Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ăçта-ши Шупашкарăн юмах тĕнчи? Библиотекăра

Татьяна Вашуркинапа вăл «Хыпар» издательство çуртне ертсе пыма пуçласан паллашнăччӗ. Çак çулсем хушшинче вăл хăйне çирӗп лидер, пултаруллă ертӳçӗ, ăста журналист пек кăтартрӗ.

Хусана пирӗн пата темиçе хутчен те ӗçпе килсе кайрӗ. «Хыпарăн» социаллă сечӗсенчи страницисенчен Татьяна Геннадиевнăн ӗçне курсах тăраттăмăр, тем тӗрлӗ проектсемпе акцисем йӗркелерӗ ялан. Республика, регионсен, Раççей шайӗнче те чылай мероприяти пуçарса ирттерчӗ. Издательство çурчӗн ӗçне йӗркелесе пынă хушăра епле кусене те тума ӗлкӗрет-ши тесе тӗлӗнеттӗм. Çапла, пултăклăхӗ пысăк унăн. 

Татьяна Геннадиевна «Хыпар» издательство çурчӗн генеральнăй директорӗн вырăнӗнчен хăй ирӗкӗпе кайнине илтсен хурлантăм. Ниме тăман çил арманӗсемпе кӗрешсе, пустуй вăя пӗтерсе йăлăхтарчӗ пулӗ. Пуринчен ытла çӳлтисем çакăн пек хаклă кадрăн чăн хакне тӗшмӗртменни тарăхтарчӗ. 

Пăртакран Татьяна Геннадиевна хăй урăх çӗре вырнаçнине пӗлтерчӗ. Нумай пулмасть Шупашкара ӗçпе кайсан ун патне кӗрсе тухас терӗм. Ӗçтешпе библиотека енне утнă май пуçра пӗр май çак шухăшсем явăнчӗç: «Ӗнтӗ ăна кунта ӗçлеме кичем пулӗ. Мӗн тери вăй-хала, энергие ăçта хурӗ-ши кунта?» Анчах пăртакран ман çак шухăшсем сӗвӗрӗлчӗç. 

Хăйне уйрăм патшалăх

Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен республика библиотеки нихăçан та пушă тăмасть. Пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче «Знай, читай» лаборатори уçăлсан пушшех те çамрăк вулакансен чи юратнă вырăнӗ пулса тăнă. 

Лаборатори капăр та хăтлă. Стенасем çумӗпе лартса тухнă сентресем çинче мӗн кăна çук-ши? Юмах-халаппа çыхăннă тӗрлӗ япаласем, савăт-сапа таврашӗ, сăнарсен асамлă япалисем. Хитрескерсене кашнине тытса пăхас килет. Сăмахран, кам ялкас-шапкă çинчен астăвать? Юрлакан шапкă иккен вăл. Улăп кашăкне те тытса курма май пур. Ку йышши япаласем нумай лабораторире. Çаксем пурте ача-пăчара эстетика туйăмне йӗркеленме, тавракурăма аталантарма пулăшаççӗ. 

Библиотека директорӗ Татьяна Вашуркина сăмахӗпе, кунне лабораторире 3-4 класс таранах пулать. Эпир пынă чух та кӗçӗн классенче вӗренекенсем килсе çитрӗç. Ачасем васкаварлăн пӳлӗме кӗрсе хăвăртрах вырăн йышăнма тытăнчӗç, чăтăмсăррăн малалла мӗн пуласса кӗтрӗç. Культура программисен секторӗн заведующийӗ Наталья Степанова мультфильм ӳкерме вӗренессине пӗлтерсен атьсем алă çупсах хавасланчӗç. «О-о, ку питӗ интереслӗ, мультиксене юрата-а-ап», — тăсарах калаçрӗ пӗр хӗрпӗрчи. 

Библиотека директорӗ палăртнă тăрăх, ачасем кунта чăваш, вырăс халăхӗн историйӗпе паллашма пултараççӗ. Кӗнеке вуласа çеç мар, авалхи япаласемпе паллашса, вӗсене тытса пăхса. 

«Знай, читай» лабораторире юмах вуланисӗр пуçне атьсем валли пукане театрӗ, тӗрлӗ мастер-классем йӗркелеççӗ, чăваш тата вырăс çырулăхӗн историйӗпе паллаштараççӗ. Пуринчен ытла ачасене юмах вуланă хыççăн вӗсем тăрăх мультфильм ӳкерме килӗшет. Ку творчествăлла ӗçре вӗсен тӗрлӗ енлӗ пултарулăх аталанать: сюжет тăрăх сценари калăпласси, сăнӳкерчӗк тăвасси, ӳкересси, сасăлатасси, пукане-актерсемпе ӗçлесси тата ытти те. 1-2 минутлăх мультфильм ӳкерме кăна çӗршер кадр тумалла. Наталья Степанова сăмахӗпе 3 минутлă фильма ӳкерме 40-шер минутлă 6 заняти каять. Çав тери кăткăс, анчах интереслӗ процесс. Сăмах май, пукане анимаци фильмӗсене чи малтан Раççейре ӳкерме пуçланă, 1906 çулта паллă балетмейстер Александр Ширяев ташлакан балеринăсем çинчен анимаци фильмӗ ӳкернӗ, мультфильм тăвас тӗллевпе мар, ташă композицине, хореографи элеменчӗсем ташăра мӗнлерех курăннине кăтартма. Ку çӗнӗлӗхе тӗнче питӗ хапăл туса йышăннă. Ытти çӗршывсенче самай каярах ӗçлеме пуçланă ку жанрпа. Халӗ цифра технологийӗсем пулăшсан та пурпӗрех Раççей пукане мультипликацийӗ енӗпе пӗрремӗш ретре тăрать. 

Библиотека ачасене анимаци жанрӗпе кăсăклантарни ырă та усăллă пуçару. Лабораторире виçӗ станок хатӗрленӗ мультфильм ӳкерме, иккӗшӗ лаптак (плоский), виççӗмӗшӗ калăпăшлă (объемный) анимаци валли. Малтан ачасем юмахпа кӗнеке вуласа паллашаççӗ. Унтан пуканесемпе усă курса хатӗрленӗ сюжетпа фильм ӳкереççӗ. Пуканесен кашни хусканăвне фотоаппаратпа ӳкерсе кайран видеопрограммăра персонажсене «чӗртеççӗ», сасăлатаççӗ. Конкурссем йӗркелесе атьсене хавхалантарсах тăраççӗ. Пӗлтӗр Корней Чуковскин халапӗсем тăрăх мультфильмсен конкурсне ирттернӗ. Пӗтӗмпе 30 çӗнтерӳçе палăртнă. Çапла çӗнӗ технологисемпе усă курса кунта ачасене вулавпа интереслентерме çул шыраççӗ. 

Вулани усăллă
Çапах библиотекăра тӗп вырăнта кӗнеке. Пурте пӗлетпӗр, хальхи атьсем пит вуласшăнах мар, çав шутра электрон кӗнекесене те. Нумайăшӗнчен аудио-кӗнеке итленине илтме пулать. Мӗнлерех интереслентермелле-ха кӗнекепе цифра ӗмӗрӗнче? 

Наталья Степанова шучӗпе, ачасен интересӗсене шута илмесен вӗсене кӗнекепе илӗртеймӗн.

«Паллах, цифровизацине эпир те йышăнатпăр. Пирӗн ачасемпе пӗр тан пулмалла, вӗсене мӗн килӗшнине пирӗн те вӗренес пулать, çавăнпа кӗнеке цифра çумӗнче паян, — тет Наталья Сергеевна. — Анчах кӗнеке вуланин усăлăхӗ пирки манмалла мар. Вулани ăс-тăна çирӗплетет, тавракурăма, шухăшлава аталантарать». 

Библиотека директорӗ Татьяна Вашуркина та калаçăва хутшăнса хăй шухăшне пӗлтерчӗ. Ун сăмахӗпе, хаçат-журнал, кӗнеке вулакан çын нихăçан та йăнăш çырмасть: «Правилăсене пӗлмесен те тӗрӗс çырать. Мӗншӗн тесен куçпа курса астуса юлать, диктантсене те лайăх паллăпа çырать нумай вулакан. Çакна практикăран та куратпăр». 

Наталья Степанова шучӗпе ачасене çырулăх историйӗпе паллаштарни кӗнеке патне интерес вăратма пултарать. Библиотекăра авалхи шумерсен, грексен, египтянсен çырулăхӗпе, пиктограммăпа паллаштараççӗ. Сăмахран, вырăссен авалхи çырулăхӗпе паллашма хама та интереслӗ пулчӗ. Авал вӗсем ăвăс (воск) сӗрнӗ тăваткал йывăç татки çинче çырнă. Йăнăша тӳрлетме те ансат, ăвăса кăштах ăшăтса илен те чӗрсе çырни якалать, малалла каллех усă курма пулать. Аваллăхпа хальхине танлаштарни, ман шутпа, ачан ăс йӗркеленӗвӗшӗн питӗ те усăллă япала. 

Кашни ӳсӗм валли хăйӗн кăларăмӗ кирлӗ

Малалла эпир Таврапӗлӳпе наци литературин уйрăмӗн ӗçӗпе паллашрăмăр. Ăна Эвелина Малеева ертсе пырать. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, кӗнеке фончӗ унта пӗтӗмпе 20 пинпе танлашать, çавсенчен çурри чăвашла кӗнекесем. 

Ытларахăшӗ — илемлӗ литература. Эвелина Николаевна палăртнă тăрăх, Чăваш кӗнеке издательствин ачасем валли кăларнă кӗнекисем пурте тенӗ пекех пур.

«Паха кӗнекесем кăларать издательство. Харăсах икӗ чӗлхепе — вырăсла-чăвашла кăларни уйрăмах лайăх. Акăлчанла-чăвашла, акăлчанла-вырăсла тухнисем пур. Вырăс классикӗсен, ытти халăх çыравçисен хайлавӗсен чăвашла куçарăвӗсем те йышлă библиотекăра», — Эвелина Николаевна калаçнине итлеме кăмăллă, чăвашла тап-таса та шакăртаттарса калаçать.

