Пӗлӳ тĕнчинчи инноваци утравĕ
«Образование» федераллă программăпа ялсенчи, 60 пинрен ытла мар çын пурăнакан пӗчӗк хуласенчи шкулсен никӗсӗнче «Точка роста» вӗренӳ центрӗсем йӗркелени паянхи кун вăхăтлă та кирлӗ. Тӗллевӗ – ачана, вăл ăçта пурăннине пăхмасăр, паха пӗлӳ илме пӗр пек майсем туса парасси. Пултарулăхне аталантарма, çӗннине ăша хывса идейисене пурнăçа кӗртме те пулăшать вăл.
Пӗр пек майсем
«Точка роста» проект (вӗренӳ центрӗсен федераллă сечӗ) Раççейре 2019 çулта хута кайнă, паянхи кун вӗсен шучӗ 16 пинрен те иртнӗ. Вăл регионсенчи ял шкулӗсене «Информатика», «ОБЖ», «Технологи» предмечӗсемпе çӗнӗ программăсем кӗртнисӗр пуçне вӗренӳ технологийӗсемпе те тивӗçтерет: ятарлă классене интерактивлă доскасемпе, планшетсемпе, 3D-принтерсемпе, VR-технологисемпе (виртуальнăй реальность куçлăхӗсемпе), квадрокоптерсемпе, ОБЖ валли тренажер-манекенсемпе тата ытти оборудованипе тивӗçтерет. Ку вара вӗренӗве интереслӗ те пахарах тума пулăшать.
Малашлăх çулӗ
«Точка роста» центр чăнах та ял ачишӗн малашлăха уçакан çул, тӗнче стандарчӗллӗ вӗрентӳ программи çӗнелсе тăнипе ăна çӗршывăн пысăк хулисенчи, тӗнчери хăйпе пӗр çулти ачасемпе тан утма май парать. Çаплах хушма пӗлӳ илме те. Мӗншӗн тесен «Физика», «Хими», «Биологи» пек тӗп предметсене кăна мар, искусство, музыка, спорт е программирование нумай тимлӗх уйăрать. Çапла майпа кашни ача хăйне мӗн кăмăла кайнипе аппаланма пултарать кунта.
Проектсем çырма вӗренни ачана командăпа ӗçлеме, харпăр проекта хатӗрлесе пурнăçа кӗртме вӗрентет. Паллах, тӗрлӗ енлӗ шутлама, анализласа йышăну тума хăнăхтарать ку.
Пирвайхисенчен пӗри
Цифра тата гуманитари профилӗпе «Точка роста» вӗрентӳ центрӗ Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел ялӗнче 2020 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнченпе ӗçлет. «Образование» наци проекчӗн «Современная школа» федераллă проектпа йӗркеленӗ ăна. Район центрӗн çывăхӗнчи çӗнӗ шкул пулнăран-ши асăннă Центрсем уçăлнă пирвайхи шкулсен шутӗнче пулнă вăл. Центра Валентина Николаевна Петрова ертсе пырать. 2023-2024 вӗренӳ çулӗнче шкулта пӗтӗмпе 88 ача вӗреннӗ пулсан, кăçал — 82. Вӗсене пурне те мар пулсан та, чылайăшне вӗренӳ центрне явăçтарӗç.
Çак шкулăн «Точка роста» Центрӗн тӗп тӗллевӗ те — «Технологи», «Математика тата информатика», «Физическая культура и основы безопасности жизнедеятельности» предметсене вӗрентмелли мелсене çӗнӗ вӗренӳ оборудованийӗсемпе усă курса çӗнетсе лайăхлатасси. Асăннă предметсемпе вӗрентӗве кашни ачана явăçтармалла пулсан, естествăлла наука, техника тата гуманитари профилӗсемпе пӗтӗмӗшле вӗрентӳ программипе урок тулашӗнчи хушма вӗрентӗве пӗтӗмӗшле ачаран 70 процентӗнчен кая мар.
Центр шкулăн 5 кабинетӗнче вырнаçнă, вӗсем: цифра тата гуманитари компетенцийӗсемпе çыхăннă «Технологи», «Информатика», «Основы безопасности жизнедеятельности (ОБЖ)» тата шахмат зони. «Точка роста» вӗренӳ центрӗнче ӗçлемешкӗн ятарласа 5 учителе вӗрентнӗ.
19 çӗнтерӳçӗпе призер
«Точка роста» вӗренӳ центрӗ планпа ӗçлет: асăннă предметсемпе пӗтӗмӗшле вӗрентӳ программипе килӗшӳллӗн вӗренӳсӗр пуçне класс тулашӗнчи ӗçсем йӗркелесе те ачасене паха пӗлӳ пама тăрăшаççӗ кунта. Харпăр тата ушкăнпа проектсем çырма хăнăхтараççӗ. «Точка роста» Центрăн тепӗр пысăк ӗçӗ вăл — ачасене тӗрлӗ шайри олимпиадăсене хатӗрлесси. Иртнӗ вӗренӳ çулӗнче Чăваш Çӗпрел шкулӗн 19 вӗренекенӗ олимпиадăсен район тапхăрӗнче — çӗнтерӳçӗпе призер, 5-шӗ республика тапхăрӗнче призер пулнă.
Кашни кружокăн хăйӗн тӗллевӗ
«Точка роста» проект урок тулашӗнчи ӗçе те интереслӗ илсе пыма пулăшать. «3D-моделировани», «Юный пешеход», «Шахматы» кружоксем ӗçлеççӗ кунта. Информатикăпа тата технологипе çыхăннă «3D-моделировани» кружока (ăна хальччен информатика учителӗ А. Н. Годунов илсе пынă) 5 — 11 классем çӳреççӗ пулсан, «Юный пешеход» 4-мӗш классем валли, «Шахматы» вара (иккӗшне те кӗçӗн классен вӗрентекенӗ Т. Ю. Гаврилова ертсе пырать), 5-6-мӗшсене илӗртет.
Паллах, кашни кружокăн хăйӗн тӗллевӗ. «Шахматы» кружокăн, тӗслӗхрен, Каспаровсемпе Карповсем пек ăста шахматистсем ӳстересси мар, ачасен ăс-тăнне, логика шухăшлавне пӗр тикӗссӗн аталантарасси, хăй тӗллӗнлӗхе хăнăхтарасси, командăпа ӗçлеме вӗрентесси, спортра пултаруллисене тупса шкулти спорт секцийӗсене явăçтарасси. Çитӗнӳсем çук мар, Артем Афанасьев (4-мӗш класс) иртнӗ вӗренӳ çулӗнче «Связь поколений» шахмат ăмăртăвӗн зонăри тапхăрӗнче 3-мӗш вырăн йышăннă.
ОБЖ предмечӗпе çыхăннă кружока та ачасем савăнсах çӳреççӗ. «Точка роста» вӗренӳ центрӗн пурлăх бази занятисенче практика хăнăхăвӗсене илме пулăшни илӗртет вӗсене. Кун валли манекенсем тата ытти хатӗрсем пур. Ачасем кунта ăс-тăн, ӳт-пӳ енчен аталаннисӗр пуçне çутçанталăк, техногенлă тата çар инкекӗллӗ лару-тăрура хăйсене тӗрӗс тытма вӗренеççӗ. Программăра çаплах çул-йӗр инкекӗсен, пушар хăрушсăрлăхӗн профилактики, патриотизм воспитанийӗ, сывă пурнăç йӗркин хăнăхăвӗ те пур.
Аслисемшӗн те усăллă
Кунсăр пуçне «Точка роста» вӗренӳ центрӗ ачасемшӗн кăна мар, аслисемшӗн те усăллă, вӗрентекенсемшӗн ăсталăха ӳстермелли, ашшӗ-амăшӗсемпе ял çыннисемшӗн цифра тӗнчипе ӗçлеме, проектсем тума вӗрентекен вырăн та вăл.
«Точка роста» центрăн преподавателӗсен хăйсен тӗллевӗ, вӗсен кашни ачан пултарулăхне тупса çав енсене май пур таран лайăхрах уçса хăш енӗпе аталанмаллине кăтартмалла. Ӗç рынокӗнче мӗнле професси кирлӗреххине шута илсе ашшӗ-амăшӗ ачин вӗрентӳ маршрутне суйлама пултарать. Хамăр регионтах вӗренсе хамăр предприятисене мӗнле специалистсем кирлӗреххине маларах курса ӳсекен ачана профессие тӗрӗс суйлама, кайран ӗç тупма пулăшать.
Ытти шкулсемпе, вӗренӳ центрӗсемпе çыхăнса ӗçлени вара муниципалитет, çӗршыв шайӗнчи пӗрлехи вӗрентӳ уçлăхне йӗркелет. Ял ачин тӗрлӗ шайри предмет олимпиадисенче конкурентлăхне ӳстерет. Мӗншӗн тесен технологи çыхăнăвӗсем ăна естествăлла наука, технологи предмечӗсемпе паха пӗлӳ илме кăна мар, «Физика», «Хими», «Биологи» предмечӗсемпе вӗренӳ материалӗсене практика ӗçӗсенче çирӗплетме майсем туса парать.
Кун пек вӗренӳ центрӗсен информаци технологийӗсем, пысăк хăвăртлăхлă интернет çыхăнăвӗ ытти Центрсемпе онлайн мелӗпе пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май парать. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсем халӗ ялтан тухмасăрах Пӗтӗм Раççей уçă урокӗсене, наука конференцийӗсене, çавра сӗтелсене хутшăнма пултараççӗ, учительсем — пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма. Ял шкулӗсемшӗн калама çук лайăх ку, мӗншӗн тесен пӗлӳ тӗнчинчи çак инноваци утравӗ ачана хуларисемпе тан аталантарса конкурентлăхне ӳстерет.
Ирина КУЗЬМИНА.
Чăваш Çӗпрел шкул архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев