Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗрӗслӗх пирӗн енче!

Паянхи кун массăлла хыпар хатӗрӗсен умӗнче тӗрлӗ задачăсем тăраççӗ. Раççейпе туслă мар çӗршывсем пире хирӗç информацилле вăрçă пуçарнă чух уйрăмах. Информацилле технологисем, искусствăлла интеллект, нейросеть пысăк хăвăртлăхпа аталанса пынă вăхăтра журналистикăна та улшăнусем кӗрсе пыраççӗ. Юлса пырсан йăлари журналистикăна çӗнӗ медиасем хыçа хăварма пултараççӗ.

Тӗрӗссине суя, суяна тӗрӗс пек кăтартма халӗ ним мар вӗренсе çитнӗ, алăра çӗнӗ инструментсем – технологисем пур чух пушшех те. Апла мӗншӗн йăлари пичет кăларăмӗсен те вӗсемпе усă курас мар? Обществăлла шухăшлав тӗрӗсси çинче никӗсленни чи кирли.

Тӗп тема – халăхсен пӗрлӗхӗ

Анăçри фейк фабрикисем Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗпе туслăхне аркатас тӗллевпе суя информаци лавӗпе сараççӗ, историре пулманнине шутласа кăларса та. Суяна уйăрса илме историе лайăх пӗлни çеç пулăшать. Аслăраххисем, совет вăхăтӗнче вӗреннисем, ăна лайăх астăваççӗ. СССР арканнă хыççăн ачасене урăх кӗнекесемпе вӗрентме тытăнчӗç, кунта ӗнтӗ «пиллӗкмӗш колоннăпа» Анăç пулăшăвӗсӗр мар. Тăхăр вуннăмӗш, икӗ пинмӗш çулсенче ӳснисенчен нумайăшне паян тӗрӗссине çитерме çав тери йывăр.

Çавăнпа МХХ умӗнчи тӗп задачăсен шутне Раççей халăхӗсен пӗрлӗхӗпе килӗшӗвне упраса хăварасси те кӗрет. Информаци технологийӗсемпе усă курни самай пысăк пулăшу кӳрет. Паяна пӗр пичет кăларăмӗ те хăйӗн сайчӗсӗр, социаллă сетьсенчи аккаунтсемсӗр, ытти çӗнӗлӗхсӗр юлман пулӗ. Нейросетьпе, искусствăлла интеллектпа кулленхи ӗçре усă куракан редакцисем йышлансах пыраççӗ.

Çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç те ӗнтӗ Хусанта иртнӗ Наци массăлла хыпар хатӗрӗсен Х форумӗнче. Унта Раççейӗн 33 регионӗнчен, çав шутра Мускавпа Санкт-Петербург хулисен, Дагестан, Ингушети, Чечня, Луганск Республикисен, Чукотка автономи округӗн МХХ представителӗсем пуçтарăнчӗç.

Пленарлă лару августăн 28-30-мӗшӗсенче иртнӗ форумăн тӗп пайӗ пулчӗ. Унта пичет кăларăмӗсен, информаци агентствисен, телерадиокомпанисен ертӳçисемсӗр пуçне патшалăх власть органӗсен, наципе культура пӗрлӗхӗсен, тӗн управленийӗсен, обществăлла организацисен представителӗсем хутшăнчӗç. Ларăва ТР Пичетпе массăлла коммуникацисен «Татмедиа» агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев ертсе пычӗ. Сӳтсе явнă тӗп темăсен шутӗнче Раççейпе туслă мар çӗршывсен пире хирӗç йӗркеленӗ пропагандине хирӗç тăрасси, культура еткерӗпе нацисен хушшинчи килӗшӗве упраса хăварассинчи МХХсен пӗлтерӗшӗпе вырăнӗ, патшалăх наци политикин пурнăçланăвне информацилле тӗрев парассин механизмӗсене лайăхлатасси тата ытти те. Форум хăйне май ăнăçлă практикăсемпе паллаштарассин площадки пулса тăчӗ, çав шутра деструктивлă идеологипе кӗрешес енӗпе те.

Раççей оппоненчӗсем çӗршывра пурăнакан халăхсене хирӗçтерес тӗллевпе информацие пăсса сарма тăрăшаççӗ. Çавăнпа наци хаçат-журналӗсен тӗп тӗллевӗ вӗсене тăрă шыв çине кăларса тӗрӗссине палăртасси. Тӗрлӗ халăх, тӗрлӗ тӗн çыннисен килӗшӗвӗ – Раççейӗн чи вăйлă енӗсенчен пӗри. Ăна аркатасшăн та ӗнтӗ тăшмансем. Форумăн пленарлă ларăвӗнче кун пирки нумай калаçрӗç.

Яланхи йăлапа сăмах илекенсен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин пӗрремӗш пулчӗ. Ун сăмахӗпе, наци МХХсен пӗлтерӗшӗ обществăра питӗ пысăк. «Эсир тăрăшнипе обществăра йăлари кăмăл-сипет ориентирӗсем, çемье хаклăхӗсем, культура йӗркисем упранса юлаççӗ. Вӗсем пирӗн çӗршывра пурăнакансемшӗн пуриншӗн те пӗр», – терӗ ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ. Ятарлă çар операцийӗ пынă вăхăтра МХХсем гражданла шухăшлава йӗркеленме пулăшнине те палăртса хăварчӗ. «Пире курайманнисем чи айван вырăнсене шыраса тупса пире аркатма пăхаççӗ, çав шутра информаци инструменчӗсемпе усă курса та. Çавăнпа паян МХХсен пӗлтерӗшӗпе вырăнӗ çав тери пысăк. Паха информаци гражданла активлăха йӗркеленме, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентет. Вӗсем республикăра, çӗршывра чи кирлӗ хаклăхсем», – терӗ Фарид Мухаметшин.

Историе пӗлекене хывăхпа улталаймăн

Федераци Канашӗн регламентпа тата парламент ӗçне йӗркелессипе комитет председателӗн çумӗ Александр Терентьев та çак шухăша малалла тăсрӗ. «Çăмăл мар тапхăр халӗ, уйрăмах МХХсемшӗн, – пуçларӗ вăл. – Информаци вăрçи пуçарса, нацисен туслăхӗн темипе спекуляцилесе вӗсем Раççее шалтан аркатма пăхаççӗ. Псведорационаллă культурăсем, ирӗклӗ нацисен форумӗсем, имӗш Раççей халăхӗсен интересӗсене хӳтӗлекен пӗрлӗхсем йӗркелесси патнех çитрӗç вӗт. Çав вăхăтра хăйсем патӗнче йăлари хаклăхсене, çемье институтне чăл-пар салатрӗç, арçынпа арçын, хӗрарăмпа хӗрарăм мăшăрланăвне пропагандăлаççӗ тата ытти... Пирӗн пата та çак йӗркесӗрлӗхсене çитерме вӗсем çӗршывран тахçанах тухса кайнă çынсене явăçтараççӗ. Нумайăшне хирӗç радикаллă ӗç-пуçсемшӗн уголовлă ӗç те пуçарнă. Анчах вӗсен тытăнăвӗсем кăлăхах. Раççей хăй пӗрлӗхне йăлари хаклăхсемшӗн тăрса, СВОна хутшăннисене тӗрев парса палăртать, – терӗ Александр Терентьев. Ун шучӗпе, Павел Дурова тытса чарни те политикăпа çыхăннă. Журналистсене вăл информаципе ӗçленӗ чух тишкерӳллӗ те тимлӗ пулма сӗнчӗ.

Ирӗклӗ нацисен пӗрлӗхӗсем тенӗрен, чăнах та Раççейре шутласа кăларнă чылай халăхсем «пурăнаççӗ» паян. Тӗслӗхе ингерманландсене илер. Википедире вӗсем пирки питӗ нумай çырнă. Анчах тӗрӗсси 2-3 процентран ытла мар, ытти йăлт шутласа кăларнă супăнь кăпăкӗ. Статйисемпе усă курнă литература, ссылкăсем таран. Çӗнӗ технологисемпе усă курса вӗсене тума та ним те мар иккен. Пӗрре пăхма ку халăх пирки информацинче ним хăрушши те çук пек. Мӗн тума кирлӗ-ха ку? Тӗллевӗ вара Раççейри тăнăçлăха аркатасси. Мӗскӗн ингерманландсен хăйсен республика çукки çак халăха ирӗк паманни пулса тухать-çке. Пурин те пур та – вӗсен çук. Капла юрамасть! Ирӗк парăр попугайсене те!

Историе тӗпчесен çак халăх хальхи Ленинград облаçне кӗрекен çӗрсенче пурăннă иккен, йышӗпӗ пӗчӗк халăх, финн халăхӗпе çывăх. Репресси вăхăтӗнче вӗсене 50–60 пин çын таранах пӗтернӗ пулать. Ăçтан ун чухлӗ тупăннă, енчен те вӗсем шучӗпе малтан та пине çитеймен пулсан? Çакăн пек хирӗçлевсем нумай. Анчах историе пӗлменни вуласан шанать вӗт. Ирӗклӗ çӗршывра епле-ха капла мӗскӗн халăха çӗрсӗр хăварнă тесе кулянать... Çакăн пек псевдоисторилле халапсем шутласа кăларса пӗр халăха тепринпе танлаштарса, пӗрисене ытларах, теприсене сахалрах полномочисемпе «тивӗçтерсе» хирӗçтерме пăхаççӗ.

Кун пирки пленарлă лару хыççăн иртнӗ семинарта Раççей Халăхӗсен çурчӗ çумӗнчи Координаци Канашӗн председателӗ, РФ Президенчӗ çумӗнчи Нацисен хутшăнăвӗсемпе канашӗн Патшалăх наци политикине информацилле тӗревпе тивӗçтерессипе ыйтусен комиссин яваплă секретарӗ Андрей Худолеев калаçрӗ. Ун сăмахӗпе, ку йышши халапсем çав тери сиенлӗ, мӗншӗн тесен чăн историе пăсаççӗ. Тӗлӗнмелле те, Раççейре 12 пине яхăн çамрăк çыравра хăйсен нацине эльф тесе палăртнă. Англин паллă писателӗ Толкин шутласа кăларнă эльф чӗлхине çине тăрса вӗренеççӗ. Çыннăн чăн нацилӗхне тӗп тумасть-и çакă? Малтан юмах тӗнчипе айкашаççӗ, унтан хăйсен патшалăхне туса хурас килет вӗсен. Раççейӗн Тӗп законӗпе килӗшӳллӗн, çӗршывра кашни халăхăн хăй культурине, чӗлхине аталантарма ирӗк пур-çке. Апла эльфсене те республика та, ялавӗ те, нацие палăртакан ытти атрибутика та кирлӗ. Анчах çук! Анăç çакна çеç кӗтет те. Раççейре, курăр-ха, ирӗк памаççӗ халăхсене пӗр тан аталанма... Чăвашсене вăн ăна-кăна параççӗ, тутарсене те кӳрентермеççӗ... Худолеев каланă тăрăх, украинла чӗлхиллӗ Википедире Раççей халăхӗсем çинчен информаци питӗ нумай, хитрелетсе тем те çыраççӗ. Çакна вӗсем юри пӗр халăха тепринчен çӳлерех хурса çапăçтарса ярас тесе тăваççӗ. Паллах, «аслă тетӗшӗсем» сӗннипе. Ингерманландсен вара çӗрӗ те, нимӗ те çук... Вăт çапла çуралаççӗ хирӗçтăрусем? Тӗрӗссипе Анăçăн йӗркесӗрле либерализмӗ мӗн патне илсе çитернине паян аван куратпăр. Ӗнтӗ этем тӗсӗ те Турă туса янă пек икӗ тӗрлӗ кăна мар, темиçе тӗрлӗ вӗсен. Ара законпа пурне те йышăнмалла-çке? Çавăнпа ӗнтӗ Раççейӗн йăлари хаклăхӗсене, уйрăмах çемье хаклăхӗсене вӗсем чăл-пар салатма ӗмӗтленеççӗ.

Андрей Худолеев палăртнă тăрăх, Википедие сăвăрса вуламалла, ирӗклӗ энциклопедире суя информаци туллиех. Вӗсем пурте Анăç тăрăшнипе чечекленсе кайнă.

Европа йышне илессипе илӗртсе

«Халӗ вăрçăпа çыхăннă материалсене пăсса пани анлă ешерсе кайрӗ. Ку йышши информаци 100 проценчӗпех ют çӗршывсенчен килет. Пӗлетӗр-и çук-и, вӗсем пирӗн блогерсене пурне те пӗлсе тăраççӗ. Кам мӗнле темăпа ӗçлет, мӗнле контент ăна интереслентерет. Икӗ пинмӗш çулсенче, ун чух Кавказра ӗçлеттӗм, реакциллӗ центрсем пурте Варшавăра тӗпленнине пӗлтӗм. Пӗр ӗмӗре яхăн ӗçлет «Прометей» центр. Шăпах вӗсем «хӗн-хур чăтакан» нацисене пулăшассипе ӗçлеççӗ те. «Аслă Украин» халăхӗ те вӗсем тăрăшнипех йӗркеленчӗ. Ку мӗнрен пуçланнине пурте астăватăр пулӗ. Армени енӗпе те çапла ӗç пуçарнă. Асăннă халăха «хӗсӗрлеççӗ» иккен, историе пăхсан унăн çӗрӗ те, полномочисем те самай пысăк пулмалла иккен», – ăнлантарать Андрей Худолеев. Эксперт сăмахӗпе, «Прометей» евӗр центрти псевдоисториксем вара юмах çырма ăста. Чаплă истори кирлӗ-и сана – ме, ил. Тата Евросоюза илессипе, унта кӗрсен пысăк пуласлăхпа тивӗçтерессипе илӗртеççӗ. Украинăна та Евросоюза илессипе илӗртсе майдан пуçарса ямарӗç-и? Анчах мӗншӗн халӗ те вӗсен йышӗнче мар? Раççее наци патшалăхӗсем çине пайласа аркатасси вара Америкăпа Анăç çӗршывӗсен чи пысăк ӗмӗчӗ. Картти те хатӗр ӗнтӗ. Ку информаци вăрттăнлăх мар, интернетра тахçанах çӳрет вăл.

«Совет тапхăрӗнче СССР арканать тесен ӗненнӗ пулăттăр-и? Çук паллах. Халӗ вӗсем наци республикисен хушшинче хирӗçӳ çуратса Раççее хавшатасшăн. Украина тата та инçе кайнă. Вӗсем Украина чиккинчен пуçласа Еврази континентне нумай шутласа тăмасăр, тытнă та тăватта пайланă. Çӗпӗр тăрăхне – Китая, Уралпа Алтай тăрăхӗнчи регионсен вырăнне Ази республикине туса хунă. Раççей территорийӗ вара Урал тăвӗсем патӗнче вӗçленет, Европа çӗршывӗсен чиккине çити Украина саркаланса выртать». Тӗлӗнсе каймалла стратегсем. Андрей Худолеев шучӗпе, лару-тăрăва пӗр енлӗ пăхни сиенлӗ. Çавăнпа МХХсен наци политикипе çыхăннă ыйтусене пысăк яваплăхпа пăхмалла.

