Республикăра тăман тухать, çил вăйланать
Тутарстанра тата Хусанта паян, январӗн 20-мӗшӗнче каçпа тата ыран, январӗн 21-мӗшӗнче кăнтăрла çанталăк пăсăласса пӗлтерет ТР Гидрометцентрӗ.
Республикăра вырăн-вырăнпа тăман тухать тата çурçӗр-хӗвеланăç енчен çеккунтра 16-21 метр хăвăртлăхпа кассăн-кассăн вӗрекен вăйлă çил пулать.
Çавна май тимлӗ пулма сӗнетпӗр, урамсемпе çулсем тăрăх çӳренӗ чухне питӗ асăрхануллă пулăр. Билбордсем, çул паллисем, электропралуксем çумӗнче ан тăрăр.
Çул çинче те лару-тăру начарланать, тăмана пула пӗр-икӗ километртан инçерех çул-йӗр курăнмасть. Çанталăк пăсăлсан водительсене икӗ хут тимлӗрех пулма, хăвăртлăх режимӗпе дистанцие пăхăнма сӗнетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев