Ачасене йăла-йӗркепе паллаштаратпăр
Нурлат хулинчи «Теремок» ача садӗнче тӗлӗнмелле ăшă та ырă мероприяти иртрӗ. Телее, ялсенче халăхăн йăлана кӗнӗ уявӗсем халӗ те сыхланса юлнă-ха. Тӗслӗхрен, Чӳклеме. Ӗлӗк ăна питӗ анлăн, пысăк йышпа паллă тунă. Халӗ, паллах, аплах мар – нумайăшӗ хулара пурăнать. Ялсенче юлнисем вара ӗлӗкхи йăласене упрас тесе тăрăшаççӗ. Чăваш халăхӗн йăли-йӗркипе ачасене тӗплӗнрех паллаштарас тесе ирттертӗмӗр те ӗнтӗ Чӳклемене.
Садике хăнасем нумайăн пуçтарăнчӗç. Ачасемпе воспитательсем пурте тӗрӗллӗ чăваш кӗпипеччӗ. Хур ашӗпе пăтă пӗçерме тырă авăртрăмăр, уяв сӗтелӗ çине лартма çу уçларăмăр, кукăль пӗçертӗмӗр, пӳрт-çурта тирпейлерӗмӗр, алă вӗççӗн çумалли хăмапа кӗпе çурăмăр, капăрлăхсем хатӗрлерӗмӗр, тӗрӗ тӗрлерӗмӗр, ташларăмăр, карталанса юрларăмăр... Чӳклемене хатӗрленнине кăтартса кашни тапхăртах вăйăсем вылярăмăр, унта ачасем те, хăнасем те хастар хутшăнчӗç. Питӗ чаплă уяв пулса тухрӗ.
Эпир, районти чăваш ушкăнӗсенче ӗçлекен воспитательсем, кашни çулах халăх йăлисене тӗпе хурса пысăк мероприятисем ирттеретпӗр. Халиччен Уяв та, Улах та ирттернӗ, музейре те мероприяти йӗркеленӗ... Ачасене чăваш чӗлхин, юрри-кӗввин, тумӗн илемне кăтартас тетпӗр, чăваш халăхӗн ӗçченлӗхӗ пирки каласа, кăтартса паратпăр.
Галина Тарасова воспитательница пӗр çурта историйӗ пирки каласа пачӗ, вара ăвăсран пурне те çурта тума вӗрентрӗ. Питӗ аван пулса тухрӗç çуртасем. Эпир вӗсене садике çӳрекен пӗр ачан отпуска килнӗ ашшӗне патăмăр – хамăра хӳтӗлекенсем валли.
Çамрăк педагогсем те пирӗн Чӳклемене пăхса чăваш халăхӗн йăли-йӗрки пирки ытларах пӗлчӗç. Питӗ усăллă мероприяти пулса тухрӗ.
Галина МУРЗИНА,
Нурлат хулинчи 8№ «Теремок» ача сачӗн заведующийӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев