6-мӗшсем пуриншӗн те тӗслӗх
Анат Кама районӗн Ветерансен канашӗн пленумӗнче Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă «Шел солдат, преград не зная» пысăк муниципаллă проекта пӗтӗмлетрӗç. Пирӗн 34-мӗш номерлӗ гимнази унта конкурс призерӗн Дипломне тивӗçрӗ. Ăна пире Анат Кама районӗн пуçлăхӗ Радмир Беляев тата Ветерансен канашӗн председателӗ Григорий Китанов пачӗç.
Çак проект хулари паллă пулăмсенчен пӗри пулса тăчӗ, вăл совет халăхӗн паттăрлăхне асра тытас ӗçре вӗренекенсемпе педагогсене пӗрлештерчӗ.
Ку проект шайӗнче пирӗн 34-мӗш гимназире 6-мӗш класра вӗренекенсем «Иртни çинчен манмастпăр» квест-вăййа хутшăнчӗç. Ачасем хăйсемшӗн нумай çӗннине пӗлчӗç. Тӗслӗхрен, Н.Ф.Каймановăн мӗнле наградăсем пулнине, вăрçă вăхăтӗнче çырусене еплерех хуçлатнине... Вӗренекенсем квест заданийӗсене пӗрле пурнăçларӗç. Пирӗн гимназистсем – Даша Антонова, Настя Гурьянова, Глеб Пименов тата Захар Тимофеев – хисеплӗ 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç.
6-мӗш класра вӗренекенсем гимназире, хулара иртекен ытти мероприятисене те хастар хутшăнаççӗ. Акă, тӗслӗхрен, ноябрӗн 8-мӗшӗнче гимназире тăван чӗлхепе иртнӗ диктанта хутшăнчӗç вӗсем. Ноябрӗн 24-мӗшӗнче районти театр постановкисемпе мюзиклсен конкурсне хутшăнса «Кайăк хурсем» юмаха чăвашла кăтартрӗç, 2-мӗш вырăн йышăнчӗç.
Килсӗр чӗрчунсене пулăшма йӗркеленӗ «Çăмламас хӳресем» акцие те хапăл турӗç – ашшӗ-амăшӗсем пулăшнипе пӗчӗк туссем валли апат туянса пачӗç.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçрен те айккинче юлмарӗç, хӳтӗлевçӗсене кирлӗ япаласем пухрӗç, вӗсене тав туса çырусем çырчӗç.
6-мӗшсем Учи.ру вӗрентӳ платформинчи олимпиадăна та кăсăкланса хутшăнаççӗ. Çӗннине пӗлме юратаççӗ маттурсем. Хастар пулни, пур çӗре те хутшăнни тавракурăма анлăлатать, тата лайăхрах вӗренме пулăшать.
Людмила Петровна ИЛЬГУЗИНА,
6-мӗш класс ертӳçи.
Анат Кама хулинчи 34№ гимнази-интернат.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев