News by date 7 December 2025
-
Ачана вăхăтра итлеме тата илтме пӗлмелле
Ачасемпе çул çитменнисен хушшинче хăй çине алă хурасси юлашки çулсенче ӳссе пырать. Аслисем ачисемпе интересленменнипе, вӗсем мӗн калассине вăхăтра илтесшӗн пулманнипе пулать ку пысăк инкек. «Кам шутланă-ха çапла пуласса», «Шутламан-туман çӗртен...» текен сăмахсем тӗрӗс мар. Хăй çине алă хума шутланисем кун çинчен калаççӗ – илтме кăна пӗлмелле. Ачасем вуçех те улталама пӗлмеççӗ.
-
6-мӗшсем пуриншӗн те тӗслӗх
Анат Кама районӗн Ветерансен канашӗн пленумӗнче Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă «Шел солдат, преград не зная» пысăк муниципаллă проекта пӗтӗмлетрӗç. Пирӗн 34-мӗш номерлӗ гимнази унта конкурс призерӗн Дипломне тивӗçрӗ. Ăна пире Анат Кама районӗн пуçлăхӗ Радмир Беляев тата Ветерансен канашӗн председателӗ Григорий Китанов пачӗç.
-
Ачасене йăла-йӗркепе паллаштаратпăр
Нурлат хулинчи «Теремок» ача садӗнче тӗлӗнмелле ăшă та ырă мероприяти иртрӗ. Телее, ялсенче халăхăн йăлана кӗнӗ уявӗсем халӗ те сыхланса юлнă-ха. Тӗслӗхрен, Чӳклеме. Ӗлӗк ăна питӗ анлăн, пысăк йышпа паллă тунă. Халӗ, паллах, аплах мар – нумайăшӗ хулара пурăнать. Ялсенче юлнисем вара ӗлӗкхи йăласене упрас тесе тăрăшаççӗ. Чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе ачасене тӗплӗнрех паллаштарас тесе ирттертӗмӗр те ӗнтӗ Чӳклемене.