Наци МХХсен кирлӗлӗхӗ çинчен те кăштах каласа хăварчӗ. «Шалти политикăпа экономика блокӗ хушшинче наци хаçат-журналӗ тавра тавлашусем ялан пулнă. Кирлӗ-и вӗсене тытса тăма, укçа тăкаклама? Çакăн пек ыйту лартаççӗ экономистсем. Хăйсен позицине хаçатсене никам та вуламаннипе çирӗплетеççӗ. Çакна хирӗçлесе эпир шкул шайӗнче эксперимент пуçларăмăр. Пӗлетӗр-и, ачасене наци теми интереслӗ мар текенсем суяççӗ, мӗнлерех-ха тата. Тӗп проблема кунта – материала вӗсене интереслӗ мелпе парасси. Хаçатсен халăх йăли-йӗрки, культури пирки çамрăксен чӗлхипе памалла. Интереслӗ контент шутласа кăлармалла», – терӗ вăл.

Çӗннӗлле ӗçлес пулать

«Диалог» АНО генеральнăй директорӗ Владимир Табак шучӗпе те, нацисен хушшинчи конфликтсем Раççейшӗн стратегилле теветкеллӗ. «Нумай пулмасть çитес ултă çулта сиксе тухма пултаракан чăрмавсене тӗпчерӗмӗр. Вӗсенчен пӗри нацисен хушшинчи хирӗçтăрусемпе çыхăннă. Кăна эпир хамăр та вăл е ку пулăмсенчен куратпăр. «Крокусра» пулнă трагеди те çавнах кăтартать», – ăнлантарчӗ вăл. Спикер шучӗпе, Раççей оппоненчӗсем çӗршывра пурăнакансене хирӗçтерес тӗллевпе чи малтан наци компонентне шута илеççӗ. Дагестанри аэропортра пулнă йӗркесӗрлӗхе те вăл çавăнпа çыхăнтарчӗ. Дагестанăн виçӗ каналӗ ятарласа ӗçленӗ ку енӗпе. Ку чухне официаллă МХХсен питӗ тимлӗ пулмалла информаципе ӗçленӗ чух.

Владимир Табак Наци хыпар хатӗрӗсен представителӗсене çӗнӗ форматпа ӗçлеме чӗнсе каларӗ. Наци политикипе çыхăннă суя информацие çӗнӗ технологисемпе усă курса палăртма пултарнине пӗлтерчӗ.

Çак шухăша малалла «Гильдия межэтнической журналистики» организацин президенчӗ Маргарита Лянге тăсрӗ. Ун сăмахӗпе, информаци уçлăхне пăсасси планпа пурнăçланса пырать. «Раççейрен тухса кайнă граждансем юлашки уйăхсенче хушу панă пек нацисен хутшăнăвӗсен сферин «пысăк специалисчӗсем» пулса тăчӗç. Вӗсем пирӗн историри япăх самантсене кăна аса илеççӗ. Пиншер çулра çемьери пекех темӗн те пулать. Анчах начарри çине кăна пусăм туни, çӗршыва вак патшалăхсем çине пайлама ӗмӗтленни питӗ те хăрушă», – терӗ Маргарита Лянге. Ун шучӗпе, журналистсен çӗнӗ форматсенчен хăрамалла мар. Уйрăмах çамрăк аудитори наци темипе çыхăннă паха контентпа çине тăрса интересленме тытăннă вăхăтра. «Эсир парса çитерейменнипе ыттисем, пире хирӗççисем усă курма тăрăшӗç. Блогерсен сообществине хирӗç тăмалла мар. Пирӗн хамăрăн вӗсен территорине паха контентпа, информаципе ӗçлеме пӗлнипе кӗмелле. Тӳрӗ эфирта мӗн-тӗр каличчен эпир 10 хут тӗрӗслетпӗр вӗт информаци тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлес шутпа. Вӗсене те хамăр опыта пама тăрăшмалла, вӗрентмелле. Енчен те çӗнӗ медиара йăлари МХХсем ытларах пулсан, шанатăп, правилăсем те улшăнаççӗ – пире кирлӗ пек», – терӗ спикер. Маргарита Лянге шучӗпе, МХХсен практикине искусствăлла интеллекта та кӗртсе пымалла. Вăл йăлари пичет кăларăмӗсене пурнăçран юлмасăр аталанса пыма пулăшӗ. «Искусствăлла интеллект вăл пурӗ те çӗнӗ инструмент кăна, унпа пӗлсе усă курса, уйрăмах наци МХХсене тăван чӗлхепе халăх культурине упраса хăварма пулăшӗ», – пӗтӗмлетрӗ спикер.

Чечня Республикин Патшалăх телерадиокомпанин директорӗ Чингиз Ахмадов регионти массăлла хыпар хатӗрӗсен ӗçӗпе туллин паллаштарчӗ. Вӗсен опычӗ «Татмедиа» агентствăн ертӳçисене те интереслентерчӗ. Спикер шучӗпе, МХХ ӗçӗнче паян çӗнӗ технологисемсӗр мала кайма май çук. Паллах, патшалăх пулăшăвӗсӗр те инçе каяймăн. Чингиз Ахмадов Чечня Республикин пуçлăхӗ Рамзан Кадыров питӗ пысăк пулăшу панине каларӗ. «Вăл тӗрев панипе эпир хамăрăн чи амбицилле задачăсене пурнăçлама пултаратпăр», – терӗ.

Вӗсенчен вӗренмелли пур. Журналистсем кулленхи ӗçре тахçанах искусствăлла интеллект пулăшăвӗпе усă кураççӗ. Халӗ эпир питӗ хăвăрт вăхăтра пурăнатпăр. Хаçат-журналсем çӗнӗ медиасемпе хăвăртлăхпа танлашаймаççӗ. Кивелнӗ хыпар вара никама та интереслӗ мар. Саманапа тан утас тесен çӗнӗ инструментсемпе усă курмалла. Искусствăлла интеллект çыртарса илнине текста куçарма е текста сасăлатма пултарни журналиста пысăк пулăшу парать. Хыпар материалӗсене вырăсларан ют чӗлхене куçарма та искусствăлла интеллект пулăшать. Хальхи вăхăтра сасса клонлассипе апробаци пырать вӗсен.

Кашни вырсарникун эфира араб тата акăлчан чӗлхисемпе хыпар кăларăмӗ тухать. Ăна та искусствăлла интеллект пулăшнипе хатӗрлеççӗ. «Кăларăмсене пурне те «ВКонтактери» пирӗн сообществăра пăхма пулать. Унта ятарласа плей-лист йӗркеленӗ. Вăл кашни эрнере улшăнса тăрать», – çӗнӗлӗхсемпе паллаштарчӗ Чингиз Ахмадов.

Анчах ку çӗнӗлӗхсене сисчӗвленсе йышăнакансем те пур. Пӗрисем цифра трансформацине отрасльшӗн усăллă тесе шутласан теприсем вăл творчествăлла процеса механизацилесе професси чунне вӗлерет тесе палăртаççӗ. Кунта икӗ ен те хăйне кура тӗрӗс шутлать. Çӗнӗ технологисем çӗнӗ майсем панипе пӗрле журналистсене кăткăс лару-тăрăва лартать. Апла пулсан çак ик ен хушшинче татулăх тупмаллах. Темле хирӗçлесен те искусствăлла интеллект профессие кӗретех, çавна май журналистика никӗсӗнчи çыхăнусене пач улăштарма тивет, çав шутра медиасферăн аталану стратегине те.

Экспертсен шучӗпе, ӗçе çӗнӗ технологисем кӗртни вулакансен аудиторине тытса тăма та пулăшӗ. Искусствăлла интеллект çынна мӗн ытларах интереслентернине, вăл мӗн ытларах вуланине тӗпчесе, шута илсе контент планне сӗнӗ. ЧГТРК директорӗн шучӗпе, çӗнӗлӗхсенчен хăрамасăр вӗсемпе хамăра кирлӗ пек усă курма çеç вӗренмелле. Пурнăçран юлсан эпир никама та интереслӗ пулмăпăр тесе пӗтӗмлетрӗ вăл хăй сăмахне.

Салават Камалетдинов сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане