Сăнӳкерчӗке пăхас тесе укçасăр тăрса юлнă
Раççей ШӖМӗн Хусанти управленине ултавçăсем серепине лекнӗ 58 çулти арçын килнӗ.
Вăл каласа панă тăрăх мессенджерсенчен пӗринче ун патне «Сăнӳкерчӗкре эсӗ-и?» тесе сообщени килнӗ. Арçын ярса панă ссылкăпа кӗрсе вируслă приложение лӗкнӗ. Мошенниксем унăн банк картти çинчен пӗтӗм укçине хăйсем шутӗ çине куçарнă.
Хальхи вăхăтра «Авиастроительный» полици уйрăмӗнче асăннă факт енӗпе Раççей Федерацийӗн Уголовнăй кодексăн «Кража, совершенная с банковского счета» 158 № статийипе килӗшӳллӗн уголовнăй ӗç пуçарнă.
Полици асăрхаттарать: сăнӳкерчӗксен расширенийӗ «APK» пулма пултараймасть, çавăнпа эсир çакăн пек сообщени илтӗр пулсан, ссылкăсемпе ан куçăр.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев