Ача аталанăвне укçа хывни пархатарлă
Иртнӗ эрнере Хусанта РФ Патшалăх Думин Вице-спикерӗ Анна Кузнецова пулчӗ. Çар госпиталӗнче те, «Адымнар –Казань» Патшалăх автономлă вӗрентӳ учрежденийӗнче те пулчӗ вăл. Шăп вӗренӳ заведенийӗнче иртрӗ «Семейный код Татарстана: диалог о важном» стратегилле сесси. Ăна «Демографи» наци проекчӗн витӗмӗпе тата Çемье çулталăкне халалласа йӗркеленӗ. Унăн ӗçне РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков, ТР вӗрентӳ тата наука министрӗ Ильсур Хадиуллин, ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова хутшăнчӗç.
Малтанах шкул директорӗ Айдар Шамсутдинов хăнасене шкулпа паллаштарчӗ, экскурси ирттерчӗ. Хальхи вăхăтри вӗренӳ заведенийӗнче халăхра каланă пек, «стенисем хăйсем вӗрентеççӗ» тейӗн.
«Адымнар – Казань» 1998 çулта уçăлнă. Ăмсанакансем «Тутарстан бюджетне «Адымнарах» çисе ячӗ» тенине те илтме тӳр килнӗ ун чухне. Чăнах та нумай укçа-тенкӗ тăкаклама тӳр килни куçкӗрет. Анчах ку тăкак хăйне тӳрре кăларасси пирки пӗр иккӗленӳ çук. Ача аталанăвне укçа хывни ялан пархатарлă шутланнă, малашне те çапла пулӗ.
Шкулта 3886 ача вӗренет, вӗсенчен 27-шӗ ют çӗршыв ачи, 188 педагог ӗçлет. Ачана вӗренӳпе интереслентерме пур майсем те пур – бассейн, вӗренӳ класӗсем аслă, çутă, коридорпа вӗсене витӗр курăнакан стена уйăрса тăрать. Музыкăна вӗренекенсемшӗн оркестр класӗ, уйрăм музыка хатӗрӗсене калакансен хăйсен пӳлӗмӗсем. Килнисен пысăк столовăйне те кӗçӗн класран апат хатӗрлеме вӗрентекенсен тӗпелӗнче те (унта плитасем, тӗпелте кирлӗ хатӗрсем, йăлт пур), урока та кӗрсе курма май килчӗ. Шăп çак вăхăтра аслă классенче вӗренекенсем ушкăнăн-ушкăнăн пайланса телейлӗ çемьен вăрттăнлăхӗсене шыратчӗç. Ачасем килнӗ çынсенчен вăтанмасăр, хăйсене танлăн тытса сăмахӗсене тӗслӗхсемпе çирӗплетнине сăнама питӗ кăмăллă пулчӗ.
Шкулти типографие кӗрсе курма та кăсăк пулчӗ. Унта ачасене вӗренме муляжсем мар, чăннипех ӗçлекен оборудовани лартса панă. Эпир пынă чух хӗрӳ ӗç пыратчӗ. Раççей Геройӗсен кунӗ тӗлне хатӗрленсе Тутарстанран тухнă геройсен сăнӗсемпе, кӗске биографийӗпе флаерсем кăларатчӗç вӗренекенсем.
Шкулта аслă акт залӗ те, конференц-зал та, ытти нумай интереслӗ, вӗренӳре кирлӗ пӳлӗмсем те пур.
Стратегилле сесси конференцисен залӗнче иртрӗ. Сесси ӗçне çавăн пекех çамрăк мăшăрсем, студентсен çемйисем, каччăсемпе хӗрсем хутшăнчӗç. Вӗсем хăйсен пурнăç опычӗ çинчен те каласа пачӗç, куллен тӗл пулакан ыйтусене те хускатрӗç, пулăшу та ыйтрӗç. Тӗпрен илсен çамрăк çемьесене пурăнма хваттер çукки пăшăрхантарать. Çивӗч ыйтусем те пурăнмалли çурт-йӗрпех çыхăннă. Лайăш районӗнчи çемье ултă ача çуратса ӳстернӗ – пилӗк ывăл, пӗр хӗр. Çемье пуçӗ I ушкăн инваличӗ, апла пулин те алă усса лармасть, харпăр предприяти уçнă, çемьене тӳпе кӗртет. Анчах ку пурăнмалли çурт-йӗр лаптăкне ӳстерме пулăшаймасть. Нумай ачаллă çемье районта хваттер илме черете те тăнă, анчах вăл питӗ ерипен шăвать, тесе ӳпкелешрӗ кил хуçи арăмӗ: «Пирӗн черет çитнӗ тӗле ачасем ӳссе килтен саланса пӗтӗç, аслă çурт, хваттер кирлӗ те пулмӗ». Депутатсенчен пулăшу ыйтма çеç мар, хăйсен сӗнӗвӗпе килнӗ мăшăр. Социаллă пурăнмалли хваттер, çурт-йӗр пулмалла теççӗ вӗсем. Кун пек опыт патшалăхăн пулнă, Совет Союзӗнче, çӗршыв аркансан чылай лайăх тӗслӗхсемпе пӗрле çакă та манăçнă. Анна Юрьевна ку ыйтăва çӗклеме пулчӗ. Залра ларакансем социаллă пурăнмалли вырăнпа тивӗçтерме ыйтнă сӗнӗве ырласа йышăнчӗç.
ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Ринат Садыков çамрăк çемьесен программипе хваттер илессин йывăрлăхӗсем çинчен каласа пачӗ. Ку программăна федераци финанслать, республика та укçа хушать, анчах килекен укçа черетре тăракансен пӗчӗк пайне субсиди пама çеç çитет, черет вара çулран çул ӳссех пырать. Депутатсем ку ыйтăва та ларусенче çӗклеме пулчӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев