Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳкерчĕксен конкурсĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр

Раççейри Çемье çулталăкне тата Аслă Çӗнтерӗвӗн 79-çуллăхне халалласа «Сувар» хаçат редакцийӗ ача-пăча хушшинче «Манăн çемье» тата «Тавах Çӗнтерӳшӗн! Яланах асра» ӳкерчӗксен конкурсӗсене ирттерчӗ. Ачасен çул ӳсӗмне кура жюри вӗсене 4 категорие пайласа хакларӗ.

Хаклавăн тӗп критерийӗсем – ӳкерчӗке хăв туни, сюжет композицийӗ, сăрăсемпе (тӗслӗ кăранташпа, акварельпе, çуллă сăрăпа, акрилпа, фломастерпа) пӗлсе усă курни, сюжета интернетран илсе мар, хăв шутласа кăларни (йӗрлесе илсе ӳкерни питӗ лайăх курăнать) тата унăн кăткăслăхӗ, паллах, пултарулăх шайӗ. 

Асăннă конкурссене пӗтӗмпе 100 ытла ӗç килчӗ. Пуринчен ытла 7 – 9 тата 10 – 13 çултисем активлă пулчӗç. Икӗ конкурсра та çак çул ӳсӗмӗсен категорийӗпе чи нумай ӗçсем килчӗç. Тутарстанри районсемсӗр пуçне кӳршӗллӗ Чăваш Ен Республикипе Ульяновск хулинчен те. Ку пире, паллах, питӗ савăнтарать. Конкурса хутшăннисене пурне те редакци ятӗнчен тав тăватпăр. 

Жюрие çӗнтерӳçӗсене суйласа илме çăмăл пулмарӗ. Анчах конкурс конкурсах, чи пултаруллисене палăртмаллах. Асăннă критерисемпе пăхса тухса ӗçсене хакланă хыççăн çапларах пӗтӗмлетӳсем турăмăр:

«Манăн çемье» конкурс çӗнтерӳçисем

Гран-при – Антон Мамонтов, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 10 çулта (вӗрентекенӗ Т.Г.Маркова).

 

4 – 6 çултисем

1-мӗш вырăн – Ева Карамзина, Пăва районӗ, Шемекри ача сачӗ, 4 çулта (вӗрентекенӗ О.В.Силина). 

2-мӗш вырăн – Ульяна Репина, ЧР, Муркаш округӗ, 14-мӗш «Золушка» ача сачӗ, 4 çулта (вӗрентекенӗ И.Н.Репина). 

3-мӗш вырăн – Агриппина Матвеева, Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкелӗнчи ача сачӗ, 6 çулта (вӗрентекенӗ Н.Н. Ярославлева). 

 

7 – 9 çултисем

1-мӗш вырăн – Михаил Муратов, ЧР, Елчӗк округӗ, Патреккел шкулӗ, 2-мӗш класс (вӗрентекенӗ В.Г. Молоствова).

2-мӗш вырăн – Иван Краснов, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 7 çулта (вӗрентекенӗ С.В.Волкова). 

2-мӗш вырăн – Полина Лупан, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 8 çулта (вӗрентекенӗ А.Данилова). 

3-мӗш вырăн – Милана Малова, Анат Камăри 34№ гимнази, 2-мӗш класс (вӗрентекенӗ С.В.Козлова).

3-мӗш вырăн – София Захарова, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 7 çулта (вӗрентекенӗ Т.Г.Маркова). 

3-мӗш вырăн – Георгий Судаков, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 7 çулта (вӗрентекенӗ Т.Г.Маркова). 

4-мӗш вырăн – Амалия Шангараева, Анат Камăри 34№ гимнази, 2-мӗш класс (вӗрентекенӗ С.В.Козлова). 

 

10 – 13 çултисем

1-мӗш вырăн – Мария Муратова, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗкри искусствăсен шкулӗ, 12 çулта (вӗрентекенӗ Р.В.Парферьева). 

2-мӗш вырăн – Марианна Куракова, Аксу районӗ, Аксури 3-мӗш шкул, 4 «а» класс (вӗрентекенӗсем И.А. Мартынова, Л.В.Жирнова).

3-мӗш вырăн – Максим Иванов, Аксу районӗ, Çӗнӗ Тимушкел шкулӗ, 3-мӗш класс (вӗрентекенӗ Н.Г. Иванова). 

 

14 – 18 çултисем

1-мӗш вырăн – Анна Мишкина, Çарăмсан районӗ, Лагерка шкулӗ, 8-мӗш класс (вӗрентекенӗ М.Н. Михайлова). 

2-мӗш вырăн – Диана Куприянова, ЧР, Елчӗк округӗ, Елчӗк шкулӗ, 14 çулта (вӗрентекенӗ А.В.Куприянова). 

 

«Тавах Çӗнтерӳшӗн! Яланах асра» конкурс çӗнтерӳçисем

 

4 – 6 çултисем

1-мӗш вырăн – Иван Крылов, ЧР, Шупашкар, 203-мӗш «Непоседы» ача сачӗ, 4 çулта (вӗрентекенӗ Е.М. Афанасьева). 

2-мӗш вырăн – Дмитрий Каринкин, ЧР, Елчӗк округӗ, Патреккелӗнчи «Илем» ача сачӗ, 6 çулта (вӗрентекенӗ Л.А.Крылова). 

3-мӗш вырăн – Даша Петрукова, Çӗпрел районӗ, Аслă Аксури «Ивушка» ача сачӗ, 6 çулта (вӗрентекенӗ Н.Н.Симкина). 

 

7 – 9 çултисем

1-мӗш вырăн – Кирилл Магарин, Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш шкул, 1-мӗш класс (вӗрентекенӗ Ф.В.Билялова). 

2-мӗш вырăн – Василина Айдукова, Анат Камăри 34№ гимнази, 8 çулта (вӗрентекенӗ С.В.Козлова). 

2-мӗш вырăн – Анастасия Чистова, Аксу районӗ, Аксури 2-мӗш шкул, 8 çулта (вӗрентекенӗ И.В.Рябова).

3-мӗш вырăн – Карина Петрова, Ульяновск хули, 22№ шкул, 8 çулта (вӗрентекенӗ Н.Н.Краснова). 

3-мӗш вырăн – Елизавета Гаврилова, Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1-мӗш шкул, 3 «а» класс, 9 çулта (вӗрентекенӗ Р.Р.Алеева). 

 

10 – 13 çултисем

1-мӗш вырăн – Глеб Самделов, Çӗпрел районӗ, Алешкин Саплăк шкулӗ, 10 çулта (вӗрентекенӗ А.И.Журавлева). 

2-мӗш вырăн – Анастасия Шамиева, Аксу районӗ, Беловка шкулӗ, 3-мӗш класс (вӗрентекенӗ Т.И.Бульбова). 

3-мӗш вырăн – Анастасия Еливанова, Элмет районӗ, Чăваш Сиреньел шкулӗ, 5-мӗш класс, 11 çулта (вӗрентекенӗ Л.И.Калугина). 

3-мӗш вырăн – Айрат Толокнов, Пăва районӗ, Тури Лашчи шкулӗ, 4-мӗш класс (вӗрентекенӗ В.Н.Кожевникова). 

 

14 – 18 çултисем

1-мӗш вырăн – Амелия Исакова, Матвей Миннулин, Екатерина Романова, Александр Тухтаманов ачасен ушкăнӗ, Элмет районӗ, Чăваш Сиреньелӗнчи шкул, 8-мӗш класс, 14 çулта (вӗрентекенӗ Л.И.Калугина). 

 

Конкурс çӗнтерӳçисене кашнине диплом (вӗсене электронлă адреспа яратпăр) тата асăнмалăх парнесем (кӗнеке тата ӳкермелли хатӗрсем) паратпăр. 

Çӗнтерӳçӗсен вӗрентекенӗсене тата конкурссене хутшăннисене те дипломсемпе чыслатпăр.

Редакци.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс