Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачана вăхăтра итлеме тата илтме пӗлмелле

Ачасемпе çул çитменнисен хушшинче хăй çине алă хурасси юлашки çулсенче ӳссе пырать. Аслисем ачисемпе интересленменнипе, вӗсем мӗн калассине вăхăтра илтесшӗн пулманнипе пулать ку пысăк инкек. «Кам шутланă-ха çапла пуласса», «Шутламан-туман çӗртен...» текен сăмахсем тӗрӗс мар. Хăй çине алă хума шутланисем кун çинчен калаççӗ – илтме кăна пӗлмелле. Ачасем вуçех те улталама пӗлмеççӗ.

Çул çитменнисене çак хăрушă утăма тума мӗн хистет?

1. Вилӗм мӗн иккенне ăнланса пӗтерменни. Ачасем нумай чухне йăлтах каялла тавăрма пулать тесе шутлаççӗ;

2. Депресси (пӗчченлӗх, çилленнипе пăшăрханни, хăйне айăп­лă туйни, çынсем куласран, намăслантарасран шикленни, ашшӗ-амăшӗ вăрçасран хăрани);

3. Çемьери лару-тăру. Ашшӗ-амăшӗ харкашса пурăнни, эрех ӗçни. Ашшӗ е амăшӗ вилни е уйрăлни. Çителӗклӗ тимлӗх çитменнипе ача хăйӗн кирлӗлӗхне туйма пăрахать кун пек чух;

4. Çамрăклах алкоголь ӗçни, наркотиксемпе туслашни;

5. Ытла ир ар пурнăçӗпе пу­рăнма тытăнни (савни пăрахни, йывăрланни); 

6. Аслисемпе, пӗр çултисемпе пӗр чӗлхе тупайманнин протесчӗ е урамра укçа ыйтса тарăхтарни, хӗсӗрлени;

7. Хăй çине тимлӗх уйăрттарасси, шеллеттересси, йывăрлăхран тарни;

8. Юлташӗсем, кӗнекери киносенчи геройсем пек пулас тени;

9. Çамрăксен хăш-пӗр субкультури хăй çине алă хунине хăюлăх, хăйтӗллӗнлӗх тесе ăнлантарни.

Çул çитмен ача хăй çине алă хума шутларех-тӗк, вăл кун çинчен калаçать, тыткаларăшӗ улшăнать унăн.

Çак вăхăтра вăл уççăнах ви­лӗм çинчен калаçма, шӳтлеме тытăнать: «Хампа мӗн те пулсан тăватăп е çакăнатăп», «Эп кун пек пурăнаймастăп урăх», «Сирӗн проблема пулма пăрахатăп», «Ман пирки пăшăрханма тивмӗ», «Мана веçех йăлăхтарчӗ», «Никама та курас килмест», «Пурăнса йăлăхрăм» текелет ытларах. 

Хальччен туман ӗçсене тă­вать: хăйӗншӗн чи хаклă япаласене ыттисене пӗр шелсӗр валеçет. Ӗçӗсене тирпее кӗртет. Тахçанах хирӗçсе пурăннă ачасемпе мирлешет. Апат çиме пăрахать е чамине пӗлмесӗр çиет. Тирпейсӗр тăхăнма тытăнать. Уроксене сиктерет, килти ӗçсене тумасть, пӗр класрисемпе калаçма пăрахать, çиччас чӗрре кӗрет, салху çӳрет, нимӗнпе те интересленмест. Е калама çук савăнать те тепӗр самантранах хуйха ӳкет. 

Çӳлерех асăннă паллăсене асăрхарăр пулсан мӗн тумалла?

