Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Кăрлач уйăхӗн 20-мӗшӗ – Иоанн Креститель. Кăнтăртан вăйлă çил вӗрет – çулла çумăрлă, аслатиллӗ пулать. Ир çинчен кайăксем юрланине илтни – çуркунне ир пуласса. Ку кун тăман тухсан Çăварнире те çил-тăманлă пулать, юр нумай çăвать. Çак кун мăшăрланма калаçса татăлакансем телейлӗ пулаççӗ.

• Кăрлач уйăхӗн 21-мӗшӗ – Емельян. Ирпе ирех çăхан кранклатать, çерçисем чăйăлтатаççӗ – çуркунне ир килессе. Çиллӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать, тухăç япăх çитӗнет. Çак кун чирленӗ çын хăвăрт сывалать.

• Кăрлач уйăхӗн 22-мӗшӗ – Филипп. Çил-тăманлă – çулла йӗпе-сапаллă пулать. Çак кун çине пăхса кăрлач уйăхӗн вӗçӗпе авăн уйăхӗнче çанталăк мӗнле пуласса пӗлеççӗ. 

• Кăрлач уйăхӗн 23-мӗшӗ – Григорий. Кун уяр-тăк – çулла типӗ те шăрăх пуласса. Типӗ юр çăвать – çулла çумăрсăр, йӗпе юр – çумăрлă пулать. Çак кун çуралнă çын çирӗп характерлă пулать.

• Кăрлач уйăхӗн 24-мӗшӗ – Федосей. Çак кунхи çанталăк ноябрь уйăхӗ мӗнле пуласса кăтартать. Тумла пăрӗсем пурри – нарăс уйăхӗ ăшă пуласса. Ирхине юр çусан – каçа сивӗтет.

• Кăрлач уйăхӗн 25-мӗшӗ – Татьяна. Декабрь мӗнле пуласса кăтартать ку кун. Юр çусан çулла çумăрлă пулать теççӗ. Çак кун çил-тăманлă пулни вара çулла типӗ те шăрăх çанталăк пуласса.

• Кăрлач уйăхӗн 26-мӗшӗ – Ермил (Ерема). Çак кун çине пăхса юпа уйăхӗ мӗнле пуласса пӗлме пулать. Кушака сăнамалла: çăмламас тус мечӗк пек çаврăнса, сăмсине пытарса выртать-тӗк – сивӗтессе; урай çинче çаврăна-çаврăна йăваланать пулсан – ăшăтасса; стенана чӗрмелет-тӗк – çанталăк пăсăласса.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы