Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Альберт, енчен те эпӗ киле ырă-сывă таврăнсан, çемье çавăрса ачасем çуралсан пӗр ывăла санăн ятна паратăпах!»

Пӗрре çапла, анне ӗçреччӗ, атте мана сарлака сак çине лартрӗ те хăйне кӗтме хушрӗ. Хăй хӗрӳ кăварлă кăмака умӗнче тем турӗ, унтан килсе мана месерле вырттарчӗ те сылтăм ура çинчи шыçă тăрăх вӗри çӗçӗпе иртрӗ. Эп хăранипе тата хытă ыратнипе питӗ вăйлă кăшкăрса ятăм. Атте мана кайран вăрахчен лăплантарчӗ. Каç енне шыçăри пӳр пӗтӗмпех юхса тухрӗ, атте çав вырăна шурă эрехпе çуса тасатрӗ. Тепӗр темиçе кун уксахласа çӳрерӗм те сывалтăм.

Манăн атте, Мирон Трофимович Кольцов, 1888 çулта çуралнă. Çемьери 10 ачаран 8-мӗш пулнă. Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Малти Пукаш ялӗнчен. 20 çул тултарсан вун пӗр çул хушши патша çарӗнче пехотинец пулса хӗсметре тăнă. Çирӗп хул-çурăмлăта вăйлăскер Георгий хӗресне те тивӗçнӗ.

Атте мана ачаранах спортпа туслашма сӗнетчӗ. Тăрăшса вӗренме, йывăрлăхсенчен хăрамасăр малалла утма, хастар пулма вӗрентетчӗ. 1941 çулхи хӗлле эпӗ питӗ йывăр чирлесе ӳкнӗ. Мана виçӗ талăк хушши ниçтан пӗр çутă кӗмен тӗттӗм пӳлӗмре тытнă. Мана, чирлӗскере, шăпах атте пăхнă ун чух. Тăхăр кунран эпӗ сывални пирки каласа паратчӗ анне. Эп чирленипе аттепе анне питӗ хытă хуйхăрнă, мӗншӗн тесен вӗсен малтанхи ултă ачи шкул çулне çитеймесӗрех тӗрлӗ чир-чӗртен вилнӗ.

 

Краççын пулăшнипе

6 çулта чухне (1945 çулта) эпӗ пӗрре никамран ыйтмасăрах йӗлтӗрпе ярăнма тухса кайрăм. Пӗчӗкскер, те васканипе, те урăх сăлтавпа, алсиш те тăхăнма маннă, çавна кура алă пӳрнисене хытă шăнтнăччӗ. Киле таврăнсан çакна анне тӳрех асăрхарӗ те аттене каларӗ. Атте вара хăвăрт кăна пысăк чашăкпа краççын йăтса кӗчӗ те алăсене сивӗ краççын ăшне чиксе тытма хушрӗ. Ăшă пӳртре краççын майӗпен ăшăнчӗ, вăл ăшăннă май манăн пӳрнесене те «сăн кӗчӗ». Çавăн чух каласа пачӗ те атте патша çарӗнче салтаксен шăннă алă-урине еплерех сиплени пирки.

Темиçе кунран эп ытти ачасемпе пӗрле каллех урама выляма тухма пуçларăм, халӗ вара алсиш тăхăнмалли пирки манмарăм ӗнтӗ. Анчах та пӗрре хытă шăннă пӳрнесем чылайччен шăнса çӳрерӗç-ха.

Пăта çине пуснипе шкула каяймарăм

1946 çулхи çулла ял арçыннисем пирӗн икӗ хутлă ампара сӳтме килчӗç. Сӳтнӗ материалсене кил картишне те, урама та хунăччӗ.  Эпир, Василий Егоров тусăмпа, выляса çӳретпӗр, пӳрт тăрринчен сӳтсе илнӗ хăмасем тăрăх чупатпăр. Сасартăк эпӗ тутăхнă пăта çине пусрăм. Тепӗр кун манăн ура шыçса кайрӗ, эпӗ хăрах ура çине пусайми пултăм. Тепӗр икӗ кунран пачах та утайми пултăм. Кӗç-вӗç сентябрь çитмелле, манăн та шкула кайма вăхăт çитсе пырать. Çав çул мана шкула ямарӗç, больницăна та пӗрре те кайман.

Анне чăх-чӗп пăхнă çӗрте ӗçлетчӗ. Пӗрре çапла, анне ӗçреччӗ, атте мана сарлака сак çине лартрӗ те хăйне кӗтме хушрӗ. Хăй хӗрӳ кăварлă кăмака умӗнче тем турӗ, унтан килсе мана месерле вырттарчӗ те сылтăм ура çинчи шыçă тăрăх вӗри çӗçӗпе иртрӗ. Эп хăранипе тата хытă ыратнипе питӗ вăйлă кăшкăрса ятăм. Атте мана кайран вăрахчен лăплантарчӗ. Каç енне шыçăри пӳр пӗтӗмпех юхса тухрӗ, атте çав вырăна шурă эрехпе çуса тасатрӗ. Тепӗр темиçе кун уксахласа çӳрерӗм те сывалтăм. Мана пурпӗр çав çул шкула ямарӗç. Питӗ кăмăлсăр пултăм, паллах, ара, ман тантăшсем пурте шкула çӳреççӗ-çке...

Каярах пирӗн пата Лиза аппа, медсестра, килсе кайрӗ. Вăл аттене мана çакăн пек мелпе сипленӗшӗн хытă вăрçрӗ, «юрать-ха ăнăçлă килсе тухнă, ним начарри те сиксе тухман» текелерӗ.

Нимӗç салтакӗн ячӗпе

Тата тепӗр ăнсăрт сиксе тухнăччӗ. 7-мӗш класра вӗреннӗ чух (1954 çулта) пӗрле вӗренекенсем мана мӗншӗн Альберт ятлă хунипе кăсăкланма пуçларӗç. Шкултан таврăнсан пӗррехинче аттерен ыйтрăм çакăн пирки. Атте нумай калаçма юратмастчӗ, çирӗп кăмăллăскерччӗ. Эп ыйту парсан ман çине тимлӗн пăхса илчӗ те акă мӗн каласа пачӗ: «Çавăн чух, ноябрьти пӗр сивӗ кун, пирӗн рота каялла чакса та чакса пычӗ, вилекен нумай пулчӗ. Мана та икӗ ураранах амантрӗç. Пач та утаймастăп. Çуна çинче ларса пыракан рота командирӗ манăн винтовкăна илчӗ те малалла кайрӗ, ман енне çаврăнса та пăхмарӗç. Эп пӗр капмар йывăç айӗнче юн юхтарса выртса юлтăм... Сасартăк курах кайрăм – ман еннелле хăвăрттăн утса нимӗç салтакӗ килет. Манăн вара хӳтӗленме пăшал та çук. «Е вăл мана çиччас персе пăрахать, е тыткăна илсе каять», – тесе шухăшлатăп хам. Хайхискер ман çывăхах çитрӗ те: «Вырăс салтакӗ, эсир аманнă-им?» – тесе ыйтрӗ вырăслах. Эп пуçпа сӗлтрӗм. Вăл ман сурана тимлӗн пăхрӗ, хăйӗн аптечкине уçнă май: «Вырăс салтакӗ мӗн ятлă вара?» – тесе ыйтрӗ. «Мирун», – хуравларăм эп, хăй мӗн ятлине ыйтрăм. Вăл Альберт ятлă иккен. Вара вăл хăйӗн историне каласа пачӗ. Вӗсен çемйи унччен Раççейре пурăннă иккен, аслашшӗ Петроградра паллă фабрикант пулнă. Альберт пӗлтӗр хăйӗн тăванӗсем патне Германие хăнана кайнă вăхăтра ăна тытнă та Германи çарне чӗнсе илнӗ. Çапла майпа Раççей çынни нимӗç салтакӗ пулса тăнă...

Унтан Альберт мана çири кӗпене çурса сурана çыхма хушрӗ».