Атту Шупашкара каятăн та çамки çине чăваш тесе «çырса хунă» пулин те вырăсла пӗли-пӗлми пуплеççӗ. Библиотекăра эпир курса калаçнă çынсем тăван чӗлхене хисеплени тӳрех курăнать. Ку ӗнтӗ ертӳçӗрен те нумай килет. 

Уйрăм заведующийӗ пӗлтернӗ тăрăх, периодикăпа тухса тăракан хаçат-журналсене те тупса вулама пулать кунта, çав шутра пичетленме пăрахнă чăвашла журналсене. Пуянччӗ ку енӗпе чăваш пичечӗ. Халӗ, шел те, чи пӗчӗккисем валли «Тетте», аслă çултисем валли «Тăван Атăл» çеç юлнă. «Ялав», «Тантăш», «Хатӗр пул», «Капкăн» тата ытти пичет кăларăмӗсем, шел те, халь истори пулса юлчӗç. Енчен те хамăр ачасене вулаттарса ӳстерес тесен кашни çул ӳсӗмӗ валли хăйӗн хаçат-журналӗ кирлӗ. Ку ыйтăва республика ертӳçисем хăйсен тимлӗхне илсен тин татса пама пулӗ. 

Эвелина Малеева ачасем «Самант» журнала юратса вуланине каларӗ, анчах вăл та тухма пăрахнă. Вулакансем унччен тухнисене илеççӗ. Аслă çултисем «Тăван Атăл» журнала ăмăртмалла вулаççӗ иккен. «Пӗр номер çеç çырăнса илетпӗр те çавăнпа черете тăрса вулаççӗ. Кам та пулин илсе кайнă пулсан ăна шăнкăравлатпăр та вăл вара чупса килсе парать. Тупăшса вулаççӗ «Тăван Атăла», — тет Эвелина Николаевна. Апла пулсан çынсене кирлӗ тăван чӗлхепе тухса тăракан хаçат-журнал! Шел те, çирӗп тӗрев кăна çук вӗсене. 

Кӗнеке вулассин усăлăхӗ пирки те калаçрăмăр унпа. Эвелина Малеева шучӗпе, пӗрремӗшӗнчен вăл ăс-тăна çирӗплетет, иккӗмӗшӗнчен, тавракурăма ӳстерет, виççӗмӗшӗнчен страницăсене пӳрне вӗçӗпе куçарса пыни ачасен вак моторикине аталантарать.

«Ку пуç мими аталанăвӗшӗн кирлӗ ӗç тата паянхи кунпа тан утма май парать. Кӗнеке вуласа тата чун пăшăрханăвне пусарма пулать. Шанатăп, кӗнеке ӗмӗрӗ татăлмасть. Цифровизаци те кӗнеке ӗмӗрне тăсма май парать. Пӗлтӗр эпир РФ Президенчӗн грантне выляса илсе нумай хайлава оцифровка мелӗпе электронлă вулавăша лартрăмăр. Чăваш сăмахлăхне, чăваш çыравçисен ачасем валли çырнă хайлавӗсене те электронлă вулавăша кӗртнӗ. Çапах хам эпӗ хут кӗнеке тытса вулама кăмăллатăп. Ăна алăра тытни те чунра ăшă туйăм вăратать», — шухăшне пӗтӗмлетрӗ Эвелина Николаевна.

Библиотека консервативлă та кичем учреждени мар, уйрăмах паянхи саманара. Кунне темиçешер мероприяти иртет кунта. Унсăр пуçне хăйсем те авторла проектсем хатӗрлесе тухса çӳреççӗ, çав шутра ытти регионсене. Пандеми вăхăтӗнче ача-пăча наци литературин кунне халалласа онлайн-мелпе «Народы дружат книгами» регионсен хушшинчи мероприяти йӗркеленӗ. Унта эпир те, Тутарстан чăвашӗсем, хутшăннине астăватăп. Пандеми вӗçленсен библиотека ӗçченӗсем Ижевска, Саранска кайса килсе регионсен ача-пăча библиотекисен ӗçӗпе паллашнă, опытпа ылмашăннă. Тӗлпулусене вӗсем чăваш çыравçисене те явăçтараççӗ. Кăçал Пушкăртстана кайса килме палăртса хунă. Регионсемпе видеомостпа çыхăнас опыт та пур вӗсен практикинче. Çапла вӗсем чăваш культурипе, литературипе паллаштараççӗ. Пӗлтӗр Раççей шайӗнчен тухса Белоруссири ача-пăча библиотекипе çакăн йышши мероприяти ирттернӗ.

Кичемленсе ларма пӗр вăхăт та çук библиотека ӗçченӗсен. Малашнехи плансем те пысăк. Хамăрăн пултаруллă ӗçтешшӗн кăлăхах пăшăрханнă иккен. Пысăк тав пире ăшшăн кӗтсе илнишӗн. Ăнăçу сунатпăр!

Ирина ТРИФОНОВА. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: цифровая библиотека 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане