Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн ӗçченӗсем çулталăкри марала инкекрен çăлса хăварнă

Тури Услонри Чангар юханшывӗнче чӗрчун выртни çинчен ведомствăна районта пурăнакансем пӗлтернӗ. Вăл çырантан çырана каçма шутланă пулас, анчах вăйӗ çитейменнипе пăр çине ӳкнӗ, чӗрнисем шунипе ура çине çӗкленеймен.

Пăр çӳхе пулнăран, çăлавçăсем ун патне асăрханса утса пынă. Урисене кантрапа çыхса, ăна çыран хӗррине туртса кăларнă. Кăштах каннă хыççăн, вăй илнӗ марал вăрманалла тарнă.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Биоресурс