Чăн малтан хăйпе ларса лăпкăн калаçмалла. Ăна мӗн хумхантарнине, хăйне пӗччен, никама та кирлӗ маррине туйнипе туйманнине, юлташӗсем камсем пулнине, ăна пуринчен ытла мӗн килӗшнине, пӗр сăмахпа, ун пурнăçӗпе, вăл мӗн шухăшлани-туйнине ыйтса пӗлмелле. Çапла вăл мӗншӗн тата мӗн тӗллевпе пурнăçран уйрăласшăн пулнине ăнланма тăрăшмалла. Ача йывăрлăхран тухма пӗлменни кăна-и ку е чăнах та вилме шутланă-и? Енчен те иккӗмӗш шухăшӗ татăклине ăнланса илтӗр-тӗк, вăхăта вăраха ямасăр ачăра психолог патне илсе каймалла. Специалист ачана кирлӗ сăмахсене илт­ме, проблемине ăнланса илме пулăшать. Нумай чухне хăй çине алă хурас шухăшлă ачана чунне уçса калаçни, хăйне хумхантаракан лару-тăруран тухмалли май, пулăшакансем пуррине илтни те пысăк инкекрен çăлса хăварать.

Каларăмăр ӗнтӗ, ача тăрук тата ним çук çӗртенех хăй çине алă хумасть. Хăй çине алă хурасси тӗрлӗрен пулать:

1. Чăнласах шухăш тытнă. Ача кӗтмен çӗртен хăй çине алă хунă пек туйăнсан та вăл малтан темӗнч­чен пусăрăнчăк кăмăлпа, вилӗм çинчен шухăшласа çӳрет. Шел, тăванӗсемпе çывăх çыннисем çакна асăрхасах та каймаççӗ. Ача вара пурнăç тӗшшин тупсăмне шырать, хăй мӗншӗн çӗр çине çуралнине ăнланса пӗтереймест. Тӗпрен илсен, телейсӗр юратăва пула хăй çине алă хурать. «Атте-аннене эп кирлӗ мар пулсан хам юратакан çынна кирлӗ пулам», – тени. Енчен те куçласа хунă хӗр (е каччă) унпа çӳреме килӗшмесен, хăй ку тӗнчере никама та кирлӗ мар тесе шутлать.

2. Хăратас тӗллевпе. Кун пек чух çул çитмен ача вилесшӗн те мар, çапла хăтланса хăй çине тим­лӗх уйăрттарасшăн кăна. «Тинех эп пуррине пӗлетӗр е пӗ­лӗр», – тени. Хăш чухне вăл шантаж пекех те курăнать: «Эп ыйтнине тумасан çакăнатăп, поезд айне сикетӗп, перӗнсе вилетӗп...», – тесе хăратать. Çак вăхăтра: «Вил, кама хăрататăн», – тесенех эмоцие пула ăнсăртран чăнах та вилсе каять, мăй çине тăхăнтарнă кантри ытлашширех туртăнать, пăшалӗ персе ярать е перрон çинчен шуса ӳкет. Кун пек суицид нумай чухне ăнсăртран пулать.

3. Вăрттăн. Çул çитмен ача хăй вилсен тăванӗсене мӗн чухлӗ хуйхă кăтартассине пӗлет, анчах кӗрсе ӳкнӗ лару-тăруран тухма çул-йӗр тупаймасть. Çавăнпа малтанхи икӗ тӗслӗхри пек уççăн мар, вăрттăн пурнăçран уйрăлмалли мел (мотоциклпа хытă çӳреме, пӳрт тăррисем тăрăх сикме е эрех ӗçме, наркотикпа иртӗхме...) шырать.

 

Профилактика

Аслисен ачана яланах тимлӗхре тытмалла: мӗн тăвать, ăçта, кампа çӳрет, мӗн калаçать, мӗн çинчен шухăшлать, юлташӗсемпе хутшăнусем мӗнле, хăйне мӗнле тыткалать. Пӗр сăмахпа, ачăрсемшӗн юлташ пулмалла. Мӗн пӗчӗкрен тăвансене, çывăх çынсене хисеплеме, яваплăх мӗн иккенне, сывлăха тимлеме, малашлăха плансем тума вӗрентмелле. Хăй çине алă хуни мӗнле пысăк çылăх пулнине, вилсен каялла таврăнма çуккине ăнлантармалла. 

«Вилеп тесе кăшкăрса çӳрекенни вилмест», – тени пур чухне те тӳрре килмест. Хăш чухне ку сăмахсене каласа хăшӗ-пӗри чăнах та хăратать кăна пулсан, тепри шӳтлемест. Çавăнпа кун пек сăмахсене нихăçан та тимлӗхсӗр ан хăварăр, тен, ачăра чăнах та йывăр, ăна пулăшу кирлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество профилактика подростки