туса лартнă. Сăмах май, Раççей халăх артисчӗ Владимир Машков та театра уçнă чух çакна асăрхарӗ, ун сăмахӗпе, кӗленче конструкцисем ӗçӗн, хутшăнусен уçăлăхне тата тӗнчешӗн уçă пулнине кăтартса параççӗ.

Театрăн архитектура проектне Wowhaus бюро Kengo Kuma and Associates  организаципе пӗрле тунă. Шăпах вӗсен пӗрлехи проекчӗ 2022 çулхи халăхсен хушшинчи конкурсра çӗнтернӗ.   «Татинвестгражданпроект» патшалăх унитарлă предприятийӗ генеральнăй проектировщик шутӗнче пысăк ӗçе хутшăннă.

«Г.Камалăн çӗнӗ театрӗ хальхи архитектурăн паллă пулăмӗ кăна мар, вăл хальхи Тутарстанăн йăла-йӗркесене хисепленипе пӗрле инновацисем патне туртăннин символӗ те... Тулашри сăн-сăпатăн динамики театрăн кивӗ çурчӗпе, Кабан кӳлли çийӗнчи пăрпа, минаретсен тăррисемпе килӗшсе тăрать. Тулашрипе шалти килле ăшă атмосфера хушшинче контраст пур. Çакă тутар халăхӗн çирӗплӗхӗпе тараватлăхне кăтартса парать», – тесе ăнлантарать çуртăн архитектура концепцине Wowhaus бюровӗн йӗркелӳçисенчен пӗри Олег Шапиро.

Шалти капăрлăх чăн та тулашринчен пач улшăнса тăрать. Тулта çивӗч, сăнă евӗр кӗтессемпе палăрса тăраканскер шалта ытларах çурма çавра линисем. Стенасен декорӗ пăлхар хӗрупраçӗн кӗмӗл укçаран туса хатӗрленӗ капăрлăхне аса илтерет. Кӗçӗн зала кӗрсен тухья ăшне кӗрсе тăнăнах туйăнчӗ – çаврака формипе те, декорпа та çак пуç капăрлăхне аса илтерчӗ вăл.

Театра уçассин офицаллă пайӗччен ирттернӗ кӗске экскурсире кăштах ун пӳлӗмӗсемпе паллашма май пулчӗ. Хитре ӗнтӗ, ним те калаймăн.

Пысăк хăнасене фойере кӗтсе илчӗç, çакăнтах театрализациленӗ представлени кăтартрӗç. Унтан РФ культура министрӗ Ольга Любимова, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Раççей халăх артисчӗ Владимир Машков символлă афишăна алă пусрӗç.

«Кунта темле ювелир капăрлăхӗ ăшне лекнӗн туйăнать, – çапла танлаштарчӗ театр дизайнне Раççейӗн культура министрӗ саламлă сăмахра. – 120 çул каялла ӗçлеме пуçланă театрăн творчествăлла ушкăнӗпе паллашма кăмăллă пулчӗ. Сирӗн кунта йăлт лайăх та меллӗ пултăр – костюмсем хатӗрлеме ӗç пӳлӗмӗсем те, гримернăйсем те. Çынсем кунта çемьепех çӳреччӗр, кашни валли вырăн пултăр  – пултаруллă театроведран пуçласа чи çамрăк куракан таран. Раççейре çак пек уникаллă культура уçлăхӗ пурришӗн савăнатăп», – терӗ Ольга Любимова.

Раççейӗн халăх артисчӗ Владимир Машков сенсацилле пӗлтерӳ турӗ хăйне сăмах парсан. Çӗнӗ театр ăна питӗ килӗшнӗ иккен.

«Сирӗн Раиспа Рустам Миннихановпа кун пирки калаçрăмăр ӗнтӗ. Кăçал çулла «Золотая маска» театр фестивальне çакăнта ирттерӗпӗр. Тутарстаншăн кăна мар пӗтӗм Раççейшӗн ку пӗлтерӗшлӗ пулăм. Архитектура пултарулăхпа талант кристалӗ евӗр. Тӗлӗнмелле майсем уçса парать вăл сцена мастерӗсемшӗн. Июньте çакăнта тепре тӗл пуличчен!», – терӗ Владимир Машков.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов чи малтан хăнасене килнӗшӗн тав турӗ. Çӗршывшăн çăмăл мар лару-тăрура çакăн пек пысăк проекта пурнăçлама май пулнине палăртса Хусан мэрне Ильсур Метшина театра лартма ăнăçлă вырăн тупнăшăн, тӗп проектировщика строительство ӗçӗсене вăхăтлă та паха пурнăçланăшăн тав турӗ.

«Эпир хамăр ӗçе турăмăр, кунта çӳреме хатӗр. Виççӗмӗш хутра ресторан туса пӗтересси кăна юлчӗ. Кунта тем те тума пулать, пире интеореслӗ мероприятисемпе савăнтарасса шанатăп. Чи кирли кунта ачасемпе çамрăксем ялан çӳреччӗр», – терӗ Рустам Минниханов.

Театрăн çӗнӗ çуртне уçнине Г.Камал театрăн чи сумлă та ватă артисчӗ Рустам Шарафиев «Апуш» студие çӳрекен чи çамрăк актера символлă уçкă тыттарни палăртрӗ.

Çакăнпа торжествăлла церемони вӗçленчӗ те культура министерствин коллегийӗ пуçланчӗ. Кун пирки тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çитес номерӗнче вуласа пӗлме пулӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ТР Культура министерствин пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура