Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ача-пăча пархатарӗнчен ырри çук

Чăваш халăхӗ пултаруллă ывăл-хӗрӗпе сумлă. Ӗçченлӗхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраканскерсене пур халăх та хисеплет. Александра Федоровна Степченко çавăн пек пултаруллисенчен пӗри.

Вăл 1944 çулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Первомайски районне (халӗ Çарăмсан) кӗрекен Акрель ялӗнче Федор Михайловичпа Пелагея Семеновна Наумовсен çемйинче çуралнă. 

Йывăр пулнă вăрçă хыççăнхи çулсем, çапах хӗр пуçне усман. Унăн ашшӗ вăрçăран аманса таврăнать. Ӳпкисене снаряд ванчăкӗсем шăтарса пӗтернӗ. Ун чух пӗчӗкçӗ пулнă-ха Шура. Çапах ашшӗ пӗрмай ӳсӗрсе юнлă сурнине астăвать. Нумай пурăнаймасть Федор Михайлович, çичӗ çултан суранӗсенчен тӳрленеймесӗр пурнăçран уйрăлать. 

Темле йывăр пулсан та пурнăç малаллах шăвать. Тăван ялти шкулта çичӗ класс пӗтерсен Иваново облаçне ытти çамрăксемпе пӗрле торф кăларма тухса кайнă. Мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ ӗçе хăнăхса ӳснӗскере ку йывăр ӗç те хăратман. 

Анчах чун тăван тăрăхах туртать, вара Александра Федоровна тăван яла таврăнать. Вун саккăрта пулнă вăл ун чухне. Хӳхӗмскере хăйӗнчен тăватă çул аслăрах маттур каччă Петя асăрхать те урăх вӗçертмест. Шура та килӗштерет каччăна. Ивановăран самаях тупра туса таврăннăскер, хăйне шанса   тыткалать, Петя качча тухма ыйтсан килӗшет. Çапла 1963 çулта çуркунне Петр Сергеевичпа Александра Федоровна пӗрлешсе çемье çавăраççӗ. Мăшăр кăвакарчăн пек  килӗштерсе пурăнаççӗ вӗсем. Кӗçех çемьере пӗрин хыççăн тепри виçӗ ывăл çуралать. Асли Сергей 1964 çулхи, вăтамми Юрий 1966 çулхи, кӗçӗнни Степан 1967 çулхи. 

Степченкăсем ачисене хăйсен тӗслӗхӗпе ырă та йӗркеллӗ çынсем туса ӳстерме тăрăшнă. Александра Федоровна пӗр ӗçрен те хăраман. Ӗмӗрӗпе тăван колхозра пăру ферминче те, дояркăра та ӗçленӗ. Çу вăхăтӗнче вара хирте гектарӗ гектарӗпе чӗкӗнтӗр çумланă. Йывăр тесе кутăнлашман, ӗçре те телей тупма тăрăшнă хӗрарăм. Ун чух пурте çапла пурăннă та ытти пурнăçа ӗмӗтленмен. Пурнăç мӗн панине йышăнса çырлахнă. 

Пӗр хушă Александра Федоровна почтальонра та ӗçленӗ. Колхозри столовăйра та вăй хунă. Кунта ют çӗртен ӗçлеме килекен механизаторсемпе шоферсене апатлантарнă. 

Унтан мăшăрӗпе Петр Сергеевичпа пӗрле ял лавккинче мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен сутуçăра тăрăшнă. 

Халӗ Александра Федоровна ачисемпе, мăнукӗсемпе савăнса пурăнать. Ку енӗпе пуян вăл, унăн 8 мăнукпа 11 кӗçӗн мăнук. 

Чăваш халăх артистки, пултаруллă юрăç, педагог тата телеертӳçӗ  Августа Уляндина унăн кинӗ пулнине те каласа хăвармалла. Вăл аслин, Сергейӗн, мăшăрӗ. Ывăлӗсене кура кинӗсем те лайăххисем тупăннă. Мӗн кирлӗ тата пурнăçра? Çемьепе тату, килӗштерсе пурăннинчен хаклăраххи нимӗн те çук. Телейлӗ çын Александра Федоровна, ватлăх кунра ачисемпе мăнукӗсен пархатарӗпе киленсе пурăнать. Вăй-халӗ çитнӗ таран хăй те вӗсене тивӗçлӗ пăхма, йышăнма тăрăшать. 

Сентябрӗн 15-мӗшӗнче Александра Федоровна 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Ывăлӗсемпе кинӗсем, мăнукӗсемпе çывăх тăванӗсем ăна ырлăх-сывлăх, канлӗ ватлăх, вăрăм ӗмӗр сунаççӗ. 

Ирина ТРИФОНОВА.

Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Знай наших