Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксуран салам сана, Закат!

Украин неонацисчӗсем Курск облаçне тапăнса кӗрсен салтаксемпе чикӗ хӗрринчи мирлӗ халăхшăн кăна мар, волонтерсемшӗн те хăрушлăх ӳсрӗ. Анчах Аксу волонтерӗсене ку хăратмасть.

Çак кунсенче кăна-ха Александр Убейкин, пӗртăван Алмазпа Айдар Бакировсем, Ильшат Минсафин тата СВОра кӗрешекен салтакăн ашшӗ, Чулхула вырăсӗ Иван Кулагин (пӗрле каяс тесе вăл фронта илсе каймалли автомобиле юсама пулăшса пӗр уйăха яхăнах Аксура пурăннă) черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ (рацисем, медикаментсем, адреслă посылкăсем тата бортлă УАЗ автомобиль) леçсе таврăнчӗç. Шучӗпе 18-мӗш пулнă çулçӳрев Курск, Северодонецк, Луганскпа Алчевск урлă иртнине пӗлтерет Аксу район хаçачӗ.

Салтаксем волонтерсене кашнинче куç пек кӗтеççӗ, килтен янă салам вăрçă хирӗнче калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ вӗт, салтака вăй кӗртекен япала. Çакă хистет те патриот-волонтерсене хăрушă çула тухма. Кашни рейсӗ чӗрене ыраттарса асра юлать, 18-мӗш те çаплах пулнă.

Фронта тăтăш гуманитари пулăшăвӗ леçекенскерсене блокпостсенче лайăх паллакан пулнă ӗнтӗ. Хальхинче те акă чарăнсан пӗр çамрăк салтак вӗсенчен: «Тутарстанран-и? Пӗкӗлмерен кам та пулсан çук-и сирӗнпе? — тесе ыйтнă. — Хам эп ак çавăнтан та...», — хуллен кăна хушса хунă унтан.

Вăрçа лекнӗ çап-çамрăк салтак волонтерсен чӗрине те кӗрсе юлнă. Аксу район хӗрарăм-волонтерӗсем кашнинчех «Телейлӗ салтак валли» посылка хатӗрлесе ярассине йăлана кӗртнӗ. Хальхинче çаплах пулнă-ха, анчах кама пама палăртнă салтакӗ задание кайнипе ăна аллинчен тыттарма ниепле те май пулманнипе каялла таврăннă чух посылкăна хайхи çамрăк салтака пама шутланă вӗсем. Анчах караул улшăннă, икӗ кун каялла кӗтсе илнӗ салтакăн позывнойне те, ятне те ыйтма ăс çитереймен. Апла пулсан та дежурнăйран ыйтса пăхмах шутланă. «Эй, Бугульма, сан патна килнӗ кунта!» — раципе кăшкăрнă леш. Вӗсене курсан çамрăк салтак куççульне чарайман, унпа пӗрле волонтерсем те…

Кун йышши тӗлпулусем кашни каймассерен пулсан та кашни чуна кӗрсе юлать. Кун пек самантсене ăçтан манăн? Акă тепӗр ентеш-салтакăн кăмăлне çӗкленӗшӗн чунтан савăнаççӗ волонтерсем.

Асра юлакан тепӗр самант та пулнă 18-мӗш çулçӳревӗн. Донбасс халăхӗн хӳттине тăнă пӗрремӗш çынсем хушшинче аксусем те пур. 2020 çулта Луганскра Аксу район çынни Закат позывнойлă Владимир Тимочкин пуç хунă. Шăпах çула тухас умӗн волонтерсем ун çинчен аса илнӗ иккен, тепре кайсан вилтăпри çине кӗрсе тухма картсах хунă. Тӗрӗссипе, ентеше ăçта пытарнине татăклăн пӗлмен те-ха хăйсем. Закат çинчен репортажсен видеоархивне пăхса кăна ăна Алчевскри Мухтав аллейинче, «Призрак» легендарлă бригадăн командирӗнчен Алексей Мозговойран аякра мар пытарнине пӗлнӗ. Шутланă — тунă, хирӗçлекен пулман. Пайланса масар тăрăх шыранă вăхăтра, пӗрисем: «Тупрăмăр!» — тесе кăшкăрнине илтсен мӗн туйнине сăмахпа каласа пама çуккине палăртаççӗ вӗсем. Çапла аксусем Закатăн вилтăпри çине çитсе тăван ен саламне çитернӗ, чечек хунă хальхинче. 

Шел, ентеш-салтаксен вилтăприйӗсем сахал мар Украина çӗрӗ çинче. Вӗсем юн тăкни кăна пӗр ахаль ан пултăрччӗ, пуç çӗкленӗ фашист еткерне çапса çӗмӗресехчӗ.

«Хальхи вăхăтра атьсене малтанхи пек апат-çимӗç питех кирлӗ мар ӗнтӗ, пирӗн веçех пур теççӗ, апла пулсан та мӗнле хытă савăнаççӗ вӗсем килтен посылка илсен. Хăйсене манманни, кӗтни, пирӗн тӗрев пуринчен ытла вăй парать вӗсене, — каласа парать Александр Убейкин. — Шел, СВОн масштабне, пысăках мар пирӗн поселокшăн та мӗнле хăрушлăх пуррине хальлӗхе пурте ăнлансах пӗтереймеççӗ-ха. Пирӗн кунта гуманитари пулăшăвӗ пухса та чăмăртанмалла. Атьсен пурнăçне сыхласа хăварма пултаратпăр эпир. Вӗсене ятарлă хатӗрсемпе тум, автомобильсем кирлӗ халӗ», — халăхăн вăранма вăхăт çитни çине пусăм тăвать волонтер.

Хамăр корр.
Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçатран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем