Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аксури таврапӗлӳ музейӗнче Виктор Артемьевăн картинисен куравӗ уçăлать

Июнӗн 6-мӗшӗнче Аксури таврапӗлӳ музейӗнче пирӗн ентешӗн, паллă ӳнерçӗн Виктор Артемьевăн ӗçӗсен куравӗ уçăлать. Виктор Валентинович хăй вăхăтӗнче Çӗнӗ Аксуран тухса Федоровский поселокӗнче тӗпленнӗ йăхран, 1958 çулта çуралнă, амăшӗ тата шăллӗ тăван ялтах пурăнаççӗ. Хăй Чăваш Енри Çӗнӗ Шупашкарта тымар янă пулин те, тăван тăрăхне манмасть, тăтăшах килсе çӳрет. Куравне те вăл «Тăван кӗтес туртать (К родному порогу)» ят панă.

«Сувар» хаçатра пултаруллă ӳнерçӗ пирки сахал мар çырнă. Уйрăмах РФ Писательсен, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташӗ, Ш. Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗ Валери Туктар (Мартынов) асаилӗвӗ пуçăмра юлнă: «Виктора эпӗ мӗн ачаран лайăх пӗлетӗп. Вăл пирӗн шкулта вӗренчӗ. Вӗреннӗ чухнех хитре ӳкеретчӗ. Эпӗ сӗннипе Лениногорск хулинчи музыкăпа ӳнер училищине вӗренме кӗчӗ, ӳкерме вӗрентекенӗн дипломне алла илчӗ», — тенӗччӗ вăл.


Виктор Артемьев çинчен вулакансене тӗрлӗ пичет кăларăмӗсенче Тимӗр Акташ, Ольга Макарова, Татьяна Васильева, Иван Мулеев нумай каласа панă.
ЧР Художниксен союзӗн пайташӗ Виктор Артемьев çулленхи куравсене тăтăш хутшăнать. Кунсăр пуçне Шупашкарта тата Çӗнӗ Шупашкарта хăйӗн куравӗсене тăтăш йӗркелет. Акă пӗлтӗр Виктор Артемьев 65 çул тултарнă ятпа Шупашкарти Туслăх Çуртӗнче йӗркеленӗ курава пынисем çапла çырса хăварнă: «Куравра куçа тӳрех тăрăнаканни — картинăсене халăх ӳнерçи, хăш-пӗрисем кӳренесрен — халăхла ӳнерçӗ, хайланă. Ку курав сывлăшӗнче темле сумлă-сумлă премисен нафталинӗ çук. „Эпӗ кам!“ тесе каппайланни çук. Пӗтӗмпех халăхри шухăш-туйăм, „ахаль“ халăх, хура халăх сисӗмӗ-туйăмӗ. Тен, çавăнпах кăлтăк-сăлтăк, пиçсех çитмен самантсем те курăнса каяççӗ пуль, анчах та вӗсем халăх пурнăçӗнчи кулленлӗх саманчӗсем-çке — вӗсем пур та, çук та, пулсан та туххăмрах пӗтӗм тапса тăракан пурнăç илемӗнче çухалаççӗ. Куравра та вӗсем тӗп витӗм кӳреймеççӗ, кӳме те пултараймаççӗ».


«Пӗтӗмӗшле çӗкленӳ, тасалăх, савăнăç туйăмне палăртакан ӗçсем куравра нумай. Акă „Юрлă каçма“, „Çуна йӗрӗ“, „Вăрăм ту“ — ансат та тарăн шухăшлă ӗçсем. „Тӗтре“ ӳнерçӗн живопиçри ăсталăхне кăтартать. „Шăллăм“ — ăннă портрет. „Пленер. Самар Ен“, „Çуркунне туйăмӗ“ — тавралăхăмăра юрланă гимн пек. „Ăру сăнарӗ“ — тарăнран-тарăн философи, истори тӗпчевӗ. „Город в Украине“ тата „СВО“ — хăйсемех танлаштаруллă шухăш çуратакан ӗçсем. „Хӗвелпе Уйăх тӗлпулăвӗ“ пекех. Апла-тăк, ӳнерçӗ çӳпçи чухăн мар», — тесе çырса хăварнă çав шутра Илле Иванов сăвăç, журналист.
Çакна та асăнса хăвармалла. Виктор Артемьев хăйӗн пур ӗçне те тенӗ пекех чăвашла ят парать. Тата йывăр темăсене те уçса пама ăнтăлать. Акă ӳнерçӗ юлашки çулсенче хăй вăхăтӗнче сăлтавсăрах виçӗ хут репрессиленӗ, 17 çул ГулАГ тӗрмисенче асапланнă чăваш сăвăçин — Митта Ваçлейӗн сăнне калăплать. 


Тăван тăрăхри курав ентешсене унăн пултарулăхӗпе тӗплӗнрех паллашма май парӗ. Вăл ӳнерçе хăйне те çӗнӗ хавхалану кӳресси пирки иккӗленместпӗр.

 

Евгений ТУРХАН, 


ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ,


Митта Ваçлей премийӗн лауреачӗ.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев