Таврари çынсемпе хутшăнусем лайăх
Ку эрнере юратакансен хутшăнăвӗсем тикӗс аталанмаççӗ: сăлтавсăрах хирӗçӳсем тухаççӗ, пӗр-пӗрне кӗвӗçесси те пулать. Ӗçсем шутланă пек пулмаççӗ. Çав вăхăтрах таврари çынсемпе хутшăнусем лайăх.
ТАКА 21.III – 20.IV
Ӗçри лару-тăру тăруках улшăннипе васкаса йышăну тума тивет. Харкам хутшăнусенче чăтăмлăх кирлӗ, уйрăмах юратнă çын хăйне вăхăтра тытса чарайман чух. Эсир лидер пулма ăнтăлнине пур чухне те ырламаççӗ, ыттисен шухăшӗсене шута илме ан манăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Кулленхи ӗçсем малалла аталаннине пурнăçăрти улшăнусенчен асăрхатăр. Ӗçӗрте ку таранччен тăрăшни харама кайманнине çак кунсенче сисетӗр. Харкам пурнăçăрта юратнă çыннăрпа час-час чуна уçса калаçни хутшăнусене çирӗплетӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Халӗ сирӗн карьерăпа çыхăннă пысăк ыйтусене татса парассипе ӗçлемелле.Тен, çӳлерех ӳсме, аталанма май паракан сӗнӳсем тăвӗç. Çемьере, çывăх çынсемпе тимлӗрех пулмалла. Тахçантанпа пӗлекен çынсемпе тӗл пулма меллӗ эрне.
РАК 22.VI – 22.VII
Халиччен татса парайман ыйтусене ку эрнере çăмăллăнах татса паратăр. Ӗçре вак-тӗвекпе уйрăмах тимлӗ пулмалла. Харкам пурнăçри пӗр-пӗрне ăнланман самантсенче пит кулянмалла мар, йăлт йӗркеллӗ пулать.
АРĂСЛАН 2.VII – 22.VIII
Ку эрнере хăвăра ӗç коллективӗнче чăн-чăн лидер пек кăтартма май пулать. Сирӗн шухăшăрсене ырласа йышăнӗç, анчах вӗсене çын ăнланмалларах каламалла. Юратнă çыннăр кӗвӗçни харкам хутшăнусене витӗм кӳрет.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Пит пӗлтерӗшлӗ йышăнусем тума тивет çак кунсенче. Ӗçре тимлӗ пулни йăнăшсем тăвасран сыхлать. Вак-тӗвекпе нумай аппаланнипе пысăкрах ыйтусене асăрхамасăр ирттерес хăрушлăх пур.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Çак кунсенче сирӗн нумай çынпа хутшăнма тивет, харкам пурнăçра та, ӗçре те. Ку эрнере профессипе çыхăннă ыйтусене ытларах тимлӗх уйăрма лекет. Эрне вӗçӗнчи сӗнӗве йышăнсан финанс лару-тăрăвӗ самай лайăхланӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Сирӗнте вăй-хал вӗресе тăнине хăвăр та туятăр. Тахçантанпа «ырана» хăварса пынă ыйтусене татса пама питӗ меллӗ вăхăт. Çӗнӗ проектсене пурнăçланă çӗрте хăвăра лайăх енчен кăтартсан профессире ӳсӗм пулӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ку эрнере финанс ыйтăвӗсемпе ӗçлеме тӳр килет. Çак кунсенче сире пайта паракан пӗр-пӗр проекта укçа хывма сӗнӳ пулӗ. Юратнă çыннăрпа килӗштерсе пурăнатăр-и е кунран-кун ăнланми пулса пыратăр – çăлтăрсем калаймаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Карьерăпа çыхăннă ыйтусене татса парассишӗн вӗткеленетӗр çак кунсенче. Профессипе çыхăннă сӗнӗве йышăнсан карьера пусмипе улăхма çăмăл пулӗ. Çывăх çынсемпе çепӗççӗнрех, çаврăнăçуллăрах пулăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Хăвăрăн проектсем çине пысăк тимлӗх уйăрсан, тăрăшуллăрах пулсан çывăх вăхăтрах çитӗнӳсем тăватăр. Ӗçлӗ ыйтусене татса панă чух пуçарулăх кăтартма, хăвăр çине яваплăх илме ан именӗр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Пуçланă проектсене вӗçлесе çӗннисене планлама меллӗ эрне. Ӗçре тӳсӗмлӗрех пулмалла, пурте эсир шутланă пек хăвăрт пурнăçланса пымӗ. Юратнă çыннăрпа чуна уçса калаçма ан шикленӗр. Ытларах кансан кăмăл-сипет енчен хăвăра лайăхрах туятăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев