News by date 1 September 2024
-
Ӳкерчĕксен конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр
Раççейри Çемье çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 79-çуллăхне халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ ача-пăча хушшинче «Манăн çемье» тата «Тавах Çӗнтерӳшӗн! Яланах асра» ӳкерчӗксен конкурсӗсене ирттерчӗ. Ачасен çул ӳсӗмне кура жюри вӗсене 4 категорие пайласа хакларӗ.
-
Пӗлӳ тĕнчинчи инноваци утравĕ
«Образование» федераллă программăпа ялсенчи, 60 пинрен ытла мар çын пурăнакан пӗчӗк хуласенчи шкулсен никӗсӗнче «Точка роста» вӗренӳ центрӗсем йӗркелени паянхи кун вăхăтлă та кирлӗ. Тӗллевӗ – ачана, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, паха пӗлӳ илме пӗр пек майсем туса парасси. Пултарулăхне аталантарма, çӗннине ăша хывса идейисене пурнăçа кӗртме те пулăшать вăл.
-
Аксуран салам сана, Закат!
Украин неонацисчӗсем Курск облаçне тапăнса кӗрсен салтаксемпе чикӗ хӗрринчи мирлӗ халăхшăн кăна мар, волонтерсемшӗн те хăрушлăх ӳсрӗ. Анчах Аксу волонтерӗсене ку хăратмасть.