Хăйне пулăшакан ӗçне вӗçлесен атте ăна тав тунă май çапла каланă: «Альберт, енчен те эпӗ киле ырă-сывă таврăнсан, çемье çавăрса ачасем çуралсан пӗр ывăла санăн ятна паратăпах!» Нимӗç салтакӗ кăмăллăн кулса илнӗ те енчен-енне пăхкаласа илнӗхăйсен салтакӗсем киличчен васкаса вăрман еннелле уттарнă...

Аттене каçпа санитарсем тупса медсанчаçе илсе кайнă. Госпитальте виçӗ уйăх сипленсен атте киле таврăннă.

Çапах та ку истори пирки манăн тата та тӗплӗнрех пӗлес килчӗ. Каллех аттене ыйту патăм: «Аннепе иксӗрӗн манччен виçӗ ывăл çуралнă вӗт-ха, вӗсене Альберт ят хуман эсир?» Акă мӗн хуравларӗ атте: «Ун чух эпир аннӳпе çамрăкчӗ-ха. Çавăнпа та каснă-лартнă ашшӗ сăнлă – кăвак куçлă, хура кăтра çӳçлӗ – ывăл тата çураласси пирки иккӗленместӗмӗр. Çак ывăл чи кӗçӗнни пуласса та, хамăрăн Кольцовсен ăрăвне тăсакан, хама вăрçăра вилӗмрен çăлса хăварнă Альберт ятне чыслăн тытса пырасса шантăмăр».

Эпӗ ӗнтӗ акă 81 çул Альберт ятпа çӳретӗп. Аттепе çакăн пирки калаçнă вăхăтра эпӗ 14-ра кăна пулнă-ха, çапах та вăл мана хăйӗн ывăлӗ пулнăшăн çеç мар, шăпах Альберт ятлă пулнăшăн хытă шаннине чунпа туйса илтӗм.

Каллех атте çăлса хăварчӗ

Тӗрлӗ инкек-синкеке эпӗ каярах та лекнӗ. 1957 çулхи апрелӗн 17-мӗшӗнче эпӗ Енӗш çырминче чутах путмарăм. Телее, хамăр ялти Иван Башкиров пулăшнипе сывă юлтăм. Вăл мана çăлнă хыççăн йӗп-йӗпескер, çара уран пӗр километра яхăн киле çити çуран утрăм. Çитсен аттене хампа пулса иртнӗ инкек пирки каласа патăм. Вăл мана вăрçмарӗ, хăвăртрах хывăнма хушрӗ. Ман ӳт-пӗве хăвăртрах ăшă эрехпе сăтăрма пуçларӗ, кăштах ӗçтерчӗ те. Вара кăмака çине хăпарса выртса ирччен çывăрма хушрӗ. Ирхине эп чип-чиперех вăрантăм, ӗнер ним пулса иртмен пекех.

Вăтам шкул пӗтерсен икӗ уйăхран гриппа хытă чирлерӗм. Пилӗк эрне килте выртрăм. Унтан атте мана район больницине илсе кайрӗ. Хамăр паллакан врач-терапевт пире йышăнчӗ. Пăхрӗ, итлерӗ те карточкăна çырса тултарма пуçларӗ. Атте тухтăртан мана валли эмелсем çырса пама ыйтрӗ. Тухтăр мана хыттăн пӳлӗмрен тухма ыйтрӗ. Ун чух больницăсенче пӳлӗмсене фанерпа кăна уйăрнăччӗ, çавăнпа аслисем мӗн калаçнине эпӗ йăлтах илтрӗм. «Сирӗн нимле эмел илсе те тăкакланмалла мар, пурпӗр ывăлăр паян-ыран вилет», – терӗ тухтăр. Атте пурпӗр çине тăрсах эмел çырса пама ыйтрӗ. Тухтăр парăнчӗ – икӗ тӗрлине çырса пачӗ. Эпӗ икӗ хутчен кăна ӗçсе ӗлкӗртӗм – каçпа температура хăпарса кайрӗ. Шухăшлама пуçларăм хайхи – хăçан вилеп-ши ӗнтӗ... Çав тери хурланса кайрăм, хам та сисмен – çывăрса кайнă. Тӗлӗк куратăп: хама çырмара путасран çăлнă Иван Башкировпа пӗрле «хысна çурчӗсем» тăрăх çӳретпӗр пек, анчах та пире ниçта та йышăнмарӗç, вара каялла киле таврăнтăмăр...

Ыйхăран вăрансан аннене тӗлӗке каласа патăм. Вăл мана çурăмран лăпкаса: «Альберт, сана каллех аçу çăлса хăварчӗ вӗт, больницăна илсе кайса кирлӗ эмелсем çыртарса килчӗ. Эсӗ вăрăм ӗмӗр пурăнăн-ха!» Чăн та, ун чух эп 18-та пулнă-тăк, халӗ 81-ре!

«Çӗре çывăхрах пулăр...»

Çав чире пула ӗмӗтленнӗ çар училищине вӗренме кӗресси пулмарӗ, плансене улăштарма тиврӗ. Малтан колхозра, вара грузчикра ӗçлерӗм, унтан Сӗнтӗрвăрринчи строительство техникумне вӗренме кӗтӗм.

20 тултарсан çуралнă кун ячӗпе аттепе анне уяв йӗркелерӗç. Пиччесем те пурте пуçтарăннăччӗ. Атте çавăн чух: «Аслă ывăлăмсем пурнăçра хăйсен çулне тупрӗç ӗнтӗ, Альберт вара тин кăна вӗренме кӗчӗ-ха. Çавăнпа та эпӗ ăна çирӗп сывлăх, лайăх вӗренме сунатăп. Хуть ăçта пурăнсан та, ӗçлесен те çакна ан ман: чи малтан çӗре çывăхрах пулма тăрăш. Хăв тăрăшсан, кăмăлу пулсан вăл сана нихăçан та начар тумӗ».

Атте каланине пӗр саманта та манмасăр техникумран йӗркеллӗ вӗренсе тухрăм, виçӗ çул хӗсметре тăтăм. Куйбышеври плановăй института вӗренме кӗтӗм, унтан Хусанти финанспа экономика институтне куçса вӗренсе тухрăм. «Казаньпромстрой» трестăн тӗрлӗ пайӗсенче ӗçлерӗм. 1976 çулта мана ЖБИ-2 заводăн директорне лартрӗç. Тăватă çултан Главтатстройăн оперативлă-диспетчер уйрăмӗн пуçлăхӗ пулма çирӗплетрӗç. Çичӗ çултан «Промстройматериалы» трестăн ЖБИ-3 завочӗн директорӗ пулма шанчӗç. 1989 çул вӗçӗнче Лайăш районӗнчи Столбищери ОПХ директорӗн тӗп юсав енӗпе çумӗ пулса тăтăм.

Кунта килсен пире тӳрех çӗр уйăрса пачӗç. Çакăн чух атте хам 20 тултарнă чух панă канаш – çӗр патне çывăхрах пул тени – кирлӗ пулчӗ те. Çурт лартрăмăр, выльăх-чӗрлӗх, чăх-чӗп усрама пуçларăмăр. Пахча çимӗç ӳстерме пуçларăмăр, садра тӗрлӗ йывăçсем лартрăмăр. Çӗршыври перестройка çулӗсенче те эпир аптраман, пирӗн хуçалăхра хамăра кирли йăлтах пулнă.

Çак хуçалăхра 11 çул ӗçлесен, Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче 365 ача вӗренмелӗх çӗнӗ шкул туса лартсан эпӗ тивӗçлӗ канăва тухрăм. 26 çул ӗнтӗ çак ялта пурăнатпăр. Халь мăшăрпа иксӗмӗр кăна мар, ачасемпе мăнуксем те çӗр мӗн чухлӗ усă панине ăнланаççӗ.

Атте каланине асра тытса спортпа та халӗ те туслă эпӗ. Çулсеренех Лайăш районӗнчи ăмăртусене хутшăнатăп. «Раççей йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăртăва кăçалхине шутласан 24-мӗш хут хутшăнтăм ӗнтӗ. Час-часах призлă вырăнсем те йышăнатăп, район ертӳçисенчен тивӗçлӗ парне илме яланах кăмăллă.

Альберт КОЛЬЦОВ,

ӗç ветеранӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ.

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Мирон Трофимович Кольцов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 100 лет ЧАССР